Ганза

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Га́нза (ним. Hanse, ав.-тури-ним. Hansa, тӳррĕн «ушкăн», «пĕрлешӳ») — — Балти тинĕсĕнче, кăштах Çурçĕр тинĕсĕнче тата Çурçĕр Европăн чылай пайĕнче суту-илӳ монополине XIII - XVII ĕмĕрсен тапхăрĕнчи йĕркелесе тытса тăнă купса гильдисен вăрçă-суту-илӳ пĕрлешĕвĕ. Хăш чухне ăна Ганза пĕрлешĕвĕ теççĕ.

Кун-çулĕ[тӳрлет]

Hanseatic league.jpg

Историксем яланах Ганза пулса тăнине Любек çурçĕр нимĕç хулине никĕсленипе çыхăнтараççĕ. 1158/1159 çулсенче Генрих Лев Саксони херцăкĕ Шауэнбургпа Гольштейн графĕнчен туртса илнĕ те хула туса лартнă.

Балти çинче сутă-илӳ тăвасси, вăрçă-харçă малтан та чылай пулнă (Викингсем пăхăр) — тĕслĕхрен, Готланд утравĕнчен тухнă инĕс çӳревçисем Новгорода — анчах та Балти тинĕсĕнчи тĕнче экономика çыхăнăвĕсен масштабĕ Ганза хăватлансан анлăланса каять.

Нимĕç хулисем Балти тинĕсĕнчи сутă-илӳре тепĕр çĕр çуллăхра çӳле хăпарса каяççĕ те Любек Балтипе Çурçĕр тинĕсĕсем таврашĕнчи патшалăхсен сутă-илӳ центрĕ пулса тăрать. XV ĕмĕрте Любек чи мăнаç хăвата çитет.

Йĕркеленӳ[тӳрлет]

Саксонипе Вестфали сутăçĕсемшĕн тухăçалла тата çурçĕрелле аталанас тĕлпе Любек паллă вырăн йышăнать. Hanse сăмаха документ çине кĕртичченех (1267), купсасем çак хулара тинĕс лешьен хулисемпе, уйрăмах Балти тинĕсĕн тухăç пайĕнче сутă-илӳ тума гильдисене е «ганзасене» йĕркелеме тытăннă, йывăç, ăвăс, янтарь, сăмала, мамăк тир, ыраш, тулă тавара континент варрринчен баражăсемпе порт пасарĕсене турттарма шухăшланă.

Висбю хули Балтикăра Ганза йĕркеленничченех сутă-илӳн паллă центрĕ шутланнă. 100 çул хушши нимĕçсем Новгорода Готланд ялавĕпе çӳренĕ. Висбю купсисем Новгородра контора никĕсленĕ. Малтан нимĕçсем Готландсен Gutagard урлă ĕçленĕ. Çав тери нумай сутăсем килме пуçласан готландсем юханшывран шаларах уйрăм контора туса лартнă.

Пĕрлешĕве XII ĕмĕрте йĕркелесе янă. Ун чухне купсасен тата сутă-илӳ ушкăнĕсен пĕрремĕш пĕрлĕхлĕхĕ чăмăртаннă.

Любек хули Балтика Çурçĕр тинĕсĕсенчи пулă тытмалли вырăнсемпе çыхăну тытнă май, 1241 çулта Гамбургпа татăлу хучĕ çырнă. Гамбург хăй май Люнебург хулин тăвар сутă-илӳ çулĕсене пăхса тăнă. Пĕрлешлĕ хуласен аллине тăварланă пулă сутă-илӳ ĕçĕсем лекнĕ, уйрăмах Сконе пасарĕ урлă пыраканнисем; 1260 çулта пĕрлешĕве Висмар, Росток тата Кёльн хулисем хушăннă.

«Нимĕç Ганзи», е «аслă Ганза» термин 1356 çулта çуралнă. Çавăн чух ганзей хулисем хăйсен ĕçĕсемшĕн пĕрле кар тăнă.

Тĕплĕнрех Ганза хулисен шутне Гамбург, Бремен, Кёльн, Гданьск (Данциг), Рига тата урăххисем те (пурĕпе: 60-80) Любек хули ертсе пынипе — 1367—1370 çулсенче йĕркеленсе кайнă.

Ганза хăйĕн уйрăмĕсене Брюгге, Лондон, Новгород, Берген тата ытти хуласенче уçнă. Ганза Европăн тухăç, анăç тата çурçĕр çĕрĕсене Балтика тата Çурçĕр тинĕсĕсем урлă сутă-илӳ ĕçĕсее хастарлă çыхăну тытма пулăшнă. Ганза Пĕрремĕш пур пухăвĕ 1367 çулта пулса иртнĕ.

XIVXV варринче Ганза питĕ çӳле хăпарса пынă, вăл вăхăтра 160 яхăн хула çав ушкăна хутшăннă. Ганза ушкăнĕн кун-çулĕ 500 çул ытла, 1669 çулчен тăсăлнă.

Ганза сутă-илӳ япалисем — Балти çĕршывĕсенчен, Скандинавирен, Руçрен тухнă: тырă, меха, сăран, тăвар, пулă, сало, пыл, воск, кĕмĕл тăпри, йывăç тата йывăç япалисем — сăмала, тикĕт тата урăххи те. Анăçран пусма, пир-авăр, металл хатĕр-хĕтĕрĕ, эрех, капăрлăх япали, техĕмс-юрма тиесе сутма пынă.

Пур ĕçĕсене Ганза элчисен пуххисенче уçса панă. Пухăвĕсене Любекра ирттернĕ. Ганзей хулисенче купсасен патрициачĕ хуçаланнă. Ганза пĕрлĕхлĕ политикăллă хуçăлăх пулнă, хăй Германи империн пайĕ шутлансан та, ертсе пыракан органсăр, пĕрлĕ хыснасăр, çарсăр пулнă. Хăшпĕр хулисем çеç флот тытса тăнă. Ганза вăрçăсене хутшăннă, тĕслĕхрен, Данипе (1367—1370), ăна çĕнтернĕ. Анчах та хуласем хушшинчи ăмăрту-тавлашу пирки, халăхра социаллă юхăмсем хăпарса кайнипе XV ĕмĕр варринче Ганзан шайĕ ӳкет. Çапах та тĕп сăлтавĕ — Англипе Нидерландсен сутă-илӳ енĕпе тавлашса ăмăртни. 1478 çулта ганзей купсасене Новгородран хăваласа кăларса янă.

Европăна Америкăпа тата Индипе çыхăнтаракан (Атлантика океанĕ урлă) çĕнĕ тинĕс çулĕсем уçнă хыççăн Ганза хăйĕн рольне çухатнă. Ганзей хулисен юлашки пухăвĕ 1669 çулта пулса иртнĕ.

Ганза шутĕнче пулнă ушкăнсем[тӳрлет]

Ганза хулисем çак ушкăнсене пайланнă:

  • Венд: Мекленбург, Гольштейн, Çурçĕр тинĕсне çити Эльбăн анат юхăмĕн территори. Хуласем: Гамбург, Киль, Любек т.ыт.
  • Померани: хальхи Помор тата Польшăн Анăç-Помор воеводствипе Германин Малти Померани территорийĕ. Хуласем: Щецин (Штеттин), Колобжег (Кёльберг), Старгард т.ыт.
  • Маркграф Хальхи Бранденбург нимĕç çĕрĕн пайĕ. Хуласем:- Берлин, Бранденбург т.ыт.
  • Прусси: Тухăç тата Анăç Пруссин пулнă территорийĕ. Хуласем: Торунь (Торн), Кенигсберг, Гданьск (Данциг), Мемель т.ыт.
  • Саксони: хальхи Анат Саксонин Эльбăран кăнтăралла, кăштах Саксонии-Анхальт территорийĕ. Хуласем: Бремен, Магдебург, Галле.
  • Вестфали: хальхи Вестфалипе Анат Рейн территорийĕ. Хуласем - Дортмунд, Мюнстер, Кёльн.
  • Ливони: хальхи Балти çумĕнчин пайĕ. Хуласем - Таллин, Тарту, Рига, Цесин т.ыт.
  • Голланди: хальхи Голланди территорийĕ. Хуласем: Амстердам, Кампен т.ыт.
  • Швеци Готланд утравĕ, Швецин тухăç çыран çĕрĕ. Хуласем: Висбю, Кальмар.

Ганзапа çăмăллă сутă-илӳ тунă Раççей хулисем[тӳрлет]

Çавăн пекех[тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет]

Шаблон:Ганза