Григорьев Николай Григорьевич (прозаик)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Григорьев Николай Григорьевич, — прозаик, профессор. 1933 çулхи раштавăн 21 Канаш районĕнчи Кайăкъял ялĕнче çуралнă.

Раççей Федерациĕн çыравçисен пĕрлешĕвĕн, Чăваш Енен СПП (2003) членĕ.

Пурнăçĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Аслă пĕлӳне Хусанти медицина институчĕнче илнĕ. Чăваш Енĕн Тавай район пульницинче хирург, Канаш хула пульницин тĕп тухтăрĕ пулса ĕçленĕ. Чăваш Енĕн сывлăха упрас министерствин министрĕ пулнă.

Халĕ Чăваш патшалăх университечĕн профессорĕ.

Ӗçĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Николай Григорьев хайлавĕсемпе калавĕсем çак кĕнекесенче пичетленнĕ:

  • «Дни, равные жизни» (Пурнăç тăршшĕ кунсем, 1998);
  • «Сельский доктор» (Ял тухтăрĕ, 2000);
  • «Жизнь, отданная хирургии» (Хриургире иртернĕ пурнăç, 2003);
  • тата ыттисенче.