Горшкова Анна Андреевна

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Горшкова хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.
Анна Горшкова
Фото
Çуралнă чухнехи ят: Анна Андреевна Горшкова
Çуралнă вăхăт: 1983 чӳк, 28
Çуралнă вырăн: Мускав, РСФСР, СССР
Гражданлăх: РФ
Професси: Раççей актриси, фотомоделĕ
Карьера: 2003 — х. в.

Анна Андре́евна Горшко́ва (1983 çулхи чӳк, 28, Мускав) - Раççей актриси, фотомоделĕ.

Кун-çулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1983 çулхи чӳкĕн 28-мĕшĕнче Мускавра çуралнă. Ашшĕ, Андрей Владимирович, Хăрушсăрлăх Комитетĕнче хĕсметре тăнă, амăшĕ, Татьяна Ивановна, Халăх хуçалăхĕн Плеханов институтĕнче вĕренсе тухнă, Аня çуралсанах хĕрне пăхса çитĕнтерес тесе килтех ĕçленĕ. Ашшĕпе амăшĕ уйрăлнă чухне Аня тăваттă çул тултарнă. Ашшĕ АПШ пурăнма куçса кайсан, хĕрача амăшĕпе Мускаврах юлнă.

16 çултанпа Анна модель пулса Мускаври модель агентствисенче ĕçлет. 2001 çулта вăл Патшалăхăн тытăмлав университĕнчи социологи тата персоналпа тытăмлав факультетĕнче вĕренсе тухнă. 2003 çулта «Амедиа» актёр ăсталăхĕн шкулĕнче пĕлӳ илнĕ.

Пайăр пурнăçĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Упăшки — Михаил Борщёв[1].

Анна Горшкова «Кинотавр» кинофестивалĕнче. Сочи, 2014 çул.

Фильмографи[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  1. ^ Тайная свадьба актрисы Анны Горшковой (выр.). hello.ru (2007). çăлкуçран архивланă 8 Раштав уйӑхӗн 2012. Тĕрĕсленĕ 7 Раштав уйӑхӗн 2012.

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]