Гагра
| Гагра | |
| Хула гербĕ |
|
| Патшалăх: | Абхази |
|---|---|
| Регион: | |
| Никĕсленĕ: | |
| Хула, çултан: | |
| Халăх йышĕ, пин çын: | 10,7 (2003) |
| Хула лаптăкĕ: | км2 |
| Геогр. анлăхĕ: | 43°20′ ç.ш. |
| Геогр. вăрăмлăхĕ: | 40°13′ х.т.д. |
Гагра, Га́гры[1] (абх. Гагра, груз. გაგრა) — Абхазин Хура тинĕс хĕрринчи курорт хули.
Тупмалли |
Тавралăхĕ [тӳрлет]
Гагра — ăшă та йăмăх сăрăллă Абхази курорчĕ, Сочин аэропорчĕнчен 36 çм тухăçалла тӳлеклĕ бухтă хĕрринче вырнаçнă. Тусен хӳтлĕхĕпе кунта хăй евĕр микроклимат ăшă тинĕс сывлăшĕ — чуна ытамлать. Ту хушăкĕсемпе вĕрекен çилсем хулари сывлăша уçăлтарсах тăраççĕ. Хулара темиçе юханшыв — Жоэквара, Гагрыпш, Аныхамца, Репруа. Анăçалла тата кăнтăр-тухăçалла пицунда хырлăхĕ хӳхенсе ӳсет.
Халăх йышĕ, хула тытăмĕ [тӳрлет]
Халăх йышĕ — 10,7 пин çын (2003).
Климат [тӳрлет]
Кунта Вăтаçĕр тинĕс субтропик климачĕ хуçаланать. Гагра — Хура тинĕс çыранĕнчи чи ăшă та типĕ вырăн. Çулт вăтам температура +17 °C, хĕлле ăша, çемçе — вăтам температура +11 °C. Çулла типĕ те шăрăх (+35°С — +38 °C) Çулта 1300 мм таран нӳрĕк ӳкет. Шыва кĕмелли сезон çу уйăхĕнче тапранать те чӳк уйăхĕнче тин вĕçленет. Тинĕс шывĕ 27—29°С таран ăшăнать.
Кун-çулĕ [тӳрлет]
Пирĕн эрăччен I ĕмĕрте грек сутăçĕсем Триглиф факторине туса хураççĕ. Пирĕн эрăччен I ĕмĕрĕн иккĕмĕш пайĕнче Рим империн пăхăнăвне кĕрсе ӳкет. II ĕмĕрте Нитика карманĕ пулса тăрать. Каярах, IV—V ĕмĕрсенче, çак вырăнта Аббата абхаз карманне никĕс хураççĕ, унăн ишĕлчĕкĕсем халиччен те выртаççĕ.
XIV ĕмĕрте кунта генуйсем çитеççĕ, сутă-илӳ факторине никĕслеççĕ. Пьетро Висконти 1308 çулта хатĕрленĕ карттă çинче ăна «Хакара» тенĕ.
XVI ĕмĕрте генуйсене турккăсем хăваласа яраççĕ.
Абхазие Раççей çумне 1810 çулта официаллă хушнă пулин те, Гагра империн сĕм сферинче пулман. 1830 çулта кăна Сухум-Калерен генерал-майор Гессе çарпуçлăхĕпе гарнизон янă, вăл «Абаата» кармана туртса илет те унăн хӳтлĕх çурт-йĕрне çирĕплетме тытăнать. Крым вăрçи пуçлансан карман хӳтлĕхне пăрахăçлаççĕ.
Çак чаплă кану вырăнне Ольденбургский тиккĕ (Николай II-ĕн тăванĕ) никĕсленĕ.
Тинĕс хĕрринче кермен, шыв сиплев сывлăх çурчĕсем, виллăсем, чаплă çуртсем, вăйă çурчĕсем, меллĕ калаçу кĕтесĕсем туса кунта вăл Швейцаринчен «Гагрипш» ятлă хăна çурчĕпе ресторана куçарса килнĕ. «Альп Гагри» патне çул тунă, тинĕс хĕрринче парк тума тытăннă. Тиккĕ Гагрăран чаплă та пуян курорт тăвас тенĕ, Раççейрен ют çĕршыв курорчĕсене юхса каякан ылтăн пурлăхсене чакарас шутпа ĕçленĕ, вырăс Монте-Карло тума тăрăшнă.
Çак кун курортăн çуралнă кунĕ шутланать. Тинĕс хĕрринче парк уçнă, унта агава, пальма, лимон тата апельсин йывăçне, кипарис лартнă. Паянкунхи Гагрăра паллă парк, ресторан çурчĕ «Гагрипш», тата Ольденбургский тиккĕ керменĕ, колоннада. 1911 çулта Гагрăна пĕрремĕш çулçӳревсĕсем Германирен килнĕ.
1912 çулхи çу, 17 Гагрăна император Николай II килсе курнă.
1992—1993 çулсенчи грузин-абхаз хирĕçĕвĕнче хулара çапăçусем пынă.
Халĕ, вăрçă иртсен, хула хăйĕн вырăнне туйса çулçӳрев бизнесне аталантарать. Чылай пайăр хăна çурчĕ тăваççĕ, вăхăта канăçлă ирттермелли çурт нумайланать. Курортăн чи паха сезонĕ — утă, çурла тата авăн уйăхĕсем.
Этеплĕх тата спорт [тӳрлет]
Гагра ӳнерте [тӳрлет]
Гагрăра çапса ӳкернĕ фильмсем [тӳрлет]
- «Весёлые ребята» (1933—1934??))
- «Будь здоров, дорогой» (1981)
- «Зимний вечер в Гаграх» (1985)
- «Исчезнувшая империя» (2007)
Паллă вырăнĕсем [тӳрлет]
Галерейă [тӳрлет]
-
Грузин-абхаз хирĕçĕвĕнче ишелтернĕ театр, 2009 çул тĕлне юсаман
-
Гагра вокзал çурчĕ
-
Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçинче пуç хунă паттăрсен палăкĕ
-
«Гагрыпшь» вокзал çурчĕ
-
Гагра, Хура тинĕс енчен
-
Даур Ахвледиани ячĕллĕ стадион умĕнчи футболист кĕлетки
Çавăн пекех пăхăр [тӳрлет]
Вуламалли [тӳрлет]
Асăрхатарусем [тӳрлет]
- ^ «Словарь современных географических названий» кĕнекепе килĕшӳллĕ икĕ ячĕ те анла саралнă
Каçăсем [тӳрлет]
- [http://gagra-city.com Официальный сайт города Гагра
- Гагра курорт-хула порталĕ
- Хула çинчен
- Вебкамера Гагра хулинче
- Гагра хула фотографи
- Çутçанталăк пулăмĕ: Гагра
- Ретро ГАГРА
| Хура тинĕс курорчĕсем | |
|---|---|
| Абхази: | Гагра | Çĕнĕ Афон | Пицунда
Болгари: | Албена | Золотые пески | Солнечный берег Раççей: | Адлер | Анапа | Геленджик | Дагомыс | Лазаревское | Новороссийск | Сочи Украина: | Алупка | Алушта | Гаспра | Гурзуф | Евпатори | Коктебель | Кореиз | Одесса | Симеиз | Судак | Форос | Южное | Ялта |
| Абхази: административлă пайĕсем |
|---|
| Тĕп хула: Сухуми
Хуласем: | Гагра | Гал | Гудаута | Гулрыпш | Çĕнĕ Афон | Очамчира | Пицунда | Ткварчели Ялсемпе посёлоксем: Адзюбжа | Алахадзы | Атара | Ачандара | Баслаху | Бзыпта | Блабырхуа | Гулрыпш | Гячрыпш | Дурипш | Звандрипш | Илор | Калдахуара | Кутол | Лыхны | Мачара | Моква | Псху | Тамыш | Тхина | Хуап | Цандрипш | Члоу | Эшера Районсем: Гагра районĕ | Гудаута районĕ | Сухум районĕ | Гулрыпш районĕ | Очамчыр районĕ | Ткуарчал районĕ | Гал районĕ |
| Ку статьяна çырса пĕтермелле, е анлăрах ăнлантарса памалла. Эсир ăна тӳрлетсе, хыпара хушса çырса пулăшма пултаратăр. |