Еврокурав

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Еврокурав, — Европа шайĕнчи юрă-ташă ăмăртăвĕ.

Ячĕ[тӳрлет]

Конкурс ячĕ Еврокурав телепрограммăн тетелĕ сарăлнипе пулса кайнă. Çавăнпа та ăна куракансем пысăк интереспа пăхнипе ăна «Еврокурав» теççĕ.

Истори[тӳрлет]

1950-мĕш çулсен варринче Европăри Вещателĕсен Канашĕн членĕсем халăха савăнтармалли мероприятисем йĕркелеме шутланă, вĕсем пĕтĕм Европăпа культура енĕпе аталантарес тенĕ. 1955 çулхи кăрлач уйăхĕнче Швейцаринчи телевиденин Марсель Безансон тĕп директорĕ юрă конкурсне ирттерме сĕннĕ. Унăн шухăшне Римра 1955 çулхи юпан 19-мĕшĕнче Тĕп Ассамблейăра ЕВС комитетĕнче йышăннă. Тĕслĕх вырăнне Италири Сан-Ремо фестивалье йышăннă.

Пĕрремĕш конкурс 1956 çулхи çу уйăхĕн 24-мĕшĕнче Швейцаринчи Лугано хулинче иртнĕ. Унта 7 патшалăх хутшăннă, кашни патшалăхран икшер юрă пулнă .Конкурса Швейцари çĕнтерсе илнĕ, «Refrain» юррипе Лиза Ассия çĕнтернĕ.

Вăхăт иртнĕ çемĕн хутшăнакансен шучĕ ӳссе пынă, анчах та пурте пĕр харăс хутшăнайман. Çавăнпа вара кам начар хутшăннă патшалăхсене тепĕр çулта хăтшăнтарман. 2004 çулта вара конкурса икĕ пая пайланă, вăл çурма финалпа финалтан тăрать. Вара çавăн хыççăн пĕтĕм патшалăх хутшăнаять. Чи палăрнă хутшăнакансем - Ирланди, вĕсем пурĕ 7 хутчен çĕнтернĕ. Вĕсем хыççăн Аслă Британи, Франци тата Люксембург пыраççĕ, вĕсем 5 хутчен çĕнтернĕ. Чи çамрăк хутшăнаканĕ Бельгинчи Сандра Ким пулнă, вăл 1986 çулта 13-ре пулнăскер çĕнтернĕ. Хальхи правилăсемпе 16-ран аслăрах пулмалла.