Илепер Григорий Михайлович

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Григорий Илепер
Çуралнă вăхăт: 1939, кăрлач, 27
Çуралнă вырăн: Çарăклă паçулкă, Вăрнар районĕ Чăваш АССР
Вилнĕ вăхăт: 2003, ака, 13
Вилнĕ вырăн: Чăрăшкас Мăрат ялĕ, Вăрнар районĕ Чăваш АССР
Пăхăнулăх:
Ĕçлев тĕсĕ: сăвă
Жанр: поэзи
Ĕçсен чĕлхи: чăваш
Чыславсем: Чăваш АССР тава тивĕçлĕ зоотехникĕ (1958)
Михайлов хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.

Илепер Григорий Михайлович (паспортпа Михайлов), (1939 çулхи кăрлачăн 27-мĕшĕ, Çарăклă паççулкă2003 çулхи акан 13-мĕшĕ, Чăрăшкас Мăрат ялĕ, Вăрнар районĕ, Чăваш Республики )— чăваш сăвăçи.

СССР ÇП пайташĕ (1982), Чăваш АССР тава тивĕçлĕ зоотехникĕ (1958).

Пурнăçĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1939 çулхи кăрлачăн 27-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Вăрнар районĕнчи Çарăклă паççулкинче çуралнă.

Вăрнар зооветтехникумĕнче, Шупашкарта ял хуçалăх институтĕнче пĕлӳ илнĕ. Колхозра зоотехник пулса ĕçленĕ. Вăрнар район хаçатĕнче ял хуçалăх пайне ертсе пынă.

2003 çулхи ака уйăхĕн 13-мĕшĕнче Вăрнар районĕнчи Чăрăшкас Мăрат ялĕнче çĕре кĕнĕ.

Пултарулăх ĕçĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Григорий Илеперĕн пичетленсе тухнă кĕнекисем:

  • «Униче» (1980);
  • «Парăм» (1989);
  • «Çĕклем» (1996);

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]