Зеравшан (юханшыв)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Зеравшан (перс. زر افشان, куçарсан «ылттăн салатакан» пулать) — Вăтам Азири юханшыв, Амударьян авалхи юппи. Тури юхăмра Матча ятлă.

Юханшыв хĕрринче авалхи пурăну вырăнĕсем чылай. Сăмахран, кунта Хура Кӳлĕ хуларан 27 çухрăмра вырнаçнă Заманбобо авалхи çынсен пурăну вырăнĕ пур. Çавăн пекех Хазарасп (II-III ĕмĕрсем), Кумушкент (I-V ĕмĕрсем) хулашсене асăнма пулать. Авалхи Самарканда та пирĕн эрăчченхи 700-мĕш çул тĕлнелле çак юханшыв хĕрринче никĕсленĕ.

Çăлкуçĕ Заравшан сăрт хырçинче вырнаçнă, кунти пăрлăхăн юрпа пăр шывĕпе тулать. Таджикистан çĕрĕ тăрăх Пенджикента çити 300 çухрăм анăçалла юхать. Узбекистан чикки урлă каçнă хыççăн çурçĕр-хĕвеланăçнелле пăрăнать. Кунта вăл Самарканд вырнаçнă чаплă оазиса йĕркелет. Малалла чылай хушă типĕ çĕрсемпе юхать. Навои хуларан иртсен кăнтăр-хĕвеланăçнелле пăрăнать. Бухарапа Хура Кӳлĕ хуласене иртсен Амударьяна çитеймесĕр типсе ларать.

Экскианхор каналĕпе Кашкадарья шывĕпе çыхăннă.

Вуламалли[тӳрлет]

  • В. В. Бартольд «К Истории Орошения в Туркестане» (Собрание соч., том 3) (Москва) 1965
  • V. V. Barthold "Turkestan Down to the Mongol Invasion" (London) 1968
  • Robert Lewis "Early Irrigation in West Turkestan" Annals of the Association of American Geographers Vol.56 №.3 (Sept. 1966) pp467-491
  • Edgar Knobloch "Beyond the Oxus" (London) 1972