Вильям Фишер
Рудо́льф Ива́нович А́бель (чăн ячĕ — Ви́льям Ге́нрихович Фи́шер; утă, 11 1903 Ньюкасл-апон-Тайн, † чӳк, 15 1971, Мускав) — совет разведчик-нелегал, полковник. Чылай вăхăт АПШ-ра ĕçлесе пурăннă, 1957 çулта ăна сутăнчăк элекĕпе ареслеççĕ. 1962 çулта американ тĕпчев-шырав самолёчĕн вĕçевçи Ф. Г. Пауэрспа улăштараççĕ.
Тупмалли |
[тӳрлет] Кун-çулĕ
[тӳрлет] Çемье
Англири Ньюкасл-апон-Тайн хулинче, Раççейрен революци ĕç-пуçне хутшăннăшăн 1901 çулта кăларса янă вырăс марксист-политэмигрантсен çемйинче çуралнă. Абелĕн ашшĕ, Генрих Матвеевич Фишер, вырăс пĕрремĕш рабочи-демокраче шутланнă, В. И. Ленинпа тĕл пулнă. Нимĕç, акăлчан, франци чĕлхипе калаçнă полиглот.
[тӳрлет] Çамрăклăх
Çамрăкранах Вильям питĕ хытă çутçанталăк ăслăхĕсемпе кăсăкланнă. 16 çулта экзамена ăнăçлă тытсав Лондон университетне вĕренме кĕрет.
1920 çулта Фишер çемйи Раççее таврăнать, совет гражданлăхне кĕрет. Абель Коммунистсен интернационалĕн ĕçтăвкомĕнче (Коминтернра) тăлмачра тăрăшать.
[тӳрлет] Разведкăри хĕсмет
1924 çулта Тухăçлăх тĕпчев институтне ĕçе кĕрет, анчах та тепĕр çултан çара хĕçмете чĕнеççĕ. Çарта радист ăсталăхне алла илет. Демобилизаци хыççăн РККА СÇВ ĂТИ-нче ĕçлет. ОГПУ ютçĕр уйрăмне 1927 çулта ĕçе кĕрет. Европăри икĕ патшалăхра легаллă мар разведкăра тăрмăшать, темиçе резидентурăн радисчĕн ĕçĕсене туса пырать. 1938 çулта ăна аслă лейтенант çар хисепĕпе НКВД ретĕнчен хăтараççĕ (Берия «халăх тăшманĕсемпе» ĕçлекенсене шанманнине пула). Пĕр хушă Пур Раççейри сутă-илӳ палатинче, кайран авиаци заводĕнче вăй хурать. Темиçе хутчен те разведкăна таврăнасшăн рапорт çырать.
1941 çултанпа каллех НКВД ретĕнче, нимĕç тылĕнче партизан вăрçине йĕркелекен уйрăмра тăрăшать. Çак тапхăрта вăл Рудольф И. Абельпе паллашать, пĕрле ĕçлет.
Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи вăхăтĕнче ăна Канадăна нимĕç паспорчĕпе кĕртнĕ, каярах Эмиль Роберт Гольдфус ӳнер ячĕпе АПШна куçать, унта вăра совет агентури эрешне ертсе пырать, пытарăнчăк валли Бруклинри фотостудие тытса ĕçлет. Мускава таврăнсан ятарлă хушу ĕçĕпе Финляндие яраççĕ.
1948 чӳк уйăхĕнче ăна АПШ-ра атом объекчĕсенче ĕçлекенсенчен хыпар пуçтарма вăрттăн ĕç-хĕл йĕркелеме хушаççĕ. «Маркăн» (В.Фишерăн суя ячĕ) агент-çыхăвçисем Коэн мăшăрсем пулаççĕ.
1949 çулхи çӳ уйăхĕн вĕçнелле «Марк» ĕçе йĕркелесе хастар тăрăшать. 1949 çулхи çурлара ăна тĕплĕ хыпар пуçтарнăшăн Хĕрлĕ Ялав орденĕпе чыслаççĕ.
[тӳрлет] Ареслени
«Марка» кулленхи ĕçрен хăтарас шутпа, 1952 çулта пулăшăва вăрттăн разведка радистне Хейханена (суя ячĕ «Вик») янă. «Вик» тăрлавсăр тата хăйне тытма пултарайман çын пулнă, тăватă çул иртсен ăна Мускава тавăрма шутланă. Анчах та «Вик» сутăнать, американ влаçĕсене хăйĕн вăрттăн ĕçĕ пирки каласа парать, «Марка» çинчен каласа кăтартать.
1957 çулта «Марка» Çĕнĕ Йоркри «Латам» хăна çуртĕнче ФБР агенчĕсем аресленĕ. СССР ертӳçисем çирĕплетсе каланипе, пирĕн патшалăх шпион ĕç-пуçĕпе хăтланмасть».
Мускава хăйне тытнине тата хăй сутăнчăк маррине пĕлтерес тесе Вильям Фишер аресленĕ чухне хăйĕн çĕре кĕнĕ Р. Абель ятне илет. Тĕпчевре вăл хăй разведкăра пулнине йышăнмасть, нимĕн те кăтартмасть, американ ятарлă хĕсмет ĕçтĕшĕсемпе пĕрлĕ тăрăшма килĕшмест.
Ăна айăпласа 32 çуллăха тĕрмене хупаççĕ (1957). Приговора пĕлтернĕ хыççăн «Марк» малтан Çĕнĕ Йоркри следстви тĕрмин пĕчченхи камеринче ларнă, кайран ăна Атлантăри федерацин тӳрлетӳ тĕрмине куçарнă. Тĕрмере вăл математика тупсăм ĕçĕсемпе, ӳнер теорипе тăрмашланнă. Çуллă сăрпа сăнарсем ӳкернĕ.
[тӳрлет] Ирĕке кăларни тата тăван çĕршыва таврăнни
Советсен тулаш разведки Абеля ирĕке кăларас тесе хастар мероприятисене ирттерет. «Юрген Дривс» суя ятпа вăрттăн разведкăн пуçлăхĕ — Юрий Дроздов — Рудольф Абеля АПШ тĕрминчен хăтарса Тăван çĕр-шыва тавăрас операцире пысăк ĕç тунă (Ю. И. Дроздов Абелĕн нимĕç «кузенĕн» рольне йышăннă пулнă). Ĕç-пуçа çаплах шпионсене улăштаракан ăстаçă Вольфганг Фогель та хутшăннă.
1962 çулхи нарăсăн 10-мĕшĕнче Анăç тата Тухăç Берлин чиккинче, Глинике кĕперĕ çинче, Рудольф Абеле Фрэнсис Пауэрс американ вĕçевçипе, сбитого Свердловск районĕнче 1960 çулхи çу, 1çăвăн 1-мĕшĕнче персе антарнă, шпионаж ĕçĕшĕн совет саккунĕпе айăпласа хупнăскерĕпе, çаплах Фредерик Прайер американ студенчĕпе, улăштарнă. Сывлăха сиплесе, канса илсен Фишер разведкăн тĕп аппарачĕн ĕçне пикенет. Çамрăк вăрттăн пурăнакан разведчиксене хатĕрлеме пулăшать, пушă вăхăтрана пейзаж çырать. Фишер çаплах хăйĕн кун-çулĕнчи хăш-пĕр факчĕсемпе çыхăннă сюжетлă «Мёртвый сезон» (1968) илемлĕ фильма ӳнерленĕ çĕре хутшăннă.
[тӳрлет] Вилĕмĕ
Вильям Генрихович Фишер 1971 çулхи чӳк, 15 ӳпке ракĕ амакпа хĕнленсе вилет. Вилтăприйĕ Дон мăнастăрĕн çĕрĕнче (Мускав) ашшĕнпе юнашар.
[тӳрлет] Чыславсемпе парнесем
СССР патшалăхĕн хăрушсăрлăхне çирĕплетнĕ ĕçре пысăк ӳсĕм кӳнĕшĕн В. Фишер полковника виççĕ хутчен Хĕрлĕ Ялав, Ленин, Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав, Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин I степеньлĕ, Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕсемпе тата нумай медальпе чысланă.
[тӳрлет] Вильям Фишер пирки астăвăм
Абелĕн шăпи Вадим Кожевников çыравçăна паллă «Щит и меч» приключени романне хайлама хавхалантарнă.
[тӳрлет] Рудольф Абель астăвăмĕ
[тӳрлет] Çавăн пекех пăхăр
[тӳрлет] Каçăсем
- Юрий Дроздов. Записки начальника нелегальной разведки. Максим Мошков вулавăшĕнче
- Р. И. Абель на сайте СВР
- «КТО есть КТО», № 2 1999, «КТО ВЫ, РУДОЛЬФ АБЕЛЬ?»
| Ку статьяна çырса пĕтермелле, е анлăрах ăнлантарса памалла. Эсир ăна тӳрлетсе, хыпара хушса çырса пулăшма пултаратăр. |