Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
(Иккĕмĕш тĕнче вăрçи ҫинчен куҫарнӑ)
Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи

Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи (1939-1945), — этемлĕх кун-çулĕнчи чи пысăк хирĕçӳ. Ку вăрçăна пурĕ 62 патшалăх хутшăннă (вĕсенче пурăнакан халăх йышĕ тĕнчери пĕтĕм халăхăн 80%-чен ытла пулнă), çапăçусем 40 ытла патшалăх çĕрĕсем çинче иртнĕ, вăрçăра 57 млн яхăн çын пуç хунă.

Вăрçăна хутшăннă патшалăхсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Иккĕмĕш Тĕнче вăрçине хутшăннă патшалăхсем карттă çинче. Фашистсене хирĕç тăракан ушкăна кĕрекенсене симĕс тĕспе кăтартнă (çутă симĕс тĕспе Перл-Харбор çине тапăннă хыççăн хушăннă патшалăхсене кăтартнă), фашистсен ушкăнне кĕрекеннисене — çутă кăвак тĕспе палартнă. Нейтраллă юлнă патшалăхсене сăрă тĕспе кăтартнă.

Тĕнĕл патшалăхĕсем:

Германи, Итали, Япони, Финлянди, Болгари, Румыни, Венгри, Словаки, Таиланд (Сиам), Ирак, Манчжоу-Го. Оккупациленĕ çĕршывсенче нимĕçсем марионеткăллă патшалăхсем йĕркеленĕ, вĕсем тӳрех фашистсен ушкăнне хушăннă: Виши Францийĕ, Сало Республики, Хорвати, Серби, Албани, Черногори, Менджанг, Бирма, Филиппин, Вьетнам, Камбоджа, Лаос. Германи енче коллаборци çарĕсем çапăçнă: РОА, РОНА, ютçĕр СС дивизийĕсем (вырăсссенчен, украинсенчен, эстонсенчен, латышсенчен, дансенчен, бельги çыннисенчен, французсенчен, албансенчен пуçтарнăскерсем), хорват тата босни националисчĕсем. Çавăн пекех Тĕнĕл çарĕсем майлă хăйсен ирĕкĕпех нейтраллă юлнă патшалăхсен çыннисем çапăçнă: «Кăвак дивизи» (Испани), Швеци. Фашистсене хирĕç тăракан ушкăн:

СССР, АПШ, Аслă Британи, Франци, Китай, Польша, Австрали, Канада, Югослави, Нидерландсем, Норвеги, Çĕнĕ Зеланди, Кăнтăр Африка Пĕрлĕхĕ, Чехословаки, Бельги, Греци, Эфиопи, Дани, Бразили, Мексика, Монголи, Люксембург, Непал, Тува, Албани, Панама, Аргентина, Чили, Ньюфаундленд, Куба, Перу, Гватемала, Колумби, Коста Рика, Доминикан республики, Албани, Гондурас, Сальвадор, Иран, Гаити, Парагвай, Эквадор, Сан-Марино, Турци, Уругвай, Венесуэла, Ливан, Сауд Аравийĕ, Никарагуа, Либери, Боливи. Вăрçă вăхăтĕнче фашистсен ушкăнĕнчен уйрăлса кĕнĕ: Ирак (1943 çулĕ хыççăн), Итали (1943 çулĕ хыççăн), Румыни (1944 çулĕ хыççăн), Болгари (1944 çулĕ хыççăн), Венгри (1945), Финлянди (1945).

Вăрçă пынă территори[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Аслă вăрçăн çапăçăвĕсене 5 вăрçă театрĕ çине уйăраççĕ. Анлăрах çакăн çинчен Иккĕмĕш Тĕнче вăрçин театăрĕсем статьяра çырнă.

Вăрçă сăлтавĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Вăрçă мĕншĕн тата епле тапранса кайнă пирки анлăрах Иккĕмĕш Тĕнче вăрçин сăлтавĕсем статьяра вуласа пĕлме пулать.

Вăрçăн пĕрремĕш тапхăрĕ (1939, авăн1941, çĕртме)[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Польшăна тапăнса кĕни[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Тĕп статья: Польшăна тапăнса кĕни

Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи 1939 çулхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче Германипе Словаки çарĕсем Польша çине тапăннипе пуçланнă. Авăн уйăхĕн 3-мĕшĕнче нимĕçсен U-30 шывай кимми ним асăрхаттармасăр акăлчансен «Атени» пассажир лайнерне шыва путарать. Çав кунах Аслă Британи, Франци, Австрали тата Çĕнĕ Зеланди Германие хирĕç вăрçă пуçлани пирки пĕлтернĕ. Тепĕр темиçе кунран вĕсем çумне Канада, Кăнтăр Африка Ушкăнĕ тата Непал хушăннă. Авăн уйăхĕн 8-мĕшĕнче нимĕç çарĕсем поляксене пĕтĕм фрончĕпе çĕмĕрсе тухса Варшава патне çитнĕ. Хĕвел анăç фронтри союзниксем хирĕç тăма ĕç-пуç пуçлама шухăшламан та. (Ăнланмалла мар вăрçă пăхăр).

Авăн уйăхĕн 17-мĕшĕнче совет çарĕсем Молотов-Риббентроп пакчĕн вăрттăн килĕшĕвĕпе Польшăн хĕвел тухăç облаçĕсем çине тапăннă. Юпа уйăхĕн 5-мĕшĕнче поляксен юлашки хӳтĕлевĕ пĕтет. Польша пĕтĕмĕшле оккупаци айне лекет, унăн çĕрĕсене Германипе СССР хăйсем хушшинче пайласа илеççĕ.

Европăри хăвăрт вăрçă (блицкриг)[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Европа Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи вăхăтĕнче. Хĕрлĕ сăрăпа фашистсене хирĕç тăракан ушкăна, кăвăк сăрăпа тĕнĕл патшалăхĕсене кăтартнă. Симĕсси — 1941 çулчченхи (фашистсене хирĕç тăракан ушкăна кĕриччен) СССР
Тĕп статьясем: Францине тапăнса кĕни, Данипе Норвегине тапăнса кĕни, Британи çине тапăнни

1940 çулхи ака уйăхĕн 10-мĕшĕнче Германи Данипе Норвеги çине тапăннă. Дани нимĕçсене хирĕç вăрçайман та вара ăна пĕр çухатусăрах Германи оккупациленĕ. Норвегин кăнтăр пайне нимĕçсем тӳрех ярса илнĕ, çурçĕрте ĕнтĕ норвегсем патне акăлчан çарĕсем пулăшма çитнĕ, вĕсем вара икĕ уйăх хушши тăшман тапăннине чарса тăнă.

1940 çулхи çу уйăхĕн 10-мĕшĕнче Германи Бельгипе Нидерландсене хирĕç вăрçă пуçланă. Çу уйăхĕн 14-мĕшĕнче Нидерландсем парăннă. Нимĕç çарĕсем акăлчан-франци-бельги çарĕсен пысăк ушкăнне Дюнкерк патĕнче хупăрласа илеççĕ. Çапах та çак çарсем Аслă Британине тарма ĕлкĕреççĕ. Çу уйăхĕн 26-мĕшĕнче хăйĕн çар вăйне самай çухатнă хыççăн Бельги нимĕçсене парăннă. Германи çарĕсем сыхламан Мажино хӳтлĕх йĕрри урлă каçса Франци çĕрне Франципе Бельги чиккинчен тапăнса кĕнĕ. Германи французсене çапса аркатса çĕртме уйăхĕн 14-мĕшĕнче Парижа пырса кĕнĕ.

Çĕртме уйăхĕн 10-мĕшĕнче Итали çарĕсем Францине хирĕç вăрçă пуçланă, кăнтăр енчен тапăннă, анчах та малтан вĕсен ĕçĕсем ăнăçлă пулман, французсем вĕсене каялла хăваласа янă. Çĕртме уйăхĕн 21-мĕшĕнче Франци правительстви капитуляци хутне алă пусать. Францин пĕтĕм çурçĕр çĕрĕсем Германи аллине лекет. Кăнтăр енче Петен ертсе пыракан Виши режимне йĕркелесе хунă. Вăл Германие пăхăнса тăнă, çавна май вăл Аслă Британине хирĕç вăрçă пуçланă пирки пĕлтернĕ. Çав вăхăтрах Лондонра пурăнакан Шарль Де Голль генерал капитуляципе килĕшмен, «Çапăçакан Франци» ушкăна йĕркелет. Хăйсен çĕршывне питĕ юратнă-хисепленĕ французсем ют çĕрсенчи франци çарĕсенче çапăçнă. Чаплă çыравçă Антуан де Сент-Экзюпери те çар вĕçевçи пулса Африка тата Вăтаçĕр тинĕсĕн вăрçă театăрĕсенче çапăçнă.

1940 çулхи утă—юпа уйăхĕсенче нимĕçсем Британи утравĕсем çине бомбăсем пăрахса çĕмĕрме пуçланă, Аслă Британине тапăнса кĕме хатĕрленнĕ. Анчах та СССР çине тапăнма хатĕрленни Британи утравĕсене çăлса хăварнă.

СССР тапăнса кĕни[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Тĕп статья: Советсемпе финсем хушшинчи вăрçă

1939 çулхи чӳк уйăхĕнче Совет Союзĕ хăйĕн территорийĕ çумне хушас тĕллевпе Финляндие хирĕç вăрçă тапратать. Анчах та совет çарĕсем темиçе вырăнта çĕнтерӳ тытайман пирки 1940 çулхи пуш уйăхĕнче мирлĕ килĕшӳ хучĕ çине алă пусса çирĕплетме тивет. Çапла вара, Карел пымакĕнче, Ленинград тата Мурманск чукун çулĕ патĕнчи СССР чикки темиçе çухрăм çурçĕр-хĕвел анăçалла куçать. 1940 çулта СССР Эстоние, Латвие, Литвана тата румынсен Бессарабине аннексиленĕ.

Африкăри кампанисем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Тĕп статьясем: Çурçĕр Африкăри çапăçусем, Кăнтăр Африкăри çапăçусем, Хĕвел анăç Африкăри çапăçусем, Сирипе Ливанри çапăçусем

1940 çулхи çĕртме уйăхĕнче италсем акăлчансене хирĕç Ливире тата Çурçĕр-Тухăç Африкăра çапăçма пуçланă. Итали Эфиопи çĕрĕнчен Суданпа Кени çине тапăнасшăн пулнă, анчах та çак ĕçсем ăнса пыман. Британи Сомалийĕнче çеç вĕсем сахал шутлă Кăнтăр Африкăпа Инди çарĕсене çĕнтерсе 1940 çулхи çурла уйăхĕнче тинĕс пырĕпе британсен Аден колонине çитнĕ. 1940 çулхи авăн1941 çулхи кăрлач уйăхсен хушшинче италсем Александри порчĕпе Суэц каналне ярса илес тĕллевпе Египет çине тапăнса кĕнĕ, анчах та вĕсен ĕçĕ ăнăçлă иртмен. Хирĕç тухнă акăлчансен çарĕ Ливи çĕрĕнче италсене шалт çапса аркатнă. 1941 çулхи кăрлачпа пуш уйăхĕсем хушшинче акăлчансем Сомалире тăракан италсен çар ушкăнне çапса аркатнă. 1941 çулхи ака уйăхĕнче акăлчансен тата Кăнтăр Африкăпа Эфиопи çарĕсем Аддис-Абебăна пырса кĕнĕ, Итали çарĕсене тĕппипех аркатса салатнă. Çак путланăва пула нимĕçсем Африкăна Роммелĕн экспедици корпусне янă. Роммель питĕ ăста çарпуçĕсенчен пĕри шутланнă. 1941 çулхи пуш уйăхĕнче нимĕçсемпе итал çарĕсем тăшманĕсене хăваласа икĕ эрнерен Египет чикки патне тухаççĕ. Акăлчансен чылай çапăçу енчен паха вырăнсене пăрахса кайма тивнĕ. Нил патнелле каякан çула хӳтĕлекен Торбук хӳтлĕхне çеç хăйсен аллинче хăварма пултарнă. Хаяр та йывăр çапăçусем пуçланнă. 1940—1941 çулсенче британсем Виши режимĕ тытса тăракан колонисенчи правительствăсене салатас тесе Хĕвел анăç Африкăра (Габон, Сенегал) тата Çывăх Тухăçра (Сири, Ливан) темиçе çар операцине ирттернĕ. 1941 çулхи çу уйăхĕнче акăлчансем Германи майлă тăракан Ирак правительствине влаçран хăтарнă.

Вăтаçĕр тинĕсĕ тата Балкан тăрăхĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Тĕп статьясем: Грецине тапăнса кĕни, Югославине тапăнса кĕни, Грецине иккĕмĕш хут тапăнса кĕни

1940 çулхи юпа уйăхĕнче италсем Албани урлă Греци çине тапăнса кĕнĕ. Малтанхи ăнăçсăрлăхсем çине пăхмасăр грексем италсене хирĕç çирĕп тăнă, кайрахпа Итали çарĕсене çĕмĕрсе тăкнă. 1941 çулхи пуш уйăхĕнче Виçъенлĕ Пĕрлешӳ çумне Венгри, Румыни, Болгари тата Финлянди хутшăннă. Ака уйăхĕн 6-мĕшĕнче Германи, Итали, Венгри тата Болгари патшалăхĕсем Югославипе Греци çĕрĕсем çине вăрçăпа кĕнĕ. Югослави çарне пĕр эрне хушшинче аркатса парăнтарнă. Грецине акăлчан çарĕсем пулăшма килнĕ пулсан та тĕнĕл ушкăнне кĕрекен çарсене хирĕç тăрайман — çу уйăхĕн пуçламăшĕнче вĕсен грексен çĕрне пăрахса кайма тивет.

Тинĕсри çапăçусем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Тинĕсри çапăçусенче британи флочĕ, ун чухне тĕнчере чи чапли çĕнтерсе пырать. Вăтаçĕр тинĕсре, хăйсем валли ирĕклĕ ĕçсем пулнипе, акăлчансем Франци флочĕн карапĕсене, Германи аллине лекесрен, 1940 çулхи утăра шыва путараççĕ е хăйсен аллине çавăрса илеççĕ. Çав çулах, чӳк уйăхĕнче вĕсен авиацийĕ Торонтăри Итали флотне аркатаççĕ, ун хыççăн итал çарĕсен тинĕс турттарăвĕсем çав тери кансĕрленнĕ (Торонто патĕнчи çапăçу).

1941 çулхи пуш уйăхĕнче Крит утравĕнчен кăнтăралларах тинĕс çапăçăвĕнче акăлчансем итал флотне (Матапан сăмсахĕ патĕнчи çапăçу) тепĕр çухату тӳстернĕ. Атлантикăра Аслă Британин ĕçĕсем йывăртарах килнĕ. Вăрçă пуçланичченех Германи Атлантика океанне 2 броненосец тата 18 шывай кимми янă, вĕсем вара вăрçă тапрансан тӳрех Аслă Британин тата ытти патшалăхсен сутă-илӳ карапĕсене шыва путарма тытăннă. 1939 çулхи авăн — раштав тапхăрĕнче нимĕç шывай киммисем британисен 114 карапне пĕтернĕ, 1940 çулта — 471 карапа путарнă, нимĕçсем вара 1939 çулта 9 шывай кимми çеç çухатнă. Аслă Британи тинĕс çыхăнăвĕсене аркатнине пула 1941 çулĕн çуллахи уйăхĕсенче британ сутă-илӳ флочĕн 1/3 тоннажĕ пĕтнĕ, ку вара патшалăх хуçалăхĕшĕн хăрушлă инкек пулса тăрать.

АПШ политикин вăййисем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

АПШ-ăн ертĕвĕ те хăйĕн тĕнчери политикине урăхларах тытма пикенет. Вăл Аслă Британие уйрăмах çивĕччĕн пулăшу пама пуçлать, вăрçа кĕмен пулин те. 1940 çу уйăхĕнче конгресс 3 млрд долларлă вăрçă бюджетне йышăнать, çулла — 6,5 млрд çитерет, çав шутра 4 млрд долларĕ «икĕ океанăн флотне» тума уйăрса хунă. Аслă Британие хĕçпăшалпа, вăрçă хатĕрĕсемпе пулăшассине татах хăпартнă.

1941 çулхи пуш уйахĕн 11-мĕшĕнче АПШ конгресĕ Ленд-лиз саккунне йышăннă, çак йĕркепе вăрçă материалĕсене, хатĕрĕсене вăрçакан ппатшалахсене кивçене е вăхăтлăха усă курма пама ирĕк уçнă, Аслă Британи валли 7 млрд доллар уйăрса хунă. 1941 çулхи ака уйăхĕнче ленд-лиз саккунне Югославипе Греци çине те сарнă. Дани капитуляценнĕ хыççăн, АПШ çарĕсем Гренландипе Исландие çитсе унта базăсем никĕсленĕ. Çурçĕр Атлантика АПШ-ăн çар флочĕн «патруль тăрăхĕ» пулса тăрать. Çапла тата унăн çар флочĕ Аслă Британие вăрçă япалисем турттаракан карапĕсен конвой ĕçĕсемпе те хăтланать.

Япони тапăнса кĕни[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Япони 1940 çул вĕçĕнче — 1941 çул пуçламăшĕнче Китайăн кăнтăр пайне тата Виши ертĕвĕ панипе Франци Индокитайĕн çурçĕр пайне окупациленĕ.

Вăрçăн пĕрремĕш тапхăрĕн пĕтĕмлетĕвĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Тĕп статья: Вăрçăн пĕрремĕш тапхăрĕн пĕтĕмлетĕвĕсем.

Вăрçăн иккĕмĕш тапхăрĕ (1941, çĕртме — 1942, чӳк)[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Тĕп статья: Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи

1941 çулхи çĕртме, 22 Германи хăйсен сателичĕсемпе пĕрле — Венгрипе, Румынипе, Финляндипе, Словакипе тата Хорватипе сасартăк СССР çине тапăнать. Совет Союзĕшĕн Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланать. Малтанхи уйăхсенче нимĕçсем Рабочисемпе Хресченсен Хĕрлĕ Çарне питĕ хытă аркатнă. Çапах та нимĕç çарĕсен Совет Союзне хăвăрт туртса илсе парăнтарас планĕ (Барбаросса планĕ) пăсăлнă. Германи çарĕсем Литван, Латвин, Беларуçин çĕрĕсене, Эстонин, Украинăн тата Молдавин чылай пайĕсене йышăннă, СССР-ăн ăшне 300—600 çухрăма таран кĕнĕ. Совет Союзĕ пуян çĕр айĕнчи управ тата промăçлă вырăнĕсене: Донбасс, Криворог руда бассейнĕсене çухатнă. Пысăк хуласене: Минск, Кейӳ, Харьков, Смулен, Одесса, Днепропетровск — тăшман айне хăварнă. Ленинград хулине хупăрланă. Нимĕç оккупаци территорисенче темиçе миллион совет гражданĕсем тăрса юлнă.

Нимĕçсем 1941 çулхи юпа уйăхĕ тĕлнелле аран-аран хытă кĕрмешсе çĕршывăн европа пайĕн варрине çитнĕ. Мускав патĕнчи хаяр çапăçусем пуçланнă. Нимĕçсем хăйсен çар вăйĕсем чылайрах пулсан та Мускава туртса илеймен, çакăнти çапăçăва выляса янă. Ку вара вăрçăри Германин пĕрремĕш чи пысăк çухату пулса тăрать. Хĕллехи вăрçă кампанинче Хĕрлĕ Çар Мускав патĕнчен хирĕçтапăну тапратать, вара çак ăнăçăва пула Совет Союзĕн тĕп хулишĕн тата Çурçĕр Кавказшăн хăрушă самант иртсе каять тата Ленинград хупарлăвĕн вăйне те чакарать. Çаплах тата 10 облаçсен пĕтĕм е пай территорине тăшманран хăтараççĕ. Çĕнтерӳсемпе хавхаланнипе совет çарпӳлĕхĕ çарсем умне пурнăçлама питĕ йывăр вăрçă ĕçĕсем лартнă: тăшмана пĕтĕмпех çапса аркатса çĕршывăн вăхăтлăха çухатнă территорине каялла илме хушнă. Хĕрлĕ Çар çак палăртнă ĕçсене пурнăçа кĕртеймен, 1942 çулхи çуркуннехи-çуллахи кампанисенче кăнтăр енче нумай çухату тӳсет. Германи Украинăн пĕтĕм çĕрне ярса илсе 500—650 çухрăма яхăн куçса, Атăл патне çитнĕ, тĕп Кавказăн нумай ту урлă каçăвĕсене йышăннă. 1942 çĕртме уйăхĕнче этемлĕхĕн тĕнчери чи пысăк вăрçă çапăçăвĕ — Сталинград çапăçăвĕ — пуçланать. Нумай çухатса совет салтакĕсем нимĕçсен тапăнăвне чарса лартма пултарнă. Вăрçă пуçламăшĕнченех СССР АПШ тата Аслă Британи ертĕвĕсемпе туслă çыхăнусем çирĕплетме тытăннă. Анăç союзникĕсем вăрçăн чи йывăрлăхне туртса пыракан Совет Союзне апат-çимĕçсемпе пулăшма пуçланă.

Тинĕсри çапăçусем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

АПШ вăрçа кĕнĕ хыççăн нимĕçсен чылай шывай киммисем Америкăн Атлантика çыранĕ çумĕнчи шывсенче алхасса çӳренĕ. 1942 çулăн пĕрремĕш çурринче акăлчан-америка сутăç карапĕсене Атлантика океанĕнче нумай путарма пуçланă. Çавăнпа ĕнтĕ акăлчан-америка çарпӳлĕхĕ шывай киммисене хирĕç хӳтĕленӳ меслечĕсене вăйлăлатни 1942 çулхи çу тапхăрĕнче германи шывай флотне çапса хăваласа океанăн варрине çитернĕ, вара атлантика тинĕс çыхăнăвĕсене лăпкă лару-тăрăва каллех таврăннă. 1941 çулхи çулла британи флочĕпе авиацийĕ Вăтаçĕр тинĕс шывĕнче те, тӳпинче те тачă хуçаланăвне туртса илнĕ. Мальта утрава базă вырăнне усă курса, британисем 1941 çурла уйăхĕнче Италирен Çурçĕр Африкăна турттаракан япаласен 33%, чӳк уйăхĕнче - 70% ытла шыва путарнă.

Африка кампанийĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1941 çулхи çулла акăлчансен Çурçĕр Африкăри ĕçĕсем ăнса пынă. Çакă итальянсене Эфиопире аркатнинчен питĕ хытă килнĕ. Британи эрпелĕхĕ хăйĕн Тухăç Африкăри çарĕсене Çурçĕр Африкăна куçарнă. Майлă лару-тăрупа усă курса, акăлчансем 1941 çулхи чӳк, 18 тапăнса пынă. 1942 çулхи кăрлачра вĕсем Торбука хупăрланинчен хăтарнă, Киренаикăна çĕнтерсе илнĕ. Иртнĕ çапăçусенче нимĕçсемпе итальянсем 30 пине ытла çын çухатнă. Анчах та акăлчансен çарĕсем çав тери саралса кайнă пулнă. Çакăнпа вара Роммель ырă курнă. 1942 çулхи кăрлачра италипе нимĕç çарĕсем каллех тапăнма пуçланă та 1942 çулхи çĕртмере кармана туртса илнĕ. Ку ĕнтĕ нимĕссен юлашки ăнăçăвĕ пулнă. Чылай çар вăйĕсене пĕр çĕре пуçтарса, тăшмана Вăтаçĕр тинĕсĕнче коммуникацийĕсене хупăрласа, акăлчансем Египт çĕрне ирĕке кăларнă.

Пирл Харбор. Лăпкă океан[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1941 çулхи раштавăн 7-мĕшĕнче Япони Пирл Харбор çине тапăннипе АПШ-на хирĕç вăрçă тапранать. 6 авианосец çинчен 441 самолёт хăпарса американ тинĕс çар флочĕн 8 линкорĕпе крейсерне путарнă е хытă вантарнă. Çав вăхăтрах япунсем акăлчансен Гонконгри çар базине хупăрласа илнĕ те Сиама çарсем кĕртсе янă. Пулăшма хирĕç тухнă британ эскадрине тӳперен тапăннă, çапла вара икĕ линкорн, акăлчансен тĕп карапĕсем Лăпкă океанĕн шывне путнă. Раштавăн 11-мĕшĕнче АПШ-на хирĕç вăрçă пуçланине Германипе Итали пĕлтернĕ.

1941 çулăн юлашки эрнисенче япони десанчĕсем Гуам тата Уэйк утравĕсем çинчи америкăн çирĕп хӳтлĕхĕсене ярса илнĕ, Филиппин çине пырса тухнă. Акăлчансем Гонконга хăварнă. 1942 çулхи кăрлач-çĕртме уйăхесенче япунсем Сингапура, Малайăна, Бирмăна, Голлан Индине, Китайăн кăнтăр — Юань —провинцине, Филиппинăна туртса илнĕ. Япони флочĕ Инди океанне пырса кĕрет. Япунсен авиацийĕ Инди, Австрали, Цейлон çĕрĕсене бомбăланă. Çапах та союзниксем, çухатусем тӳссе те вăраххăн, малăмăртăв ĕçĕсене алла илме тытăннă. 1942 çулхи ака уйăхĕнче американ авиацийĕ пĕрремĕш хут Токио çине бомбăсем пăрахнă. 1942 çулхи çу-çĕртме уйăхĕсенче япунсем Мидуэй утрав патĕнчи тинĕс çапăçăвне выляса янă.

Китлĕре хирĕç тăракан коалици[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1942 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнче Вашингтонра СССР, АПШ, Аслă Британи тата Китай Пĕрлешĕннĕ Нацисен Декларацийĕ çине ал пусса çирĕплетнĕ, çакăнпа ĕнтĕ вĕсем Фашистсене хирĕç коалицин никĕсне хунă. Каярахпа вĕсем çумне тата 22 патшалăх хутшăннă.

Вăрçăн виççĕмĕш тапхăрĕ (1942, чӳк — 1944, çĕртме)[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Сталинград çапăçăвĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1942 çулхи юпан 18-мĕшĕнче Хĕрлĕ Çар Сталинград патĕнче хирĕçтапăнăва пуçлать те Тĕнĕл çарĕсене Атăл çыранĕнчен хăваласа ярать, каярахпа хупăрласа илсе çапса аркатать, çав шутра икĕ нимĕç, икĕ румын тата пĕр итали çарĕсем (пĕтĕмпе 22 дивизи). 1943 çул пуçламăшĕнче совет çарĕсем пĕтĕм фронт тăршшипе хирĕçтапăну тапратаççĕ. Ленинград хупăрлавне салатса, Брянск, Курск тата темиçе хуласене ирĕке кăлараççĕ. 1943 çулхи утăра нимĕç çарпӳлĕхĕ Курск патĕнче хăйĕн аллине малăмăртăвне тавăрасшăн тăрăшнă, анчах та çак ĕмĕте вĕсем пурнăçа кĕртеймен — хăйсене çапса çĕмĕрнĕ. Пĕтĕм фрончĕпе нимĕçсем каялла чакма тытăнаççĕ, Орёл, Белгород, Новороссийск хулисене тытса тăрайман. Беларуçпе Украинăшăн çапăçусем тапраннă. Днепршăн вăрçнă чух Хĕрлĕ Çар Германие татах çапса çĕмĕрнĕ, Сылтăм çыранри Украинăна тата Крым çĕрĕсене ирĕке кăларнă. 1943 çулăн вĕçĕнче — 1944 çулăн пĕремĕш пайĕнче вăрçăн тĕп ĕçĕсем фронтăн кăнтăр енче пулса иртнĕ. Нимĕçсем Украинăран тухса тараççĕ. Хĕрлĕ Çар 1941 çулхи чикĕ йĕрне тухса Румыни территорине ура пуснă. Хевел тухăç фронтра Германие пĕтĕмпех аркатса пĕтернĕ.

Африкăри акăлчан-америка десанчĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1942 çулхи чӳкĕн 8-мĕшĕнче Мароккăна акăлчан-американ пысăк десанчĕ пырса аннă. Виши ертĕвĕн хавшак çарĕсене çĕмĕрсе, чӳк вĕçĕнче вĕсем, 900 çухрăм маршпа, Туниса çитнĕ. Çак саманта нимĕçсем хăйсен Хĕвел анăç Европăри çарĕсен пайне кунта куçарнă. Çавăн чухнех акăлчансен çарĕ Ливире тапăну пуçланă. Çавăнта хӳтĕленнĕ итал-нимĕç çарĕсем вĕсене Эль-Алагейм патĕнче тытса чарайман та 1943 çулхи нарăс тĕлне, чылай çухату тӳссе, Тунис варринелле чакнă.

Пушăн 20-мĕшĕнче пĕрлехи акăлчан-американ çарĕсем Тунис территорине тапăнса кĕрсе каяççĕ. Итал-нимĕç çарпуçĕсем хăйсен çарĕсене Италие эвакуацилесшĕн пулнă, анчах çак вăхăта британи флочĕ Вăтаçĕр тинĕсĕнче хуçаланнă, тăшмансен тинĕспе тармалли çулсене пӳлнĕ. Çу, 13 итали-нимĕç çарĕсем парăннă. 1943 çулхи утăн 10-мĕшĕнче тăмарсем Сицили çине пырса çитнĕ. Вырăнти итал çарĕсем пĕртте хирĕç тăмасăрах пăшалĕсене çĕр çине хунă, çапах та Германи хăйĕн дивизисене Аппенин çурутравĕ çине куçарма ĕлкĕрнĕ. Итал çарĕн арканăвĕ çĕршыври лару-тăрăва питĕ хĕсĕклетнĕ. Халăх Муссолини влаçĕпе тăнăç пурăнма йăлăхнă. Виктор Эммануил III патша Муссолинине аресленĕ те патшалăха ертсе пыма Бадольо маршала хушнă. 1944 çулхи авăнра акăлчан-американ çарĕсем патшалăхăн кăнтăр çĕрĕсене кĕнĕ. Бадольо вара вĕсемпе вăхăтлă лăпкăлăх хут çырнă та Итали вăрçăран тухнине пĕлтернĕ. Тăмарсен чăрмавĕсене пула, Китлĕр Муссолиние тыткăнран çăлнă, ун хыççăн Çурçĕр Италире марионетлă патшалăх Сало республики йĕркеленĕ. АПШ-па Аслă Британи çарĕсем çав тери мăран утăмсемпе çурçĕрелле куçнă. 1944 çулăн пуçламăшĕнче вĕсем ăнăçсăр виçĕ хутчен тăшманăн Гарильяно шыв çинчи хӳтлĕхне çĕмĕресшĕн тăрмашнă. Çĕртмен 4-мĕш кунĕнче çеç вĕсен çарĕсем Италин тĕп хулине герман çарĕсенчен тасатнă.

Гуадалканал. Ази[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1942 çулхи çурла уйăхĕ — 1943 çулхи нарăс тапхăрĕнче япун çарĕсем американ çарĕсемпе Гуадалканал утравĕпе Соломон утравĕсемшĕн çапăçусем хĕрсе пынă. Çак ним шеллемесĕр тытăçура Пĕрлешнĕ Штатсем çĕнтернĕ. Гуадалканал çине пулăшма япун çарĕсем пынă пирки вĕсен Çĕнĕ Гвиней утравне хӳтĕлекенсен вăйĕ хавшакланнă май ăна АПШ 1943 çулăн пуçламăшĕнче туртса илнĕ. 1942 çулăн вĕçĕнче тата пĕтĕм 1943 çул тăрăхĕпе британ çарĕсем Бирмăра темиçе хут тăшмана хирĕç тапăнса пăхнă, анчах та ăнăçу тупайман. 1943 çулхи чӳк уйăхĕнче союзниксем япунсен Тарава утравне çĕнтерсе илнĕ.

Конференцисем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1943 çулта фронтсенче, уйрăмах совет-герман фрончĕнче, вăрçă лару-тăрăвĕ хăвăрт улшăнни союзниксен малалли вăрçă тата политика ĕçĕсене палăртма пĕрле пухăнса канашланма тивет. Çак ĕçсене 1943 çулхи чӳк уйăхĕнче Каир тата Тегеран конференцийĕсенче татса панă.

Вăрçăн тăваттăмĕш тапхăрĕ (1944, çĕртме — 1945, çу)[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Montreal Daily Star: "Germany Quit", Çу, 7 1945

Германин Анăç фрончĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1944 çулхи çĕртмен 6-мĕшĕнче АПШ, Аслă Британи тата Канада тăмар çарĕсем икĕ уйăх хушши ултав манёврĕсем хыççăн Нормандире пысăк десант операцине ăнăçлă ирттернĕ. Çакăнтанпа ĕнтĕ Европăра иккĕмĕш фронт уçăлнă теме пулать. Çурла уйăхĕнче Франци кăнтăр çĕрĕсенче татах десантсем антарнă, Тулонпа Марсель хулисене ирĕке кăларнă. Çурлан 25-мĕшĕнче союзниксем Парижа çитнĕ, çав вăхăтра хула французсен хирĕçтăру аллинче пулнă ĕнтĕ.

Авăн уйăхĕнче Бельги территори çине пысăк тапăну тапраннă. 1944 çул вĕçĕнче нимĕçсем аран-аран анăçри фронта тачăласа лартнă. Раштавăн 16-мĕшĕнче союзниексем кĕтмен чухне нимĕçсем Арденнра хирĕçтапăну пуçланă. Нимĕçсем Бельги варринелле 100 км таран кĕрсе кайнă, анчах та 1945 çулхи кăрлач вĕçĕнче герман çарĕсен тапăнас хăвачĕ пăчланса çитет. 1945 çулхи нарăсĕнче вăрçă çапăçăвĕсем нимĕç çĕрне çитеççĕ. Германи çак тĕле хăйĕн тĕп вăйĕсене Берлина хӳтĕлеме пуçтарать, çавăнпа ĕнтĕ хĕвел анăç енче хирĕç тăма нимĕçсен çарĕсем сахал юлнă. Италире союзниксен тапăнăвĕ питĕ мăран шуçса пынă. Темле тăрмашсан та вĕсем 1944 çул вĕçĕнче фронт йĕрне çĕмĕрсе По шыв урлă каçма пултарайман. 1945 çулхи акан 28-мешĕнче итал партизанĕсем Муссолинипе арăмне çакса вĕлернĕ. Пĕтĕмпех Çурçĕр Италирен нимĕçсене 1945 çулхи çу уйăхĕнче çеç тапса кăларса янă.

Совет Союзĕн тапăнăвĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1944 çулла Хĕрлĕ Çар пĕтĕм фрончĕпе тапăну пуçланă. Кĕркунне патнелле Беларуç, Украина, Балтиçум çĕрĕсене пĕтĕмпех тенĕ пекех нимĕç çарĕсенчен ирĕке кăларнă. Нимĕçсен пысăк çар ушкăнне Латвире хупăрласа илнĕ те парăнтарнă. Финляндин çурçĕр енче совет хăватлă тапăннине пула Финлянди хăй вăрçăран тухнă пирки пĕлтернĕ. Анчах та нимĕçсем Финлянди территоринчен тухасшăн пулман. Вара малтанхи «çар тусĕсем» хире-хирĕç çапăçма тытăннă. Хĕрлĕ Çарăн хăватлă тапăнăвĕ хыççăн çурлара Румыни, авăнра Болгари вăрçăран тухать. Германи хăйĕн çарĕсене Югославипе Грецирен эвакуацилеме пикеннĕ, мĕншĕн тесен çав çĕршывсенче халăх-ирĕклĕх юхăмĕсем влаçа çавăрса илме пуçланă. 1945 çулхи нарăсра мăнаçлă Будапешт операцийĕ пуçланнă. Германин Европăри юлашки тусĕ — Венгри те — капитуляциленĕ. Польша çĕрĕнче тапăнса пырса, Хĕрлĕ Çар Хевел тухăç Пруссине çитнĕ. 1945 çулхи ака вĕçĕнче Берлиншăн çапăçу тапраннă. Китлĕрпе Геббельс хăйсене сарăмсăр пурнăçран уйăрăççĕ. Германи тĕп хулишĕн икĕ эрне хушши пынă çапăçусем хыççăн нимĕç çарпӳлĕхĕ капитуляци йышăннă. Германие тăватă оккупаци пайне: совет, американ, британ тата франци пайĕсене уйăрнă. Европăра вăрçă чарăннă.

Лăпкă океанри вăрçă театăрĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Лăпкă океанри вăрçă ĕçĕсем тăмарсемшĕн ăнса пынă. 1944 çĕртмере американсем Мари утравĕсене вăрçса йышăннă. 1944 çурлара Лейте пырĕнчи тинĕс çапăçăвĕ хыççăн япунсем Филиппинсем çĕрĕнчен тухса тарнă. Типçĕр çинчи çапăçусенче япун çарĕ ăнăçуллăрах тытăçнă, вĕсем Кăнтăр Китая туртса илнĕ те Индокитайри хăйсен çарĕсемпе тĕлпулнă. 1945 çулхи пуш уйăхĕнче Иводзима тата Окинава кăнтăр япун утравĕсемшĕн хаяр çапăçусем пуçланнă.

Вăрçăн пиллĕкмĕш тапхăрĕ (1945, çу — 1945, авăн)[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Япони капитуляцийĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Европăра вăрçă вĕçленсен, фашистсене хирĕçле ушкăнĕн юлашки тăшманĕ Япони кăна тăрса юлнă. Çак вăхăталла Японие хирĕçле 60 яхăн патшалăх вăрçăпа тухнине пĕлтернĕ. Çапах та тĕнчери çак лару-тăрăва пула та япунсем парăнма шутламан та, вĕсем вăрçăра хăйсем çĕнтеричченех çапăçма пикеннĕ. 1945 çулхи çĕртме уйахĕнче япунсем вара Индонезие, Индокитайа çухатнă. 1945 çулхи утă уйăхĕн 26-мĕш кунĕнче АПШ, Аслă Британи тата Китай япунсем умне ультиматум лартнă, анчах та унпа килĕшмен. Çурлан 6-мĕшĕнче Хиросима çине, тепĕр виçĕ кунтан Нагасаки çине, атом бомбисем пăрахса сирпĕнтернĕ, вара икĕ хула çĕр пичĕ çинчен çухалнă тенĕ пекех пулса юлнă. Совет Союзĕ Японие хирĕç вăрçă пуçланă та япунсене Манчжурире шалт çапса çĕмĕрнĕ. Авăнăн 2-мĕшĕнче Япони капитуляцие йышăннă. Этемлĕх кун-çулĕнче чи пысăк та тискер вăрçă çапла пĕтсе ларнă.

Иккĕмĕш Тĕнче вăрçин пĕтĕмлетĕвĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Тĕп статья: Иккĕмĕш Тĕнче вăрçин пĕтĕмлетĕвĕсем.

Çавăн пекех пăхăр[тӳрлет | кодне тӳрлет]