Жжёнов Георгий Степанович

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Жжёнов Георгий Степанович

Жжёнов Георгий Степанович, — СССР актёрĕ. 1915 çулхи пуш уйăхĕн 22 Петроград хулинче çуралнă. 2005 çулхи раштавăн 8 Мускавра вилнĕ.

СССР халăх артисчĕ ятне тивĕçлĕ пулнă. РСФСР патшалăх премиĕн, Довженко ячĕллĕ премиĕн тата СССР КГБ премиĕн лауреачĕ пулнă. Ленин, Ӗçлĕ Хĕрлĕ Ялав орденĕсен кавалерĕ. Çавăн пекех «Тăван çĕршыв умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» 4 степеньлĕ ордена тивĕçлĕ пулнă.

Пурнăçĕ[тӳрлет]

Георгий Жжёнов Тверь кĕперниĕнчи хресчен çĕмьинче çуралнă. Ашшĕ-амăшĕ — Жжёнов Степан Филиппович тата Щёлкина Мария Федоровна.

Малтанхи 22 çулне Георгий Жжёнов Васильевски утравĕ çинче иртнĕ. 1930 çулхи çуркунне вăл физикăпа математикăллă шкула вĕренсе пĕтернĕ. Ун хыççăн Ленинградри эстрадăпа цирк техникумĕн акробатика уйрăмне вĕренме кĕнĕ. Вĕренме кĕнĕ чухне аслă пиччĕшĕн докуменчĕсене усă курнă. Çавăнпа та Борис Жженов пек паллă пулнă. Кайран кун çинчен каласа панă, анчах та унăн шӳтне каçарнă.

Циркра вĕреннĕ чухне ăна кино ĕçченĕсем асăрханă, «Паттăр йăнăшĕ» (Ошибка героя, 1932) фильма ӳкерĕнме чĕннĕ. Ку фильмра вăл Пашка Ветров тракторист рольне вылянă. Кинора ӳкерĕннĕ хыççăн Георгий цирка пăрахса Ленинградри сцена ӳнерĕн институтне вĕренме кĕнĕ. 1935 çулта института вĕренсе пĕтернĕ. Вĕреннĕ вăхăтра «Республикăн еткер принцĕ» (Наследный принц Республики), «Ылтăн çылăмсем» (Золотые огни), «Комсомольск», «Чапаев».

С.М. Кирова вĕлернĕ хыççăн унăн аслă пиччĕшне арĕслесе тĕрмене хупнă. Ашшĕпе амăшпе, тата йăмăкне Казахстана леçнĕ. Георгий Жжёнов кунпа килĕшмен, Казахстана кайман. «Комсомольск» (1938) фильма ӳкернĕ чухне АМру çинчи Комсомольска каймалла пулнă. Пуйăсра вăл америка çыннипе паллашать. Çак паллашăвшăн ăна шпионаж енĕпе айăпласа пилĕк çуллăха тĕрмене хупаççĕ. 1945 çулта ăна хăйне лайăх тытнипе ирĕке кăлараççĕ.

Георгий Жженов Свердловск киностудине лекет, анчах та 1949 çулта ăна каллех арĕслеççĕ те Норильска ăсатаççĕ. 1955 çулта унăн пĕтĕм айăпне каçарнă. Ленинграда таврăнать те Ленинград облаçĕн драма театрĕнче тата Ленсовет ячĕллĕ театрта актёр пулса ĕçлет. 1968 çулта вăл Мускава куçса Моссовет ячĕллĕ театрта ĕçлеме тытăнать.

Ӗçĕсем[тӳрлет]

Георгий Жжёнов театрта тата кинора пурĕ 100 ытла роль вылянă.

Вăл ӳкерĕннĕ картинăсем:

  • «Автомобильтен асăрхан» (Берегись автомобиля);
  • тата ыттисем.