Джанни Моранди

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Джанни Моранди
Тулли ят

Джан Луиджи Моранди

Çуралнă вăхăт

1944, раштав, 11

Çуралнă вырăн

Монгидоро

Патшалăх

Итали


Джа́нни Мора́нди (итал. Gianni Morandi, тулли ят — Джан Луиджи Моранди, итал. Gian Luigi Morandi, раштав, 11, 1944, Монгидоро, Итали çур.) — итал мусăкçи, Сан-Ремо фестивалĕнче 1987 çулта çĕнтернĕскер. «Итали Республикишĕн хастар пулнăшăн» орденĕн командорĕ (2005).

Кун-çулĕ[тӳрлет]

Джанни Моранди «Еврокурав» (1970) репетици вăхăтĕнче

Джанни Моранди 1944 çулта çуралнă. Пĕрремĕш альбомне 1963 çулта хайланă. «Эпĕ сехетре çĕр çухрăм кайрăм» (итал. Andavo a cento all’ora) юрăпа чапа тухать. Унăн питĕ паллăлăхĕ 1960-мĕш çулсенче. Кайран вăл сайрарах мала тухать, çапах та итал шоу-бизнесĕн паллă ĕçченĕ шутланать.

1970 çулта Джанни Моранди «Евровидение» конкурсĕнче Италишĕн Occhi di ragazza («Хĕр куçĕсем») юрăпа тупăшса 8-мĕш вырăна тухнă.

1972 çулта пĕрремĕш ăстрăм Сан-Ремăри фестивале хутшăнать. 1983 çулта «Манăн чи юратнă тăшман» (итал. La mia nemica amatissima) Сан-Ремăра ăнăçу тупать. 1987 çулта Сан-Ремăри фестивальре 42 çул тултарнă Моранди «Нумайрах пама юрать» (итал. Si può dare di più) юрăпа пĕрремĕш вырăна йышăнать. 1995 çулта Барбара Колăпа пĕрле Сан-Ремăри фестивальре «Юратура» (итал. In amore) юрăпа иккĕмĕш вырăна çĕнсе илет. 2000 çулта Моранди каллех Сан-Ремăра тупăшса «Юратăва путнăскер» (итал. Innamorato) юрăпа виççĕмĕш вырăна тухать.

Джанни Моранди çаплах фильмсене хутшăннă, «Юрату вăйĕ» (итал. La forza dell’amore) фильмра Марианна хĕрĕпе вылянă.

Пурĕпе вăл 34 альбом кăларнă, 400 юрăна шăрантарнă. 30 мильон диск ытла сутнă. Халĕ те студире ĕçлет, гастрольсене çӳрет.

Асăрхавсем[тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет]