Зельдович Яков Борисович
Я́ков Бори́сович Зельдо́вич (пуш, 8 1914, Минск — раштав, 2 1987, Мускав) — совет физикĕ, 1946 çултанпа — СССР ĂА пайташ-корреспонденчĕ, СССР ĂА академикĕ (çĕртме, 20 1958).
Экстернлă Ленинград патшалăх университечĕн физика-математика факультетĕнче тата Ленинград политехника институчĕн физика-механика факультетĕнче вĕреннĕ, СССР ĂА Ленинградри химиллĕ физика институчĕн аспирантуринче (1934), физика-математика ăслăлăхĕн кандидачĕ (1936), физика-математика ăслăлăхĕн тухтăрĕ (1939).
Атом бомбине (çурла, 29 1949) тата водород бомбине (1953) СССР тăваканнисенчен пĕри.
Яков Борисовичăн паллăрах ĕçĕсем детонаципе, çуну пулăмне çырса кăтартнипе, тĕшĕллĕ физикăа, астрофизикăпа, гравитаципе çыхăннă. 1939—1941 çулсенче пĕрремĕш Я. Б. Зельдович тата Ю. Б. Харитон уран пайланăвĕн умлă-хыçлă реакцине шутласа хунă.
Зельдович тата Солпитер 1964 çулта тĕнчере пĕрремĕш (пĕр-пĕринчен уйрăмах) йывăр хура çăткăнсен таврашĕнчи аккреци дискĕсем квазарсен хăват çăлкуçĕсем пулаççĕ тесе малтанах сĕнӳ (халĕ ăна пурĕ те йышăннă) панă.
Р. А. Сюняевпа пĕрле ĕçлесе электронсен реликт пайăркисем саланса кайакан теорине тунă тата Сюняев-Зельдович эффекчĕ ятлă физика пулăмне тĕпчес умĕнех палăртса каланă.[1][2][3][4]
Тупмалли |
[тӳрлет] Кун-çулĕ
[тӳрлет] Чысĕсем
- Социаллă Ӗç Паттăрĕ (1949, 1953, 1957),
- Ленин парни (1957),
- Сталин парни (1943, 1949, 1951, 1953).
- Лăпкă океан астрономии пĕрлĕхĕн К. Брюс медалĕ (1983),
- Лондон патшалăх астрономи пĕрлĕхĕн ылтăн медалĕ (1984),
- И.В.Курчатов ячĕллĕ ылтăн медаль (1977).
- РĂА президиумĕ Я. Б. Зельдович А. А. Фридман ячĕллĕ парнепе 2002 «Эффект понижения яркости реликтового излучения в направлении на скопления галактик» ĕçĕсемшĕн чысланă.
[тӳрлет] Вĕренекенĕсем
- Дорошкевич Андрей Георгиевич
- Сюняев Рашид Алиевич
- Грищук Леонид Петрович
- Старобинский Алексей Александрович
[тӳрлет] Библиографи
- Зельдович Я. Б., Новиков И. Д. Строение и эволюция Вселенной. М., 1975.
- Я. Б. Зельдович, М. Ю. Хлопов, Драма идей в познании природы. М., Наука, 1988 г., 240 с.
- Я. Б. Зельдович, И. М. Яглом, Высшая математика для начинающих физиков и техников. М., Наука, 1982 г., 512 с.
[тӳрлет] Вуламалли
- Зельдович Яков Борисович. РĂА сайчĕ
[тӳрлет] Каçăсем
- Лорен Грэхэм Школа Зельдовича—Новикова//Естествознание, философия и науки о человеческом поведении в Советском Союзе
[тӳрлет] Çавăн пекех пăхăр
| Ку статьяна çырса пĕтермелле, е анлăрах ăнлантарса памалла. Эсир ăна тӳрлетсе, хыпара хушса çырса пулăшма пултаратăр. |
Цитатăланă чухнехи йăнăш Для существующего тега <ref> не найдено соответствующего тега <references/>
- Çынсем, алфавит тăрăх
- Минскра çуралнисем
- Пушăн 8-мĕшĕнче çуралнисем
- 1914 çулта çуралнисем
- Раштавăн 2-мĕшĕнче вилнисем
- 1987 çулта вилнисем
- Раççей физикĕсем
- Космологсем
- Ленин парни лауреачĕсем
- Сталин парни лауреачĕсем
- Социаллă Ӗç Паттăрĕсем
- Виçе хут Социаллă Ӗç Паттăрĕсем
- И. В. Курчатов ячĕллĕ ылтăн медале тивĕçнисем
- А. А. Фридман парни лауреачĕсем
- СССР ĂА академикĕсем
- СПбПУ-ра вĕренсе тухнисем