Гренланди

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Гренланди, Калааллит Нунаат (Grønland, — «симĕс çĕршыв») — Çурçĕр Пăрлă тата Атлантика океанĕсен шывĕсенче, Çурçĕр Америкăн çурçĕр-тухăç енче вырнаçнă. Шĕкĕр хули — Нуук (малт. Готхоб).

Халăхĕ[тӳрлет]

Ку вăл Инуит халăхĕн патшалăхĕ, Данин автономлă çĕрĕ пулать. Йышлăхĕ (2005 халăх шутлавĕпе) — 56 375 çын. Çав шутра гренландецсем (эскимоссем) — 90 % яхăн. Çак шута АПШ кунта хĕсметре тăракан çар çыннисене кĕртмен (2—4 пине яхăн çын). Иккĕмĕш тĕнче вăрçи хыççăн кунти пурăнакансен кунçулĕ тăсăлнипе тата ача-пăча çурални хăвăрт ӳссе кайнипе (50 ача 1000 пурăнакана) халăх йышĕ питĕ ӳссе пынă (1945 çулта Гренландире 21 пин çын, 1970 çулта — 47 пин çын). 9/10 йышĕ ытла кăнтăр-анăç тинĕс хĕрринче пурăнать. Кунта пысăк хуласене — Нуук (5 пин çын), Юлианехоб, Хольстейнсборг, Суккертоппен — никĕсленĕ.

Географи[тӳрлет]

Гренланди — тĕнчери чи пысăк утрав. Лаптăкĕ — 2 166 086 çм².

Климачĕ[тӳрлет]

Утрав çинче тинĕсьенлĕ, субарктиклă климат ( 68° çурçĕр широтинчен кăнтăралла) тата арктикăллă; пăрлă в области ледникового щита — континенталлă арктикăллă. Утрав урлă пĕрмаях циклонсем куçаççĕ, ун чухне хаяр çилсем вĕреççĕ, температури хытă улшăнса тăрать, нӳрĕксем ӳкеççĕ. Кунта çулхи радиацийĕ сахал. Пăрлăх çинчи сывлăшĕ сивĕннипе антициклонсем çуралаççĕ. Кăрлачри вăтам температура тинĕс хĕрринче −7 °C кăнтăр енче, −36 °C — çурçĕр енче, утăра 10 °C кăнтăрта, 3 °C çурçĕр-анăç енче. Гренландин варринче нарăсри вăтам температура −47 °C (чи сивви пулни −70 °C), утăра −12 °C. Пĕр çулта кăнтăрта — 800—1100 мм, çурçĕрте — 150—250 мм, пăрлăхра — 300—400 мм нӳрĕк (юр çăвать) ӳкет. Пăрлăх тăвăсен варринчи температури −10 °C -ран сивĕ. Пăрлăхăн аяккинчен айсбергсем касăлса уйрăлса тинĕсе шуса каяççĕ. Халĕ Гренландин пăрлăх шайĕ ӳксе пырать.

Чĕрчунсен тĕнчи[тӳрлет]

Утравăн çыранĕсем хĕрринче çурçĕр пăланĕ, мускуслă сурăхвăкăр (çурçĕр енче), шурă упа, песец, поляр кашкăрĕ, лемминг чĕрчунĕсем пурăнаççĕ, çыран çум шывсенче — гренланди кичĕ, гренланди тюленĕ, морж тата ыттисем те (пĕтĕмпе 30 тĕслĕ млекопитающих) ĕрчеççĕ. Кайăксенчен уйрăмах гаги, чайки тата шурă куропаткăсем тĕл пулаççĕ. Треска, палтус, мойва, сёмга, акула пуллисене, креветкăсене тытса сутаççĕ.

Флора[тӳрлет]

Курăк-йывăç Гренландире пăр çук çĕрте çеç ӳсет. Чи кăнтăр çыранĕнче хурăнлă ярăмĕсем, пилеш, ольха, йăмра тата можжевельник, тата осокăпа злаклă-тĕрлĕкурăклă улăхсем ешереççĕ. 80° çурçĕр широтиччен тундра ярăмĕ пуçланать, кăнтăрта — карлик хурăнĕсем, голубика, водяника тата ыттисем те. Çурçĕр çыранĕсем — мăклă-лишайниклă арктика пушхирĕсем.

Истори[тӳрлет]

1386 çултанпа утрав Норвегин аллинче шутланнă, каярахпа Дани патшалăхне куçнă. 1979 çулта Дани парламенчĕ Гренландине анлă автономи панă.

Вуламалли[тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет]

Шаблон:Çурçĕр Америка

Çурçĕр Канашĕн çĕршывĕсем
Дани | Финлянди | Исланди | Норвеги | Швеци |

Кандидатсем: Аланд утравĕсем | Фарер утравĕсем | Гренланди