Википеди:Малтанхи утăмсем

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал


Йăпанăç кӳрĕр, Википеди ĕç-хĕлне хутшăнăр! Çĕнĕ статьяна епле çырасси çинчен эпир сире кунта кĕскен каласа парăпăр.

Çĕнĕ статьяна хăвăрт çырасси[кодне тӳрлет]

Çĕнĕ статьяна çырас пулсан унăн ятне çак йĕркене кĕртсе «Çĕнĕ статьяна çырасси е куçасси» вырăнне пусăр. Енчен те çакăн пек статья Википедире пулмасасăн, сире ăна çырма сĕнĕç. Статья çырас умĕн пулăшăва вуласа тухăр. Тĕплĕнрех статья çырасси çинчен кунта ăнлантарса панă.

1-мĕш утăм. Темăна суйласа илĕр[кодне тӳрлет]

Чи малтан сирĕн хăвăр кăмăлланă темăна суйласа илмелле. Малтанлăха пĕтĕмĕшле темăпа çыхăннă статья çырни кирлĕ мар, сире хăш тема кăсăклантарать — çавăнтан пуçлăр. Ку сире ĕçлеме хавхалантарĕ. Темăна суйласа илнĕ хыççăн материалăн çăлкуçĕсене палăртăр.

2-мĕш утăм. Статья ятне суйлăр[кодне тӳрлет]

Статья ятне панă чухне çакна астумалла:

3-мĕш утăм. Статья пуррипе çуккине тĕрĕслĕр[кодне тӳрлет]

Эсир çырас тенĕ статья пур та пулма пултарать. Çавăнпа та вăл пуррипе çуккине тĕрĕслесе пăхăр. Çӳлти сылтăм кĕтесри «лупа» палли çине хатĕрлеме шутланă статьян ятне çырăр. Кайран вара [Лупа] палли çине пусăр — ун йышши статьясем пулсан шырав системи сире вĕсене кăтартĕ. Хатĕрлеме шутланă статья пур пулсан ун çине куçăр та çӳлти «тӳрлет» каçă çине пусăр.

Тĕплĕнрех ун çинчен кунта çырса кăтартнă.

4-мĕш утăм. Статьяна хатĕрлĕр[кодне тӳрлет]

Ун пек статья çук пулсан, ăна хатĕрлемелле. Сулахайри «шыра» пайри анана хатĕрлеме шутланă статьян ятне çырăр. Ун хыççăн вара [Куç] çине пусмалла. Уçăлнă страницăра вара «Ăна çĕнĕрен çырса кĕртме пултаратăр» ятлă хĕрлĕ тĕслĕ ана çине пусăр. Уçăлнă страницăри ĕлкĕне вара эсир текста çырса хăвăр малтанхи статьяна хатĕрлеме пултаратăр.

Тĕплĕнрех ун çинчен кунта çырса кăтартнă.

5-мĕш утăм. Статьяна тĕрĕс çырăрма пуçлăр[кодне тӳрлет]

Статьяна пуçланă чухне чи малтан ăна ятĕнчен пуçламалла. Вара тире паллине лартса кĕскен ăна ăнлантарса памалла. Статья ятне хулăм шрифтпа палăртмалла. Тĕслĕхсем: «Вăйă тĕнчи, — сăнарлă вăйăри ĕçсем пулса иртекен вырăн...», «Михайлов Спиридон Михайлович, — пĕрремĕш чăваш историкĕ, этнографĕ...». Ан манăр, вырăсларан улшăнмасăр кĕнĕ сăмахсенче ё вырăнне е çырма, тире вырăнне дефис çырма кирлĕ мар.

6-мĕш утăм. Статьяна çырăр[кодне тӳрлет]

Статьян калăпăшĕ 500 саспаллинчен кая мар пулмалла. Статьяна çырнă чухне нихăш сĕме йышанмасăр çырма тăрăшăр. Тепĕр майлă каласан — нейтраллă çырăр. Енчен те статья теми темиçе курăмлă пулсан — кашни енне уçса пама тăрашăр. Çавăн пекех статьяна çырнă чухне автор прависене ан пăсăр. Энциклопеди ирĕклĕ пулмашкăн унти статьисем автор прависене пăсмалла мар.

Çырнă чухне ăслăлăх майĕпе, анчах та ахаль чĕлхепе çырма тăрăшăр.

7-мĕш утăм. Çăлкуçсене кăтартăр[кодне тӳрлет]

Статьяна çырса пĕтернĕ хыççăн вĕçĕнче «Вуламалли» пай тăвăр та унта статьяна çырма усă курнă информацине ăçтан илнине, тĕплĕнрех хăш материалсемпе паллашма пулнине çырса кăтартăр.

Кĕнекесен авторне, кăларнă çулне, страницăсен шутне, ISBN номерне кăтартма ан манăр.

8-мĕш утăм. Статьяна илемлетĕр[кодне тӳрлет]

Вики-тэгĕсене усă курса статьяна илемлетĕр:

  1. Хулăм шрифтпа палăртмашкăн виçĕ пĕррелĕ кавычка лартмалла: «'''Хулăм шрифтпа çырнă текст'''». Хулăм шрифтпа статья ятне тата питĕ кирлĕ терминсемпе ăнлавсене палăртмалла.
  2. Тайлăк шрифтпа палăртмашкăн икĕ пĕрреллĕ кавычка лартмалла: «''Тайлăк шрифтпа çырнă текст''». Тайлăк шрифтпа эсир палăртса кăтармалли текста палăртма пултаратăр.
  3. Статья пайĕсене уйрăм йĕркере çырмалла. Вĕсене икĕ енчен иккĕ е виçĕ пĕрпеклĕх паллипе уйăрмалла: «== Статья пайĕ ==».
  4. Википедире абзацсем пĕр-перинпе пушă йĕркепе уйрăлса тăраççĕ. Çĕнĕ йĕркерен пуçлани — çĕнĕ абзац пуçланине пĕлтермест — сирĕн пушă йĕрке хăвармалла.
  5. Ят-йышсене йĕркелемешкĕн йĕрке умĕнче *, е # паллисене лартмалла. Вĕсен шучĕ — ят-йышри йĕркесен тарăнăшне пĕлтерет: «* 1-мĕш пункт».
  6. Шалти каçăсем лартмашкăн сирĕн çакăн пек вики-тэгсем лартмалла: «[[Статья ячĕ|Курăнакан текст]]». Енчен те статья ячĕпе курăнакан текст пĕрех пулсан, кĕскен те çырма юрать: «[[Статья ячĕ]]». Статья ячĕ курăнакан текстăн пайĕ пек пулсан — çапла та çырма юрать: «[[Статья ячĕ]]сем» (курăнакан текстра статья ятне палăртма пулать)
  7. Тулаш каçăсене лартмашкăн сирĕн çакăн пек вики-тэгсем лартмалла: «[URL Курăнакан текст]». Тĕслĕхрен, «[http://chuvash.org Чăваш халăх сайчĕ]». Анчах астăвăр: Википедире янравлама юрамасть, енчен те эсир лартнă каçă статьяра вырăнсăр пулсан — Администраторсем ăна кăларса пăрахĕç.

Çак кĕске ăнлантару вĕçĕнче тата çакна каласа хăвармалла: çырнă чухне литература чĕлхипе, орфографи йеркисемпе килĕшӳллĕ çырăр. Википедин чăваш уйрăмĕнче çĕнĕ орфографи йĕркисемпе килĕшӳллĕн сăмахсене уйрăм çырма юрамасть — малтанхи пек пĕрле çырмалла. Тĕслĕхрен: юхан шыв мар, юханшыв, хĕр ача мар, хĕрача.

9-мĕш утăм. Статьян категорине кăтартăр[кодне тӳрлет]

Статьяна шыраса тупма çăмăлрах пултăр тесе кашни статьяна пĕр е темиçе категорине кĕртмелле. Статьяна мĕнле те пулин категорине кĕртмешкĕн статья вĕçĕнче (интервикисем умĕн) çакăн пек тэг çырмалла: [[Категори:Категори ячĕ]]. Тĕслĕхрен, «[[Категори:Чăваш çыравçисем]]», «[[Категори:Чăваш Ен юханшывĕсем]]».

10-мĕш утăм. Интервикисене лартăр[кодне тӳрлет]

Википедире 200 ытла чĕлхе уйрăмĕ аталанать. Вĕсене пĕр-пĕринпе çыхăнтармашкăн интервикисемпе усă кураççĕ. Интервикисене статья вĕçĕнче лартмалла. Интервики лартма «[[чĕлхе кочĕ:вăл чĕлхери статья ячĕ]]». Енчен те эсир статьяна Википедин тепĕр уйрăмĕнчен куçаратăр пулсан — унти интервикисене копилесе кĕртсе лартма пултаратăр. Çак меслетпе чăваш уйрăмне те çыхăнтарма ан манăр — пĕр-пĕрин çинелли интервикисене лартăр. Пĕтĕм интервикисене лартмасăр та пултаратăр — Википедине питĕ нумай интервики бочĕсем ĕçлеççĕ, вĕсем кайран мĕнпур интервикисене лартса тухĕç.

Çаксене пĕтĕмпех туса тухнă хыççăн [Страницăна çырса хур] пускăч çине пусăр — сирĕн пĕрремĕш статья пулчĕ те! Хăвăра ку ятпа саламлама пултаратăр!