Ийе

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Ку сăмаха Ăйă тенипе пăтраштармалла мар

Ийĕ — йышлă ушкăнлă ырă. Вăл тахçан Киреметпе Йĕрĕх пекех çӳлти турăсемпе пĕрле çӳренĕ. Кайран вĕсене Турă çĕр çине пăрахнă та, ка ăçта лекнĕ çăвăнта вырнаçса пĕтнĕ.

Ийĕсен вырăнĕ — сакай, урай, пусма ай. Ийĕсем килпе картишĕнче (мунчара, витере, пахчара) анчах мар, уйра, вăрманта, шывра, шурлăхра — мĕнпер ура айĕнчи тĕнчере пурăнаççĕ. Ийĕсем питĕ тĕрлĕ: Арман ийи, Çул ийи, Мул ийи, Нӳхреп ийи, Çăл ийи, тата ыттисем. Вĕсем путе кăштах парне кĕтеççĕ, хăйсене манмасăр хисепление юратаççĕ. Çиллентерсен, шăнтсан, итлемесен, тирпей-тасалăха пăссан чир-чĕр яма пултараççĕ. Вара «ийĕ тытнă», «ийĕ чăмланă» теççĕ. Урай таврашĕнчи ийĕ пĕчĕк ача-пăчана час-часах «тытать». «Ачана ийĕ улăштарса кайнă», — теççĕ вара.

Ийĕсене чӳк туман. Вĕсен чир-чĕртен сыхланма, им-юмçă каланисене пурнăçлама хушнă.