Вилюй (юханшыв)
| Вилюй (юханшыв) | |
|---|---|
| Пахалăхĕ | |
| Вăрăммăш | 2650 çм |
| Бассейн лаптăкĕ | 454 пин çм² |
| Шыв тăкакĕ | 1 468[1][2] м³/с |
| Шыв вăрри | Лена |
| Вырнаçăвĕ | |
| Юхав территори | Якути |
Вилю́й (якут. Бүлүү) — Якутипе Красноярск енчи юханшыв, Лена юханшывĕн чи вăрăм сулахай юппи.
Тупмалли |
[тӳрлет] Çутçанталăк
Юханшыв бассейнĕнче 67 266 кӳлĕ вырнаçнă, пысăккисем: Ниджили (лаптăкĕ 119 çх²), кăштах пĕчĕкрех Бараталах тата Мастах, Сюгджэр (80 çх²), Богуда (22 çх²) тата Мосаны (тарăнăшĕ — 110 м).
Юханшывсемпе кӳлĕсенче пулă нумай (Вырăс шеврĕк, таймень, ленок, нельма, ăптă, уланкă, шампа, симĕс пулă , тогунок, сарога, сарă карас, кĕмĕл карас, çăрттан, кăртăш, чир, сиг, шуркӳль кĕркки , Кӳлĕ кутанĕ, çĕлен пулă, песчанка и др.).
[тӳрлет] Юпписем
Сылтăмра — Улахан-Вава, Чиркуо, Чона, Чыбыда, Улахан-Ботуобуя, Оччугуй-Ботуобуя, Баппагай; сулахайра — Ахтаранда, Ыгыатта, Марха, Тюкян и Тюнг. Чи пысăк юппи - Марха.
[тӳрлет] Хуçалăхра усă курни
Юханшыв çинче 2 гидроэлектростанци тунă: Вилюй (648 МВт, 2,71 млрд кВт·сех çулталăкра) тата Вилюйс ГЭСĕ-III (Светлинск ГЭСĕ, 270 МВт, çулталăкра 1 млрд кВт·сех таран).
Ленск, Мирный, Айхал, Удачный, Алмазный, Чернышевский татаСветлый станцисем пурăнан вырăнсене энергипе тивĕçтермелли автономлă энергосистемăн тĕп объектсем шутланаççĕ.
Вилюй çинчи тĕп пристаньсем: Промышленный, Хатарык-Хомот, Кысыл-Сыр, Вилюйск, Верхневилюйск, Нюрба.
Юханшыв бассейнĕнче кĕвер чул (Мирный, Айхал), тимĕр руди, фосфоритсем, тăвар, çĕр кăмрăкĕ, çутçанталăк газĕ (Кысыл-Сыр, Мастах, Ниджили çĕрай управĕсем) тупнă. Ылтăн та тĕл пулать.
Шыв тăрăхĕнче вăрман нумай, унта, тĕпрен илсен, çемçе чăрăш ӳсет [3]. Кызыл-Сырта нефть кăларнă май газ конденсачĕ тухать, ăна вырăнти газолин установкипе уйăрса вырăнти 80, 92, 95, 98 маркăллă бензин туса танкерсемпе Вилюй тата Лена тăрăх пĕтĕм Якутине туртараççĕ.
[тӳрлет] Вуламалли
- Хотун Бүлүү хомолтото. Обиды Матушки Вилюя. Н. Д. Архипов, И. С. Бурцев. — Дьокуускай, Сайдам, 2005—304 с. ISBN 5-98671-003-7
- Рыбные богатства Вилюя и их охрана. А. С. Гольдман, В. А. Игнатьев, Якутск, Сайдам, 2006. — 38 с.
[тӳрлет] Асăрхавсем
- ^ Vilyuy at Khatyryk-Khomo, UNESCO: Water resources
- ^ По всей видимости, на сайте Ленгидропроекта — «Гидроузлы на р. Вилюй» — приводится завышенное значение расхода воды для устья реки.
- ^ Цитатăланă чухнехи йăнăш Неверный тег
<ref>; для сносокdне указан текст
[тӳрлет] Каçăсем
|
|
|
|---|---|
| Юпăсем | • Атăл (Хура Атăл, Чулман Атăл) • Тан • Урал • Печора (Уса) • Обь (Иртыш (Ишим, Тобол (Тура)), Кеть, Бия, Катунь) • Енисей (Ангара, Подкаменная Тунгуска, Анат Тунгуска) • Лена (Вилюй (Марха), Алдан (Амга), Олёкма, Витим) • Индигирка • Колыма (Омолон, Мăн Анюй, Кĕçĕн Анюй) • Амур (Шилка (Ингода, Онон), Аргунь, Зея, Бурея) |