Голядьсем

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Голядь тата вĕсен кӳршĕ йăхĕсен çĕрĕсем VIII ĕмĕрĕн вĕçĕнче.

Голядьсем (ав.-выр. Голѧдь), — балт чĕлхеллĕ йăх. Вырăс çыравçисем çырса хăварнă тăрăх вĕсем XIXII ĕмĕрсем хушшинче Протва юханшывĕн çӳлти юхăмĕн таврашĕнче, вятичсемпе кривичсен çĕрĕсем хушшинче пурăннă.

Кун-çулĕ[тӳрлет]

Тĕп статья: Галиндсем

Вĕсене чи малтанхи хут 1058 çулта асăннă. Вырăс çыравçисем çырса хăварнă тăрăх 1147 çулта Чернигов кнеçĕ Святослав Ольгович вĕсем çине харçăпа кайнă. XII ĕмĕр вĕçĕ тĕлне вĕсем славян йăхĕсемпе пăтрашăнса пĕтнĕ (ытларах енĕпе вятичсемпе).

Голядсен асслашĕсем галиндцсем пулнă пулас, вĕсем Балтиçумра пурăннă. Галиндцсене II ĕмĕрте Клавдий Птолемей асăнать. Вĕсемех Тухăç Проссинчи Мазур кӳллисем çывăхĕнчи Галлинди тăрăхне ят панă пулас.

Хальхи вăхăтра Мускав облаçĕн Дмитров районĕнче Голяди ятлă ял пур.

Çавăн пекех[тӳрлет]

Асăрхавсем[тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет]

Шаблон:Кейӳ Руçĕ