Гордеев Денис Викторович

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Денис Гордеев
Çуралнă вăхăт: çĕртме, 4, 1938
Çуралнă вырăн: Асанкасси ялĕ, Комсомольски районĕ, Чăваш АССР
Ĕçлев тĕсĕ: прозăçă, сăвăç, тăлмач, журналист
Жанр: проза, поэзи, журналистика
Ĕçсен чĕлхи: чăваш
Чыславсем: Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçлевçи (2000), К. Турхан ячĕллĕ преми, Чăваш Республикин халăх çыравçи (2008).

Гордеев Денис Викторович, — чăваш прозăçи, сăвăçĕ, тăлмаче, журналист. 1938 çулхи çĕртме уйăхĕн 4 Чăваш Енĕн Комсомольски районĕнчи Асанкасси ялĕнче çуралнă.

ССРП ÇП пайташĕ (1978). 2000 çулта Чăваш Енĕн тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ ятне тивĕçлĕ пулнă, К. Турхан ячĕллĕ премиĕн лауриачĕ пулнă. [1][2]

Биографи[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1938 çулхи çĕртме уйăхĕн 4 Чăваш Енĕн Комсомольски районĕнчи Асанкасси ялĕнче çуралнă. Чăваш педагогика институтĕнче тата Чулхулари аслă парти шкулĕнче вĕренсе тухнă.

1974—1976 çулсенче Чăваш кĕнеке издательствин директорĕ, 1976—1980 çулсенче «Коммунизм ялавĕ (хаçат)Коммунизм ялавĕ» хаçатăн культура уйрăмĕн ертӳçи пулса ĕçленĕ. «Тăван Атăл» журнал редакциĕнче, Чăваш АССРĕн ÇП литература консультанчĕ пулса ĕçленĕ. ССРП литфончĕн чăваш уйрăмĕн директорĕ пулнă.

Ӗçĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Денис Гордеев ачасем валли нумай çырнă. Çавăн енченех кулăшла ĕçсем çырать.

Унăн пичетленсе тухнă кĕнекисем:

  • «Ăшă çумăр» (сăвăсем, 1975);
  • «Ир такăнсан» (кулăшла калавсем, 1981);
  • «Куккуклă сехет» (калавсемпе хайлавсем, 1988);
  • «Акман ыраш» (1991);
  • «Çурта кунĕ» (2000);
  • «Çич çунатлă курак» (2002);
  • «Хуп хушшинчи çылăх» (2004);

Литература[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  1. Станьял, В. П. Чӑваш халӑх ҫыравҫи Денис Гордеев : пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗн тӗрленчӗкӗ / В. П. Станьял, Н. Н. Камышова. – Шупашкар : ЧПГӐИ, 2013. – 74, [1] с.
  2. Гордеев, Д. В. «Суяс пур-тӑк, пӗттӗр пуҫӑм...» / Д. В. Гордеев ; [калаҫаканӗ Л. Сачкова] // Тăван Ен (Шупашкар р-нӗ). – 2010. – 27 ҫурла – 2 авӑн (№ 102-104). – С. 6.
  3. Гриянская, Л. Тӗлпулура – паллӑ ҫыравҫӑ / Л. Гриянская // Каҫал ен (Комсомольски р-нӗ). – 2008. – 1 пуш. – С. 3.
  4. Масар çинче çуралнă хайлав // Самант. – 2005. – № 9. – С. 21.
  5. Писателе хисепленӗ : [Денис Викторович Гордеев писателе "ЧР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ" хисеплӗ ят пани ҫинчен] // Каҫал ен (Комсомольски р-нӗ). – 2000. – 4 юпа.
  6. Степанова, Н. И. Д. Гордеевăн «Çурта кунĕ» кĕнекинчи калавсем / Н. И. Степанова, И. А. Петрова // Вестн. Чуваш. гос. пед. ун–та им. И. Я. Яковлева. – 2005. – № 3 (46). – С. 100–104.
  7. Абрамов, В. А. Гордеев Денис Викторович / В. А. Абрамов // Чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2006. – Т. 1 : А–Е. – С. 427.
  8. Афанасьев, П. Гордеев Денис Викторович // Афанасьев, П. Писатели Чувашии / П. Афанасьев. – Чебоксары, 2006. – С. 93–94.
  9. Гордеев, Д. Возраст предварителных итогов / Д. Гордеев ; записал В. Петров // Совет. Чувашия. – 1998. –4 июня.
  10. Григорьев, В. Я. Гордеев Денис Викторович / В. Я. Григорьев, Г. А. Уткин // Энциклопедия Комсомольского района. – Чебоксары, 2009. – С. 146.
  11. Денисова, С. Родное село встречает писателя / С. Денисова // Чăваш ен. – 1998. – 20–27 июня (№ 24). – С. 7.
  12. Тимуков, А. Н. Гордеев Денис Викторович / А. Н. Тимуков // Краткая чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2001. – С. 126.
  13. Ялгир, П. Гордеев Денис Викторович // Ялгир, П. Литературный мир Чувашии / П. Ялгир. – Чебоксары, 2005. – С. 28.

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]