Журуа (юханшыв)
«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
| Журуа (юханшыв) | |
|---|---|
Журуа, Крузейру-ду-Сул (Акри штачĕ, Бразилия) |
|
| Пахалăхĕ | |
| Вăрăммăш | 3280 çм |
| Бассейн лаптăкĕ | 224 пин çм² |
| Шыв тăкакĕ | 6 пин м³/с |
| Шыв пуçламăшĕ | Андсем, Ла-Монтанья (Перу) |
| Шыв вăрри | Амазонка |
| Вырнаçăвĕ | |
| Юхав территори | Перу, Бразили |
Журуа́ (порт. Juruá) — Амазонкăн сылтăм юппи. Шыв Перури Ла-Монтанья патĕнче пуçланать. Малтан кăнтăртан çурçĕрелле юхать. Вăтам тата аялти юхăмĕнче юханшывăн кукăрĕсем нумай. Амазонка айлăмне Бразилин Акри тата Амазонас штачĕсем витĕр юхать. Амазонас штатĕнче хĕвелтухăç еннелле юхать, унтах Тараука сылтăм юппине йышăнать. Анатарах çур[ĕр-хĕвеланăç еннелле юхать. Шывăн нумайрах пайĕ çумăртан: кăрлачран çу уйăхĕччен шыв нумай, çурлатата авăн уйăхĕсенче шыв шайĕ чакать. Пурăнан вырăнсем юханшывăн вăтам юххинче вырнаçнă. 1823 çх тăршшĕ, Крузейру-ду-Сул муниципалитет таран юханшыв тăрăх карапсем çӳреççĕ. жеруапа Тефе ячĕллĕюппи хушшинче нефтьпа газ управĕ пур.
[тӳрлет] Асăрхавсем
[тӳрлет] Каçăсем
| Журуа (юханшыв) Викиампарта? |