Воронеж

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

ВоронежРаççей хули, Воронеж облаçĕн административла тĕпĕ. Çар чапĕллĕ хула.

Кун-çулĕ[тӳрлет]

Старинный Воронеж
Воронеж

Воронеж çинчен пĕрремĕш 1177 çулта, улатимĕр кнеçĕпе кисан кнеçĕ çапăçни пирки асăннă, Кисан Ярополкĕ «Вороножа» тарнă тесе палăртнă. Лавренти çул çыравĕнче çырнă:

«А по Ярополка посла, глаголя Рязанцем: вы имете нашего ворога, али иду к вам. Рязанци же здумаша, рекуше, князь наш и братья наши погыбли в чужем князи, ехавше в Воронеж, яша его сами и приведоша его в Володимерь» и Никоновская летопись, но с некоторыми дополнениями: «отбежа бо князь Ярополк Ростиславич в Воронож, и тамо прехожаше от града во град… И тако шедше в Воронож, изымаша его, и ведоша в Володимерь».

Хăш историксен шухăшĕпе, çак хута вырăна хурса, Воронеж (Воронож) пурăну вырăнĕ XII ĕмĕртех паллă пулнă.

Чи анлă сĕм янă версипе Воронежа 1585—1586 çулсенче никĕс хунă. Аваллăхра кунта хасарсем пурăннă, вĕсен юлашки тупăкĕсене де-Бруин 1702 çулта курнă.

Воронеж Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи çулĕсенче[тӳрлет]

1942 çулхи çĕртме уйăхĕн вĕçĕ — 1943 çулохи кăрлач, 25, 212 талăк тасăлăвĕпе, Воронеж паттăррăн çапăçнă — Мускав кăнтăртан хӳтĕленĕ, Атăлпа Сталинград патне вăркăнакан чылай шутлă гитлер çарĕсене (вăтăр дивизи) тытса тăнă.

1942 çулхи утă, 7 Воронеж фронтне йĕркеленĕ. Сталинград çапăçăвĕ, каярах Острогож-Россошан тата Воронеж-Касторна тапăну операцийĕсенче Воронеж фрончĕн вăйĕсем 2-мĕш, 8-мĕш итали тата 2-меш венгри çарĕсене çапса çĕмĕрнĕ. Çак çапăçусенче Германи çарĕсен çухатăвĕсем 320 пин салтакпа офицера çитнĕ. Воронеж çумĕнче 26 гитлер дивизийĕ хăйĕн шăпине вĕçлет, тыткăна лекнĕ тăшман шучĕ Сталинград патĕнчин нумайрах пулнă. 1943 çулхи кăрлач, 25 — тăшмана парăнман Воронежа ирĕке кăлараççĕ.

Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи тапхăрĕнче, 1942 çулхи утă, 71943 çулхи кăрлач, 25 Воронеж хăш пайĕпе нимĕç оккупацийĕнче пулнă, пысăк сиен тӳснĕ. 350-пинлĕ çынлă хулан 30 пин çынĕ çак тапхăрта çĕре кĕнĕ, чылайăшне концлагере хупăрласа хупнă. Фашистсем пур завода, чылай çурта ишĕлтерсе хăварнă. Ирĕке кăларнă Воронеж пĕтĕмпех ишĕлчĕклĕ пулса вăрçăра чи аркатнă хула шутланнă. Нимĕç генералĕсем ăна пачах юсатса тăратма пулмалла мар тенĕ. Çапла пулин те пурăнаканĕсем вăйа шеллемесĕр кĕске вăхăтрах хулан ура çине тăратнă, каярах вăл Черноземьен промăçлă, ăслăлăх тата этеплĕх тĕп хули шутланма пуçлать.

Администрациллĕ улшăнусем[тӳрлет]

Воронеж

Воронеж енĕн чиккине йĕркелесси Воронежa йĕркеленипе (1585—1586 çç) тата Танăн анатри Воронеж, Битюг, Тихая Сосна хушшинчи Воронеж хуралĕсене туса лартнипе тачă çыхăннă.

  • XVII ĕмĕрте Воронеж Воронеж уесĕн тĕпĕ пулса тăрать, халăх çыравĕпе 1678 çулта унта тăватă стан: Карачун, Борщев, Усман тата Чертовица — кĕнĕ .
  • 1711 ç. — Воронеж кĕперне хули пулса тăрать.
  • 1711—1725 çç. — Воронеж анлă Азов кĕпернин административлă тĕпĕ пулса тăрать, унăн территорийĕ çурçĕрте Чулхуларан кăнтăрти Азовa çити, анăçри Кивĕ Осколран тухăçри Сарăту тарaн пулнă.
  • 1725—1928 çç. — Воронеж кĕпернийĕ ята куçараççĕ.
  • 1779 ç. — кĕпернен çĕрне хăвăрт сахаллатаççĕ. Унăн шутĕнче 15 уес юлать: Беловоды, Бирючень, Бобров, Богучар, Валуй, Воронеж, Тан лешьен, Землян, Калитва, Коротояк, Купяна, Ливен, Нижнедевица, Острогож, Павлов — хăвараççĕ.
  • 1802 ç. — кĕперне шутĕнчен Купян уесĕ тухать, Çĕнĕ Хопер уесĕ кĕрет.
  • 1824 ç. — Воронеж кĕпернинчен икĕ уеса: Беловоды тата Калитва уесĕсене кăлараççĕ.
  • çу, 14 1928 ç. — ВЦИК йышăнăвĕпе Тĕп Хура тăпра облаçĕ туса хураççĕ, унта тăватă кĕперне: Воронеж, Курск, Орёл тата Тамбов кĕперне кĕреççĕ, административла тĕпĕ — Воронежре.
  • çĕртме, 13 1934 ç. — Тĕп Хура тăпра облаçне ТĔТК йышăнăвĕпе Воронежпа Курск облаçне пайлаççĕ.
  • авăн, 27 1937 ç. — Воронеж облаçĕнчен Тамбов облаçне уйăраççĕ.

Тавралăхĕ[тӳрлет]

Климачĕ[тӳрлет]

Воронеж

Облаçре вăтам-континент климат, çулти вăтам температура +5,0 °C çурçĕрте, +6,5 °C кăнтăрта. Облаç территоринче 738 кӳлĕпе 2408 пĕве, 10 çм ытла 1343 юханшыв. Паллă юханшыв — Тан, хăйĕн 1870 çм 530  облаç территорипе юхать, бассейн лаптăкĕ 422 000 çм².

Хуçалăхĕ[тӳрлет]

Промăçлăхĕ[тӳрлет]

Транспорчĕ[тӳрлет]

Чукун çулĕ[тӳрлет]

Автомобиль çулĕсем[тӳрлет]

Культура, ăслăлăх[тӳрлет]

Паллă çынсем[тӳрлет]

* Айхенбаум Борис Михайлович — литературовед

Воронежра пурăннă

Воронежра вĕреннĕ, ĕçленĕ:

Тĕнчери хутшăнусем[тӳрлет]

Элчĕлĕхсемпе консуллăхсем

Шаблон:Норвеги Норвеги Тĕп консуллăх
Воронеж Исланди Ятлă консуллăх
Шаблон:Белоруси Белоруси Элчелĕх уйрăмĕ

Паллă вырăнсем[тӳрлет]

Воронеж
Воронеж.

Тăванлă хуласем[тӳрлет]

Тăванлă хуласем[1]

Çĕршыв Хула Тăванланнă çул
Шаблон:Чехи Чехи Брно 1968
Шаблон:Германи Германи Везермарш 1989
Flag of the United States.svg АПШ Шарлотт 1991
?? Китай Чунцин 1992
Шаблон:Болгари Болгари Сливен 1995
Шаблон:Испани Испани Леон 1996

Кăсăк фактсем[тӳрлет]

1941 çулхи çĕртмен 26-мĕшĕнче Воронежри Коминтерн ячĕллĕ савутра серине янă малтанхи иккĕ ЗИС-6 шасси çие лартнă БМ-13 ракета хатĕрне пуçтарнă, халăхра тата совет çарĕнче каярах «Катюша» витлеве тивĕçнĕ.

Çавăн пекех[тӳрлет]

Асăрхавсем[тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет]