Виктор Джори

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Виктор Джори
Victor Jory
Ӳкерчĕк
Çуралнă вăхăт: 1902, чӳк, 23
Çуралнă вырăн: Доусон, Юкон, Канада
Вилнĕ вăхăт: 1982, нарăс, 12
Професси: АПШ актёрĕ
Гражданлăх:
IMDb: ID 0430460

Виктор Джори (1902—1982) — канад кăкĕнчен тухнă кино тата телекурав американ театр актёрĕ.

Кун-çулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Виктор Джори 1902 çулхи чӳкĕн 23-мĕшĕнче Доусон хулинче (Юкон, Канада) çуралнă. Ашшĕпе амăшĕ АПШ гражданĕсем пулнă. Виктор çар хĕсметĕнче АПШ çыран хуралĕнче тăнă.

1930 çулта унăн Голливудра дебют иртнĕ, унчен вăл театр гастролĕсенче çӳренĕ.

1964 çулта Колин Грэй тата Сьюзан Сэфорт, Джори актрисăсемпе АПШ конгресĕнче шкулта кĕлĕ вулама ирĕк парас конституци тӳрлетĕвне майлă ĕçленĕ.

Голливудри «Мухтав аллейинче» Джори çăлтăрĕ пур.

Фильмографи[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Виктор Джори 150 ытла фильмра вылянă, çаплах телекуравра ĕçленĕ.

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]