Золотов Пётр Терентьевич

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Пётр Золотов
Çуралнă чухнехи ят: Пётр Терентьевич Золотов
Çуралнă вăхăт: 1902, кăрлач, 25
Çуралнă вырăн: Синер ялĕ, Элĕк вулăсĕ, Етĕрне уесĕ, Хусан кĕпĕрни, Раççей империйĕ
Вилнĕ вăхăт: 1989, çу, 1
Вилнĕ вырăн: Шупашкар, Чăваш АССР, РСФСР, ССРП
Гражданлăх:
Ĕçлев тĕсĕ: чăваш фольклорисчĕ, тăван ен тĕпчевçи
Жанр: фольклористика
Ĕçсен чĕлхи: чăваш, вырăс

Пётр Терентьевич Золотов (25.1.1902, Синер ялĕ, Элĕк вулăсĕ, Етĕрне уесĕ, Хусан кĕпĕрни — 1.5.1989, Шупашкар, Чăваш АССР, РСФСР, ССРП) — чăваш историне пухаканĕ, журналист, тăлмач. Чăваш кĕнеке издательствин директорĕ.

ЧАССР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ.

Кун-çулĕпе ĕçĕ-хĕлĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1902 çулхи кăрлачăн 25-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Элĕк районĕнчи Синер ялĕнче çуралнă. Элĕкри икĕ класслă училищĕре 1917 султа вĕренсе тухнă. Çав çулах Чĕмпĕрти чăваш вĕрентӳçĕсен семинарине вĕренме кĕрет, анчах та унта вĕренме май пулмасть: семинарине революци чухне хупса хураççĕ, кайран укçа çитменнипе вĕренĕве тăсаймасть. 1918 çулта Элĕкри училищĕре пĕлӳ пухать, Никифор Ваçанккапа, ытти вĕренекенсемпе пĕрле алçырăвĕллĕ «Пыл хурчи» журнала кăлараççĕ.

1919 çулхи юпа уйăхĕнче Петĕре халăхăн çыруллăха пĕлменлĕхне пĕтерме Крымсарайкă ялне яраççĕ, унта вăл 1920 çулхи нарăс уйăхĕччен арçынсене, хĕрарăмсене çырма-вулама вĕрентет.

1920 çулта раштавра вăл Чĕмпĕрти чăваш халăх çутĕç институтне вĕренме кĕрет, каярахпа института техникум шайне куçараççĕ. Вĕренӳ тапхăрĕнче студентсен комитечĕн ертӳçи пулнă май темиçе хут та И. Я. Яковлевпа студентсен ĕçĕсем пирки тĕл пулса калаçать. 1926 çулта вăл техникумра вĕренӳсене ăнăçлă вĕçлет.

Чĕмпĕрти ВКП (б) обкомĕ хушнипе Чĕмпĕр облаçĕн Сенгилей районĕнчи Елакурă салинчи çĕр ĕçлекен çамрăксен шкулĕнче ĕçлет. Пётр Терентьевич хистенипе-тарăшнипе 1928-1929 вĕренӳ çулĕ тĕлне пуш вырăнтах вĕренӳ çурчĕ, вĕрентӳçĕсем валли хваттерсем, вĕренекенсем валли пурăнмашкăн çурт, çавăн пекех хуçалăх çурчĕсем (сĕтел апатланăвĕ, мунча, ĕç-пултарулăх, тимĕрç лаççи) туса лартаççĕ. Шкулĕ юханшыв çумĕнче çĕр гектар вырăн йышăннă, пахча-çимĕç çитĕнтернĕ, шкул ачисемшен пахча пуянлăхĕсем тӳлевсĕр апат пулнă. Çак шкулта П. Т. Золотов пĕрлĕх пĕлĕвне вĕрентсе, вĕрентӳ ĕçĕн ертӳçи пулса 6 çул ĕçленĕ.

1932 çулта Петр Терентьевича "Коммунар" хаçат редакцине ĕçлеме чĕнеççĕ, унта вăл малтан секретарь, кайран явăплă редактор çумĕн ĕçĕсене туса пырать.

? - 1937 çулхи çĕртме уйăхĕччен Ленинградри Тухăç институтĕнче редактор-тăлмач курсĕсенче пĕлӳ пухать.

1940 çулхи çурла уйăхĕнче ăна Чăваш патшалăх кăларăвăшĕн ертӳçи (директор) вырăнне лартаççĕ. Çак вырăнта вăл 24 çул вăй хурать: ертӳçинче — 13 çул, тĕп редакторта — 6 çул, политикăпа вĕренӳ литератури редакторĕнче — 5 çул ытла. П. Т. Золотов редакцийĕпе çĕршер кĕнеке пичетлесе кăларнă.

1958 çулта П. Т. Золотова ССРП журналисчĕсен пĕрлешĕвне йышăнаççĕ. Тивĕçле канăва (пенсине) тухсан, И. Я. Яковлев кăнарлăхне çутатас тĕллевпе тăрăшать, чылай хушă И. Я. Яковлев музейĕнче Канаш ертӳçĕ çумĕ пулса вăй парать.

Хаклă ентешĕмĕр 1989 çулхи çу уйăхĕн 1-мĕшĕнче куçĕсене ĕмĕрлĕхех Шупашкар хулинче хупнă.

Килйыш[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Петр Терентьевич хăйĕн мăшăрĕпе — Чĕмпĕрти вĕрентӳçĕсен шкулĕнче вĕренсе тухнă Елизавета Ивановнăпа — тăватă ача çуратса пăхса çитĕнтернĕ.

Чыслани[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • ЧАССР тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ
  • «Хисеп палли» орденĕ,
  • Медальсем
  • Патшалăх Хисеп хучĕсем

Ӗçĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • «Çамрăк паттăрсем», пьеса, Мускав, 1926.

Куçарнисем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • В. И. Ленин, «Социализм и война»
  • «Империализм как высшая стадия капитализма»
  • Василий Ажаев, «Далеко от Москвы»
  • С. Мстиславский, «Грач — птица весенняя»

Çав. пекех[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]