Екрем

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

«Екрем» – Муркаш районĕнчи Ярапайкасси культура çурчĕ çумĕнче йĕркеленнĕ фольклор ушкăнĕ. Нумай çул ăна Александр Кузьмич Константинов ертсе пынă. 1985 çултанпа вара «Екрем» ушкăн ертӳçи – Виталий Анатольевич Романов. Фольклор ушкăнĕ вăйлă аталантрăр тесе уйрăмах Николай Лукич Григорьевпа Фея Фадеевна Паргеева нумай вăй хунă. Ушкăн ытларах Фадей Николаевич Ядыковран çырса илнĕ юрăсене юрлать. Кунта çӳрекенсем ĕлĕк-авалхи йăла-йĕркене тытса пыма тăрăшаççĕ.

1998 çулта «Екреме» халăх фольклор ушкăнĕ ятне панă. Гастроль географийĕ: Чăваш Ен, Тутарстан, Мари Эл, Мускав.