Дерипаска Олег Владимирович

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Олег Владимирович Дерипаска
Ĕçлев тĕсĕ:

усламçă

Çуралнă вăхăт:

1968 çулхи кăрлачăн 2-мĕшĕ

Çуралнă вырăн:

Дзержинск (Раççей), Горький облаçĕ, СССР

Гражданлăх:

Flag of the Soviet Union.svgFlag of Russia.svg Раççей

Арăм:

Полина Дерипаска (Юмашева)

Ачасем:

Пётр (2001) тата Мария (2003)

Сайт:

deripaska.com

Disambig gray.svg Википедире Дерипаска хушаматлă çынсем пирки урăх статьясем пур.

Оле́г Влади́мирович Дерипа́ска (1968 çулхи кăрлачăн 2-мĕшĕ; Дзержинск, Горький облаçĕ, РСФСР)[1][2][3]раççей усламçи, миллиардер, «Базовый элемент» компанин сăнав канашĕн председателĕ (2009—2012 çулсенче — тĕп директор) тата пĕртен-пĕр бенефициар-харпăрçи. ральный директор, член совета директоров Объединенной компании «Русал» тĕп директорĕ, Пĕрлешĕннĕ компанин директорĕсен канашĕн пайташĕ, En+ Group директорĕсен канашĕн председеателĕ. «Вырăс алюминийĕ» компанин директорĕсен канашĕн председалĕ (2000—2007), «Çĕпĕр алюминийĕ» (1997—2001) компанин президенчĕ, «Саяногорск алюмини савучĕн» тĕп директорĕ (1994—1997). 2008 çулта ăна чи пуян раççĕй çынĕ тенĕ; 2012 çул тĕлне Раççей миллиардерĕсем хушшинче 14-мĕш вырăнта.

Кун-çулĕ[тӳрлет]

4 çултанпа 11 çулчен Олег кукаçипе маçакĕ патĕнче, Краснодар Енĕн Усть-Лаба районĕнчи Железнăй тата Октябрьски хуторĕсенче, кайран район тĕпĕнче — Усть-Лабинскра пурăннă, унтах вăтам шкула пĕтернĕ. Иккĕ аслă пĕлӳ илнĕ: хĕрлĕ дипломпа М. В. Ломоносов ячĕллĕ МПУ физика факультетĕнчен вĕренсе тухнă, тата Г. В. Плеханов ячĕллĕ Раççей экономика академинче пĕлӳ пухнă.

1994 çулта 26-çулхи Олег Дерипаска Раççейри Саян алюмини завочĕн (Хакасири Саяногорск хули) ертӳçи пулса тăрать. Раççейри чи çамрăк тĕп директор ертсе пынипе электролиз завочĕ (çĕршывра хăватлăхĕпе виççĕмĕш вырăнта) отрăслĕнче тухăçтăв, технологи шайĕпе, тухăç япала пахалăхĕ тата экологи хăрушсăрлăхĕ енĕсемпе чи лайăххи пулать.

Тепĕр виçĕ çултан постсовет таврашĕнче пĕрремĕш вертикаллă интеграциленнĕ промыçлă компани — «Çĕпĕр алюминийĕ» ушкăнне йĕркелет, унăн тĕп варĕ Саян алюмини завочĕ пулса тăрать. Малашнелле ушкăн шутне темтĕрлĕ алюмини япалисене кăларакан Раççей алюмини комплексĕн чи тухăçлă завочĕсем (пирвай алюмини кăларакан Новокузнецк алюмини завочĕ; Таджик алюмини завочĕ; алюмини прокатне кăларакан САМЕКО, Самара хули; алюмини лентине кăларакан ДОЗАКЛ, Дмитров хули, Мускав облаçĕ, апат-çимĕç фольгине кăларакан САЯНАЛ, Раççей-Итали-АПШ пĕрлĕхлĕ завочĕ; алюмини прокатне кăларакан БКМПО, Белая Калитва хули, Ростов облаçĕ) кĕреççĕ. Тепĕр виçĕ çултан Олег Дерипаска ертсе пыракан «Çĕпер алюминийĕ» ушкăн тĕнчере алюмини шăратакансен вуннăлăхне кĕрет.

Каярахпа вăл 2000 çулта туса хунă «Вырăс алюминийĕ» компани тĕп директорĕ пулса ĕçлет, çав компани Раççейре 70 %, тĕнчепе шутласан — 10 % ытла алюмини кăларать.

Олег Дерипаска — Раççей промышленниксемпе усламçăсен пĕрлĕхĕн вице-президенчĕ, Пĕтĕмтĕнчери сутăç палатин Раççей Наци комитечĕн правлени ертӳçи, Раççей Федерацин Ертĕвĕн усламĕçлĕх Канашĕн членĕ.

Чыславсем[тӳрлет]

Çавăн пекех[тӳрлет]

"Базовый элемент" компани тытăмлăхĕнче Канашри вакун юсакан завочĕн 25 %-лă акци пуххи (пакечĕ).

Асăрхавсем[тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет]


Вуламалли[тӳрлет]