Доуэль профессорăн пуçĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Доуэль профессорăн пуçĕ
Голова профессора Доуэля
Жанр: Ăслăх фантастики
Автор: Александр Беляев
Уйрăм кăларăм: 1938
Ĕçĕн тексчĕ Викивулавăшра

«Доуэль профессорăн пуçĕ» —Александр Беляев вырăс совет çыравçă-фантастăн фантастика приключени романĕ, çыравçăн чи паллă ĕçĕ. Калавăн пĕрремĕш версине 1925 çулта «Рабочая газета» хаçатра пичетленĕ. Роман перремĕш ăстрăм çав çултах «Всемирный следопыт» журналра çутта тухнă.

Кун-çулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1923—1928 çулсенче Александр Беляев Мускавра пурăннă, Халкомпочтелре юрисконсульт пулса ĕçленĕ. Мускав тапхăрĕнче вăл «Доуэль профессорăн пуçĕ» калава (каярах роман), «Путнă карапсен утравĕ», «Атлантидăн юлашки çынĕ», «Человек-амфибия», «Борьба в эфире» романсене тата калавсене хайланă.

Сюжет[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Франци. Парис. Керн профессор-хирург вăрттăн çын пуçне чĕрĕлтерев операцисене ăнăçлă иртерет. Мари Лоран, харпăр клиникăна ассистент ĕç вырăнне выраçнăскер, ăнсăртран хăйĕн ăнăçлă тĕпчевĕсене Керн хăйĕн малтанхи ертӳçи Доуэль профессора пула тăвать. Керн чĕрĕлтернĕ пуç пирки пĕлтермесĕр хăйшĕн ĕçлеттерет.

Доуэль пуçĕ ертсе пынипе Керн проводит темиçе ăнăçлă операци тăвать — сарăмсăр вилнĕ çынсен пуçĕсене чĕрĕлтерет, çаплах пĕр пуçне çĕнĕ кĕлеткепе çыпăçтарать. Бар юрăçи Брике, çарăмсăр вилнĕ çамрăк хĕрарăмăн кĕлеткине туяннăскер, çĕнĕ пурнăç пуçлас тĕллевпе Керн клиникинчен тухса тарать. Ривьерăра вăл Даре ӳкерçĕпе тĕл пулать. Даре çухалнă тус-хĕрĕн кĕлеткине паласа илет. Брике ăна тата профессорăн Артур ывăлне Керн патĕнче профессорăн чĕрĕ пуçне курнине каласа парать.

Керн çав вăхăтра Мари Лоран профессорăн пуçĕпе калаçнине асăрхать, хăй тунă киревсĕр ĕçсем çиеле тухасран шикленет. Керн тухтăр Марие çавăнпа та Равино тухтăрăн психиатри сиплев çуртне вырнаçтарать. Çак «сиплев çуртĕнче» «кирлĕ мар» çынсене Равино эсрел меслечĕсене усă курса сывă çынсене ухмаха кăларать.

Артур Доуэль хăйĕн тусĕсемпе Париса каяççĕ те Шауб ӳкерçĕ пулăшнипе, психиатри çуртне тапăнса Марине çăлаççĕ. Çав вăхăтрах Керн хăйĕн ĕçĕсене халăх умне илсе тухса кăтартать. Мари юлташĕсемпе курава килсе Керна айăплать. Триумф тăвайман Керн çапах та йăпшăнса тухаять. Керн клиникинче полици ухтарсан та нимле алран тытаймаççĕ. Ашшĕне тупас тесе, Артур Доуэль полицире клиникăна тепĕр хутчен тĕрĕслеме ыйтать. Иккĕмĕш хут ухтарнă чухне, Мари Лоран вилекен профессора тупаять. Доуэль ывăлĕн куçĕнче вилсе каять, çут тĕнчерен уйрăлас умĕн Керна тăрă шыв çине кăларать. Керн, айăплав саккине ларас теменскер, хăй çине алă хурса вилет.

Сюжет уйрăмлăхĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • «Доэль профессорăн пуçĕ» умĕн Карл Грунерт нимĕç çыравçи «Мистер Стейл пуçĕ» (Mr. Vivacius Style) новеллăна пичетленĕ.

Персонажсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Çынсем

  • Керн — профессор, хирург
  • Мари Лоран — тухтăр, Керн ассистенчĕ
  • Джон — тарçă-негр
  • Анжелика Гай — сарăмсăр вилнĕ юрăç, кĕлеткине Керн усă курма илнĕ
  • Хĕрлĕ Марта — Брике юлташ-хĕрĕ
  • Жан — Марта упăшки
  • Арман Ларе — ӳкерçĕ
  • Артур Доуэль — Доуэль профессорăн ывăлĕ
  • Шауб — Австрали ӳкерçи, Ларе тусĕ
  • Равино — чарусăр тухтăр, психиатри пульници харпăрçи

Пуçсем

  • Доуэль — профессор, ăсчах-хирург
  • Тома Буш — сарăмсăр вилнĕ çурт-тăвăм ĕçтеш, унăн пуçне Керн чĕрĕлтернĕ.
  • Брике — барта ĕçлекен юрăç, унăн пуçне Керн чĕрĕлтернĕ.

Экран çине кăларнисем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1984 çулта роман тăрăх Леонид Менакер режиссёр « Доуэль профессор халаллани» фильма хайланă.

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Шаблон:Александр Беляевăн хайлавĕсем