Ефремов Герберт Александрович

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Ефремов Г.А.
Disambig gray.svg Википедире Ефремов хушаматлă çынсем пирки урăх статьясем пур.

Ефремов Герберт Александрович — ракета тата космос ракети техникин конструкторĕ, УАО «ВПК ĂПП Машиностроени» пĕрлĕхĕн хисеплĕ тĕп констукторĕ, хисеплĕ тĕп ертӳçи. Герберт Александрович 1933 çулхи пуш, 15 кунĕнче Вологда облаçĕнчи Белозерски районĕнчи Кĕçĕн Çырмаен (Малое Заречье) ялĕнче çуралнă. Халĕ Мускавра пурăнать, Реутовра ĕçлет.

Н. Э. Бауман ячĕллĕ МПТУ профессорĕ.

Пурнăçĕ[тӳрлет]

1950 çулта 10 класс пĕтернĕ хыççăн Ленинградри вăрçă-механика институтне пĕлу пухма вĕренме кĕрет. 1956 çулта, ака уйăхĕнче вĕренсе тухсан, çамрăк пултаруллă инженер Реутов хулинчи В. Н. Челомей ертсе пынă Конструкторсен Бюрăвне (КБ) ĕçе килет.

Ĕçĕсем[тӳрлет]

  • тинĕсçи çунатлă ракета «Яхонт»;
  • тинĕсçи çунатлă ракета «Брамос» (Инди тинĕс çарĕсем валли);
  • автоматлă космос станцийĕ «Алмаз» («Космос-1870») (1987);
  • автоматлă космос станцийĕ «Алмаз-1» (1991);
  • хăпартакан ракета (ракета-носитель) «Стрела»;
  • пĕчĕк космос аппарачĕ «Кондор-Э»;
  • пĕчĕк космос аппарачĕ «Руслан».

Чысĕсемпе парнисем[тӳрлет]

  • Социаллă Ӗç Паттăрĕ;
  • Ленин парнин лауреачĕ;
  • СССР патшалăх парнĕн лауреачĕ;
  • Реутов хулин чыслă гражданинĕ (1995);
  • РФ Ертӳлĕх парнин лауреачĕ (2002);
  • «Тăван Çĕршывшăн тава тивĕçлĕ ĕçсем тунăшăн» орден (2003);
  • Г. К. Жуков маршал ячĕллĕ патшалăх парни (2003);
  • «Падма Пхушан» (Инди) орденĕ (2003);

Асăрхавсем[тӳрлет]

Вуламалли[тӳрлет]

Сергеев Е.К., "Реутов. Летопись в лицах, документах и фотографиях. 1573-2005", Мускав, 2005, ISBN 5-98179-029-6.

Каçăсем[тӳрлет]