Иванов Алексей Васильевич

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Алексей Иванов-Сермек
Çуралнă чухнехи ят Иванов Алексей Васильевич
Çуралнă вăхăт 1955, пуш, 22
Çуралнă вырăн Енĕш Нăрваш ялĕ, Тăвай районĕ, Чăваш АССР, РСФСР, СССР
Гражданлăх СССР РФ

Алексей Васильевич Иванов (1955 çулхи пушăн 22-мĕшĕ, Енĕш Нăрваш ялĕ, Тăвай районĕ, Чăваш АССР, РСФСР, СССР çур.) — усламçă, чăваш культурине саракан ĕçчен, «Аксар» фирма йĕркелевçи, ертӳçи[1].

Кунçулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1955 çулхи пушăн 22-мĕшĕнче Чăваш Енĕн (РСФСР, СССР) Тăвай районĕнчи Енĕш Нăрваш ялĕнче çуралнă.

Ашшĕпе амăшĕ колхозра ĕçленĕ. Çемьере тăваттă ывăлпа пĕр хĕр çуралнă. Пĕр ывăлĕ вилнĕ. Ыттисем ӳссе çитĕннĕ, тĕрлĕ ĕçре вăй хураççĕ.

Çиччĕ çул хушши ялти шкулта пĕлӳ илнĕ. Саккăрмĕш класа вĕренме Шупашкарти физика-математика шкулне кĕнĕ. Вăтам пĕлӳ илнĕ хыççăн И. Н. Ульянов ячĕллĕ ЧПУ электротехника факультетне вĕренме кĕнĕ.

Аслă пĕлӳ дипломне алла илсен Шупашкарти прибор тăвакан «Элара» савутĕнче конструктор вырăнĕнче ĕçленĕ.

1993 çултанпа хăй тĕллĕн ĕçпе хăтланма тытăннă, «Аксар» студине йĕркеленĕ. Чăваш юррисен кассетисене çырса Чăваш Республикинче çеç мар, юнашар çĕрсенче те сутма пуçлать.

Авланнă, арăмĕпе аслă ывăлĕ усламçăсем. Кĕçĕн ывăлĕ ăслăхра вăй хурать.

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]