Денисов Мефодий Иванович

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Денисов хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.
Мефодий Денисов
фото
Тĕп хыпар
Çуралнă чухнехи ят Денисов Мефодий Иванович
Çуралнă вăхăт 1922, пуш, 13
Çуралнă вырăн Кивĕ Чукал ялĕ, Шăмăршă районĕ, Чăваш АССР,
РСФСР СССР
Вилнĕ вăхăт 1998, юпа, 31
Вилнĕ вырăн Чăваш Республики Шупашкар
Патшалăх ССРП
РФ
Профессисем вокал
Парнесем
Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçин II степеньлĕ орденĕ Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ
«Тăван Çĕршывăн 1941-1945 çç. Аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн» медаль
«Тăван Çĕршывăн 1941—1945 çç. Аслă вăрçинче хастар ĕçленĕшĕн» медаль
«Тăван Çĕршывăн 1941—1945 çç. Аслă вăрçинче хастар ĕçленĕшĕн» медаль
РСФСР тава тивĕçлĕ артисчĕ Шаблон:ЧАССР халăх артисчĕ

Денисов Мефодий Иванович (1922, пуш, 13, Кивĕ Чукал, Шăмăршă районĕ, Чăваш АССР — 1998, юпа, 31, Шупашкар, Чăваш Республики) — чăваш юрăçи (баритон), мусăк педагогĕ. Чăваш АССР тава тивĕçлĕ артисчĕ (1954), Чăваш АССР халăх артисчĕ (1962), РСФСР тава тивĕçлĕ артисчĕ (1967)[1][2].

Биографи[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1922 çулхи пуш уйăхĕн 13-мĕшĕнче Чăваш Республикин Шăмăршă районĕнчи Кивĕ Чукал ялĕнче çуралнă.

Вăрçă вăхăтĕнче Ленинграда хӳтĕленĕ, çапăçура аманнă. 1946 çулта тăван киле таврăннă та Сарăтури Л. В. Собинов ячĕллĕ консерваторине вĕрĕнме кĕнĕ.

1951 - 1959 çулсенче Чăваш патшалăх филармонинче солисчĕ пулнă, 1959-1971 çулсенче Чăваш патшалăх мусăк театрĕн солисчĕ. 1971 çулхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен каллех Чăваш патшалăх филармониче солистра ĕçлет.

Мефодий Иванович Чăваш Енĕн ертсе пыракан артисчĕсенчен пĕри. Оперăсенче вăл нумай манса кайми сăнарсем кăтартнă. Чылай концерта хутшăннă, унта вырăс, чăваш тата ют çĕршыв композиторĕсен хайлавĕсене шăрантарнă.

Мефодий Иванович чăваш юррисене питĕ ăста юрланă, концертсемпе Совет Союзĕнчи нумай хуласенче тата социализм çĕршывĕсенче пулнă. М. И. Денисов пĕрлĕх ĕçне хастар хутшăннă. Вăл СССР Аслă канашĕн VII созывĕн депутачĕ пулнă, ССКП Шупашкар хулкомĕн пайташĕ пулнă, Ленин районĕн ĕçлекенсен депутачĕсен Канашĕн депутатне суйланнă. Пĕтĕм Раççейри театр ушкăнĕн (?) Чăваш уйрăмне нумай çул ертсе пынă. Республикăри ялсенчи культурăпа-шеф ĕçĕн комиссине ертсе пынă. Çамрăксене вĕрентме нумай вăй хунă. Шупашкарти Ф. П. Павлов ячĕллĕ мусăк вĕрентĕшĕнче вĕрентнĕ. 1985 çултан тивĕçлĕ канура.

Чыслани[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Чăваш АССР тава тивĕçлĕ артисчĕ — 1954.
  • Чăваш АССР халăх артисчĕ — 1962.
  • РСФСР тава тивĕçлĕ артисчĕ — 1967.
  • Чăваш АССР К. В. Иванов ячĕллĕ патшалăх парни –1969.
  • Чăваш АССР Ӗç Мухтавĕн Хисеп Кĕнекине кĕртнĕ (10.3.1972).
  • Аслă вăрçăн 1 шайри орденĕ.
  • Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ.

Асанмалăх[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Денисов бульварĕ, Шупашкар.
  • Шупашкарта, Ленин проспектĕнчи 24-мĕш №-лĕ çурт çинче асăну хăмине уçнă[3]

Литература[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Денисов Мефодий Иванович // Ими гордится Чувашия. – Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 1987. – С. 150-151
  • Денисов М. И. Песни мои – жизнь моя: воспоминания народного артиста / М. И. Денисов. – Чебоксары: Чувашское книжное издательств, 2000. – 158 с.
  • Денисов М. И. Юррăмсем йăпатрĕç чунăма, юрăпах вĕçлесчĕ ĕмĕре… / М. И. Денисов. – Шăмăршă, 1994. – 42 с.
  • Заломнов П. Д. Денисов Мефодий Иванович // Музыкальный театр Чувашии и ведущие мастера его сцены / П. Д. Заломнов. – Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 1992. – С. 69-40.
  • Ильин С. П. Денисов Мефодий Иванович // Ассоциация композиторов Чувашской Республики / С. П. Ильин, Н. А. Зимин. – Чебоксары, 1995. – С. 36-37.
  • Илюхин Ю. А. Денисов Мефодий Иванович / Ю. А. Илюхин // Чувашская энциклопедия: в 4 т. - Т. 1: А-Е. – Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 2006. – С. 496.
  • Макарова С. И. "То, что не допел, допоют мои ученики" : [о первом и ведущем исполнителе национального и классического оперного репертуара Мефодии Ивановиче Денисове] / С. И. Макарова // Мастера музыкального искусства. - 2009. - С. 117-130.
  • Юхма М. Мефодий Денисов / М. Юхма // Песнь о Чувашии. – Чебоксары: Чувашское книжное издательство, 1995. – С. 123.
  • Биография Мефодия Ивановича Денисова // Шемуршинский район Чувашской Республики : официальный сайт органа местного самоуправления. – [1]
  • Денисов Мефодий Иванович [Электронный ресурс] // Кино-Театр.ру. – [2]
  • Заслуженный деятель искусств Чувашии Светлана Макарова рассказывает о нашем знаменитом земляке Мефодии Денисове // БезФормата.RU. [3] 2018 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 21-мӗшӗнче архивланӑ.
  • Иванов В. С. Творчество Мефодия Ивановича Денисова / В. С. Иванов // Алые паруса – проект для одаренных детей. [4]
  • Посвящается Мефодию Денисову: к 90-летию со дня рождения заслуженного артиста России, народного артиста Чувашии Мефодия Ивановича Денисов // Чувашский государственный театр оперы и балета. [5] 2016 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 9-мӗшӗнче архивланӑ.

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]