Дима Билан

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Билан Хельсинки хулинче, 2007 ç.

Белан Виктор Николаевич (хушма ячĕ Дима Билан), — юрăç. 1982 çулхи раштавăн 24-мĕшĕнче Карачаево-Черкесси республикинче çуралнă.

Кун-çулĕ[тӳрлет]

Пĕр çула çитсен пĕтĕм çемьипе асламăшĕ патне, Тутарстанри Чуллă Çыр хулине, куçса кайнă. Унта вара 6 çулччен пурăннă. Кайран вара вĕсем Кабардино-Балкарине куçнă.

Музыка аталанăвĕ унăн пĕчĕкĕ чухнех палăрнă. Шкулта вăл тĕрлĕ конкурссенче хутшăннă: сăвăсем вуланă, юрăсем юрланă. 5-мĕш класра музыкă шкулне кĕмелли конкурсĕнче хутшăннă. Ăна çавăн чухнех йышăннă, вара ăна аккардеон класне кĕртнĕ, ача-пăча хорĕнче солист пулнă.

Вăтам музыка шкулне пĕтерсен Дима Мускаври Гнесиных ячĕллĕ училищине вĕренме кĕнĕ, академический вокал класне вырнаçнă. Çав вăхăтра унăн хăйĕн юрри те пулнă, "Кĕркунне" ятлă пулнă.

Виççĕмĕш курсра вăл Юрий Айзешпин продюссерпа паллашнă, унпа ĕçлеме пуçланă. Пĕрремĕш юрри, радиостанцисемпе музыкă каналĕсенче тухаканни, унăн "Бум" ятлă пулнă.

2005 çулта Билан «Еврокурава» каймалли суйлав турнене хутшăнать, анчах «Çăлтăрсен фабрикинчи» Наталья Подольская хутшăнакана выляса ярать.

2006 çулхи пуш уйăхĕн 7-мĕшĕнче журналистсенчен, продюссерсенчен тата музыкантсенчен тăракан ятарлă комисси Билана «Еврокурав-2006» ăмăртăва хутшăнтарма йышăнать. «Еврокурав-2006» конкурсра «Never let you go» юрăпа тухса юрлать, иккĕмĕш вырăн çĕнтерсе илет.

Тепĕр хут вăл «Еврокурава» 2008 çулта, пуш уйăхĕн 11-мĕшĕнче хутшăнать, пĕрремĕш вырăн çĕнтерсе илет.

Albums[тӳрлет]

  • 2003 - Ya nochnoi huligan (Я ночной хулиган)
  • 2004 - Na beregu neba (На берегу неба)
  • 2006 - Vremya-reka (Время-река)
  • 2008 - Protiv Pravil (Против правил)