Ворошиловка (юханшыв)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

ВорошиловкаЧулхула облаçĕнчи юханшыв, Тăмта (выр. Темта) шывĕн сылтăм юппи.

Тавралăхĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Юханшыв Кĕçĕн Ворошиловка ятлă пушă ял çывăхĕнче вырнаçнă вăрмантан юхса тухать. Мăн Ворошиловка (выр. Большая Ворошиловка) çити кăнтăр-хĕвелтухăçнелле юхать, кайран вара çулĕ хĕвелтухăçнелле пăрăнать. Рогово ялтан икĕ çухрăм кăнтăралла Тăмта шывĕпе пĕрлешет.

Ворошиловка юпписен шучĕ сахал, пысăккисем çук. Мăн Ворошиловка патĕнче пĕвеленĕ.

Юханшыв хĕрринче çак ялсем вырнаçнă: Кĕçĕн Ворошиловка (пушă ял), Мăн Ворошиловка.