Дмитриев Аристарх Иванович

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Дмитриев Аристарх Иванович, — сăвăç, прозаик, тăлмач, журналист. 1940 çулхи кăрлачăн 3-мĕшĕнче Етĕрне районĕнчи Улăх Шăмат ялĕнче çуралнă, 2019 çулхи утă уйăхĕн 22-мĕшĕнче Шупашкарта вилнĕ.

1982 çултанпа СССР ÇП членĕ шутланать. 1987 çулта Чăваш АССРĕн тата 1999 çулта Раççей Федерациĕн тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ ятсене тивĕçнĕ пулнă. Чăваш Республикин патшалăх премийĕн (2012) (литературӑпа ӳнер ӗҫӗсемшӗн) тата К. Турхан премийĕн лауреачĕ.

Пурнăçĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

А.М. Горький ячĕллĕ литература институтне вĕренсе пĕтернĕ.

«Çамрăк коммунист» хаçатăн яваплă секретарĕ пулнă. Чăваш кĕнеке издательствин малтан редактор, кайран тĕп редактор вырăнĕнче тăрăшнă. Çавăн пекех «Советская Чувашия» хаçатăн уйрăм заведующиĕ, тĕп редактор çумĕ вырăнĕнче ĕçленĕ. Кайран «Ялав» журналăн тĕп редакторĕн çумĕ вырăнĕнче ĕçлетĕ.

Ĕçĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1969 çулта унăн «Горит звезда Вега» (Вега çăлтăр çунать) ятлă проза кĕнеки пичетленсе тухнă. Çавăн пекех «Голос Америки», «Литературный Слакбаш» кĕнекесем тухнă.

Поэт Çеçпĕл Мишшин, Ухсай Яккăвĕн, Юрий Сементерĕн, Николай Исмуковăн, Валери Туркайăн сăвви-поэмине, чăваш халăхĕн «Улăп» эпосне, Хӗветӗр Уяр, Куҫма Турхан, Анатолий Емельянов, Георгий Краснов ҫыравҫӑсен пысӑк хайлавӗсене тата ыт.те. вырăсла куçарнă. Çавăн пекех тĕрлĕ халăх сăвăçисен ĕçĕсене чăвашла куçарнă.

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Афанасьев, П. Дмитриев Аристарх Иванович // Афанасьев, П. Писатели Чувашии / П. Афанасьев. – Чебоксары, 2006. – С. 115-116.
  • Ильина, Н. Г. Дмитриев Аристарх Иванович / Н. Г. Ильина // Чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2006. – Т. 1 : А-Е. – С. 517.
  • Муравьев, В. В. Дмитриев Аристарх Иванович / В. В. Муравьев // Краткая ядринская энциклопедия. – Чебоксары, 2006. – С. 75.
  • Семендер, Ю. Воскресение Улыпа / Ю. Семендер // Республика. – 2012. – 18 янв. (№ 2). – С. 8.

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Литература картти(ĕçлемен каçă)

Чăваш Енӗн культура эткерӗ

Электронлă вулавăш - Аристарх Дмитриев