Зинчук Виктор Иванович

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Виктор Зинчук
Тулли ят Зинчук Виктор Иванович
Çуралнă вăхăт ака, 8, 1958
Çуралнă вырăн Мускав, РСФСР
Çулсем 1976 — хальхи вăхăт
Патшалăх ССРП РФ
Профессисем Вылякан, композитор
Инструментсем Гитара
Жанрсем Инструменталлă мусăк, рок, классика мусăкĕ, фьюжн
Парнесем
Раççей Федерацин тава тивĕçлĕ артисчĕ
Раççей Федерацин тава тивĕçлĕ артисчĕ
www.zinchuk.ru

Виктор Иванович Зинчук (ака, 8 1958, Мускав, РСФСР, ССРП çур.) — раççей гитарисчĕ, композитор, капăрлатакан, Раççей Федерацин тава тивĕçлĕ артисчĕ.

Сан-Маринăри тĕнчери ăслăх академисен ассоциацин профессорĕ, Мускаври культура тата ӳнер патшалăх университечĕн доценчĕ. Хăй мусăкне хайланисĕр пуçне, классика мусăкне — И. С. Бах, Н. Паганини, М. Глинка, Дж. Верди, Дж. Гершвин — капăрлатнă.

Биографи[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1976 çулта Виктора пултаруллă ачасен мусăк шкулне, классика гитарин класĕпе вĕренме илеççĕ, кунта вăл 4 çул хушши пĕлӳ пухать. 1987 çулта, тĕрлĕ ушкăнсенче 7 çул; ĕçленĕ хыççăн, Зинчук соло карьерине тапратать. Çак вăхăтрах ăна пĕтĕм Раççейри радион тĕнчери каналĕ итлекенсенчен ыйтса пĕлнĕ хыççăн, чи лайăх гитарист ята тивĕçтереççĕ[1]. 1991 çулта вăл Швейцарири пысăк мусăк фестивалĕнче çĕнтерет, халиччен те нумай фестивальсенче хăйĕн маттурлăхне кăтартать. 1995 çулта Мускаври этеплĕхпе ӳнерĕн патшалăх университетне хĕрлĕ дипломпа вĕçлет[1].

Фестивальсемпе ăмăртусем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • 1983 — Вагифа Мустафа-Заде ячĕллĕ фестиваль (Баку, Пĕремĕш парне)
  • 1983 — Мускав джаз-фестивалĕ (лауреат)
  • 1983 — Ленинград джаз-фестивалĕ (лауреат)
  • 1989 — Тĕнче фестивалĕ «Интершанс’89» (лауреат)
  • 1990 — Телефестиваль «Парнас çулĕ» (лауреат)
  • 1991 — Фрибур хулинчи (Швейцари) тĕнче фестивалĕ (лауреат)
  • 1993 — «Братислава лирри» тĕнче фестивалĕ
  • 1994 — Key Brothers рок-фестивалĕ (Турин, Итали)
  • 1994 — Поншарра (Франци) коммуна мэрĕн медалĕ
  • 1996 — «Ылтăн пăлан» тĕнче фестивалĕ (Трансильвани, Румыни, 3-мĕш вырăн «Видеоклип» номинацинче)
  • 2003 — «Славян пасарĕ» тĕнче фестивалĕ (Витебск)
  • 2004 — «Musik Messe» тĕнче мусăк куравĕ вăхăтĕнчи тĕнче фестивалĕ (Франкфурт-Майн-çинчи)

Дискографи[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Mix No. 1(1994)
  • Неоклассика (1997)
  • Пĕччен çĕрле (1999)
  • Неолирика (2000)
  • Амадеус No. 146 (2002)
  • Магистрăн вуниккĕ гитари (2005)
  • Кельт альбомĕ (2010)

Çаплах DVD çинче «"Виктор Зинчукăн мастер-класĕ" гитара шкулĕ» тухнă (2005).

Çитĕнĕвĕсем тата парнесем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Çав. пекех[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]


Шаблон:Статьясенчи çеç категори


Шаблон:Nosources