Горбатов Александр Васильевич

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Александр Васильевич Горбатов — (1891—1973) — совет çарпуçĕ, çар генералĕ, Совет Союзĕн Паттăрĕ.

Кун-çулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Алекса́ндр Васи́льевич Горба́тов 1891 пуш, 21 Иваново облаçĕн Палех районĕнчи Пахотино ялĕнче çуралнă. Пĕрремĕш Тенче вăрçи тата Раççейри граждан вăрçи çапăçнă. Граждан вăрçинче — эскадрон, полк, кавалери бригадисен командирĕ.

Вăрçă хыççăн — полк, бригада командирĕ, кавалери дивизии командирĕ. Аслă комсостав курсĕсенче вĕренсе тухнă (1930). 1937 çулта ăна аресленĕ, хĕстернĕ пулсан та айăпа хăй çине йышăнман. 1940 çулта ирĕке кăларнă.

Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçинче — стрелоксен корпус командир çумĕ, 1942, чӳк — 24-мĕш çарпуç çумĕ, гварди стрелоксен корпусĕн командирĕ, 1943 çĕртме — 3-мĕ çарăн ертӳçи.


Вăрçă хыççăн — çăр ертӳçий, 1950—1954 çç. — ВДВ çăр ертӳçи, 1954-1958 çç. Балтиçум çар округĕн çар ертӳçи. 1958 çултанпа — СССР ХМ генерал-инспекторĕсен ушкăнĕнче.


1992 çулта хăюллă командарм çинсен илемлĕ фильм «Генерал» çапса кăларнă.

1945 ака, 10 Совет Союзĕн Паттăрĕн ятне тивĕç пулать. 1945 ç. Берлинăн коменданчĕ.

1952—1961 çç. ССКК ТК юлташ кандидачĕ, СССР Аслă Канашĕн депутачĕ.

1973 çулхи раштавăн 7-мешĕнче куçĕсене ĕмĕрлĕхех хупать. Мускаври Новодевичье çăви çине пытарнă.

Кĕнекисем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Чысланисем[тӳрлет | кодне тӳрлет]