Викки-кĕнеке
Википедири материал
Викки-кĕнеке (акăл. Wikibooks, вырăс. Викиучебник) — «вики» технологипе ĕçлекенни, вĕренÿ кĕнекисене пĕрле çырмалли веб-сайт.
Кашниех кирек мĕнле кĕнекере çĕнĕ страница уçма е тÿрлетме, кашниех тÿлевсĕр вулама, хăйне валли куçарса илме, пичетлесе кăларма тата унăн ăшлăхне улăштарма пултарать. Çавăн пекех пĕчĕк сас паллинчен пуçланакан "викихайлав" тесе сайт çинчи пĕр темăпа пуçтарнă страницăсен йышне калаççĕ (тĕслĕх: Викки-кĕнеке - вики таврашĕнче çырнă хайлав).
[тӳрлет] Кĕскен кун-çулĕ çинчен
Википедия çуралса аталаннă хыççăн, унра ĕçлекен çынсем ятарлă хайлавсем çырма тепĕр çавăн пек сайт туса кăларма шутланă. 2003-мĕш çулхи утă уйăхĕн 10-мĕшĕнче "Викимедиа" фонд "Викихайлав" сайт çырса кăларнă. Викихайлавра та, Википедири пекех, вĕренÿ материалĕсем ытларах акăлчан чĕлхипе тĕл пулаççĕ.
[тӳрлет] Вырăс чĕлхе уйрăмĕ
Викки-кĕнекен вырăс уйрăмне 2004-мĕш çулхи çурла уйÿхĕнче тума тытăннă. 2006-мĕш çулхи нарăс – пуш уйăхĕсенче сайт „Потенциал” вĕренÿ журналĕн онлайн-версине пичетлесе кăларнă. Çав вăхăтранпа пуçласа викихайлавра профессиллĕ ăста вĕрентекенсен вĕçленĕ дидактика кăларăмĕсем пичетленме тытăннă.