Вырăнти калаçу

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Вырăнти калаçу, — диалектăн пĕчĕкрех пайĕсенчен пĕри.

Диалект вырăнти калаçусенчен тăрать, калаçусем вара диалект тытăмĕнче темиçе те пулма пултараççĕ. Кашни вырăнту калаçăвăн хăйне евĕр уйрăмлăхсем пур, вĕсем пĕр калаçăва тепринчен уйăрса тăраççĕ. Çав хушăрах вĕсен тĕп паллисем пĕрешкел, çавăнпа пĕр диалект тытăмне кĕреççĕ.

Вырăнти калаçу сарăлнă территори пысăк та, пĕчĕк те пулма пултарать. Диалектологи литерутуринче «вырăнти калаçу» тата «диалект» терминсене синонимлă усă курни те тĕл пулать. Уйрăм ял калаçăвне сăнласа кăтартнă чухне те «вырăнти калаçу» терминпа усă кураççĕ, тĕслĕхрен: «Сĕнтĕр калаçăвĕ», «Муркаш калаçăвĕ», «Кавал калаçăвĕн уйрăмлăхĕсем» (кунашкал чух, пуплев чăвашла тĕрĕс тухтăр тесе, терминри «вырăнти» сăмаха кăларса пăрахаççĕ).

Вырăнти калаçу хăй вакрах пайсем çине уйрăлма пултарать, çакна чăваш диалекчĕсен классификацийĕ лайăх çирĕплетсе парать.

Çавăн пекех пăхăр[тӳрлет]