Диалектологи

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Диалектологи, — чĕлхе ăслăлăхĕн вырăнти калаçусене тĕпчесе вĕренекен пайĕ. Чăваш диалектологиĕ чăваш чĕлхин вырăнти калаçăвĕсене, вĕсен уйрăмлăхĕсемпе пĕрпеклĕхĕсене пухса тĕпчет, ăнлантарса парать. Вырăнти калаçусенчи уйрăмлăхсем чĕлхен тĕрлĕ сийĕсенче (сăмах йышĕнче, сасă тытăмĕнче, грамматика системинче) палăраççĕ. Çав уйрăмлăхсене пухса тĕпчесе диалектологи вĕсем мĕнле сарăлнине, вĕсен чиккисене палăртать. Тĕрлĕ уйрăмлăхсен чиккисем пĕрешкел килсе тухни чĕлхене вак ушкăнсем çине уйăрма май парать: диалект, вырăнти калаçу (выр. говор), вак калаçу (выр. подговор). Вак калаçу — чи пĕчĕк территори йышăнакан диалект ушкăнĕ. Темиçе вак калаçу вырăнти калаçăва (говор) пĕрлешет, темиçе калаçу вара хăй пĕр диалекта (диалектсен классификацийĕнчи пысăк ушкăна) пĕрлешет.

Вырăнти калаçусен тĕрлĕ уйрăмлăхĕсене тĕпчесе чăваш чĕлхине виçĕ ушкăна уйăраççĕ:

  • тури диалект,
  • анатри диалект
  • хутăш диалект.

Кунта асăннă кашни ушкăна вырăнти калаçăвăн паллăрах, анлă сарăлнă уйрăмлăхĕсене шута илсе палăртнă. Тĕслĕхрен, тури диалекта анатри диалектран уйăрмалли тĕп паллăсенчен пĕри — чăваш сăмахĕсен пуçламăш сыпăкĕнче у е о калани (пур — пор, улттă — олттă, упа — опа). Ку вăл — фонетика уйрăмлăхĕ. Диалектсен классификацине тунă чухне пĕр уйрăмлăха мар, фонетикăпа лексикăри тата грамматикăри тĕрлĕ уйрăмлăхсене шута илеççĕ.

Кашни диалектра хăйĕнче вырăнти калаçăвăн вакрах уйрăмлăхĕсем пур. Вĕсем мĕнле территорире сарăлнине тĕпе хурса тури диалектра пĕчĕкрех ушкăнсем — вырăнти калаçусем пуррине палăртнă.

Тĕпчев ĕçĕсем[тӳрлет]

Н.И. Ашмарин профессорăн 1898 çулта Хусанта пичетленсе тухнă «Материалы для исследования чувашского языка» кĕнеки вĕçĕнче тури чăвашсен пĕр калаçăвне (хальхи Етĕрне районне кĕрекен Пушкăрт ялĕн калаçăвне) тĕплĕ çырса кăтартнă. Революциччен диалектологипе çырнă ĕç урăх пулман.

Чăваш диалектологине пуçарса яраканĕ — чăваш чĕлхин паллă тĕпчевçи Т.М. Матвеев. Вăл 1920-мĕш çулсенче республикăри ялсене тухса çӳресе пуян та паха материал пухнă. Çав материала тишкерсе-тĕпчесе Т.М.Матвеев 1930 çулта «Краткий обзор чувашских диалектов» ятлă пысăк ĕç пичетлесе кăларнă. Кунта вăл вырăнти калаçу уйрăмлăхĕсене палăртнă, вĕсен чиккисене май пур таран кăтартса тухнă; чăваш чĕлхи ăслăлăхĕнче пуçласа диалектсен классификацине çырса кăтартнă.

Чăваш чĕлхин вырăнти калаçăвĕсен материалĕсене пухса тĕпчес ĕç Тăван çĕршывăн аслă вăрçи хыççăн çеç вăй илнĕ: 1950—1970 çулсенче ятарлă программăсемпе чăвашсем пурăнакан Тутарстанра, Пушкăрт Республикинче, Самара, Ульяновск, Саратов, Пенза, Оренбург облаçĕсенче экспедицисем ирттернĕ, пухнă материала пĕтĕмлетсе темиçе кĕнеке, словарьсем пичетлесе кăларнă. 1960 çулсен вĕçĕнче «Чăваш чĕлхин диалектологи атласне» хатĕрлесе çитернĕ. Диалектологи тĕпчевĕсене ку вăхăтра А.С. Канюкова, Р.И. Цаплина, И.А.Андреев, Л.П. Сергеев, Г.Е. Корнилов, А.А. Алексеев, Н.П. Петров тата ытти чĕлхеçĕсем ăнăçлă туса пынине палăртмалла. Каярах диалектологи тĕпчевĕсене Л.П. Петров, А.П. Долгова, А.А. Сосаева чĕлхеçĕсем хутшăнчĕç.