Илле Тăхти
| Илле Тăхти | |
![]() |
|
| Çуралнă вăхăт: | |
|---|---|
| Çуралнă вырăн: |
Нӳшкасси ялĕ, Хусан кĕперни (халĕ Тăвай районĕ, Чăваш Ен) |
| Вилнĕ вăхăт: | |
| Вилнĕ вырăн: |
Шупашкар, Чăваш АССР, РСФСР, СССР |
| Ĕçлев тĕсĕ: | |
| Ĕçсен чĕлхи: | |
Илле Тăхти (паспортпа: Ефимов Илья Ефимович), (1889 çул, авăн, 4, Чăваш Ен, Тăвай районĕ, Нӳшкасси ялĕ — 1938 çул, нарăс, 22, Шупашкар, Чăваш АССР) — чăваш çыравçи, сăвăçи.
1934 çултанпа СССР ÇП пайташĕ.
Тупмалли |
Пурнăçĕ [тӳрлет]
1889 çулхи авăн уйăхĕн 4-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Тăвай районĕнчи Нӳшкасси ялĕнче çуралнă.
Ялти шкул хыççăн Хусанти вĕрентӳçсене хатĕрлекен семинарире вĕренсе тухнă, Чăваш Ен Элĕк районĕнчи Тавăт шкулĕнче ĕçленĕ. Халăх хушшинче çӳрекен сăвă-юрăна нумай пухнă.
1911 çулта вĕсене Хусанта пĕр харăсах иккĕ кĕнеке калапланă: пĕри — «Тавăт, Мĕлĕш, Шураç юррисем», тепри — «Хураç». 1922-1925 çулсенче республикăри Халăх çутĕç комиссариачĕн инспекторĕ пулнă.
1925-1928 çулсенче Мускав литература институчĕнче вĕреннĕ, çав вăхăтрах «Ӗçлекенсен сасси» журналпа «Чăваш хресченĕ» (каярахпа «Коммунар») хаçат редакцийĕсенче ĕçленĕ.
1928-1931 çулсенче вăл Шупашкарти педагогика техникумĕнче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ. 1931-1938 çулсенче И.Тăхти литература ĕçĕпе пурăннă.
Чылай çул хушши ӳпке чирĕпе асапланнă хыççăн вăл 1938 çулхи нарăсăн 22-мĕшĕнче Шупашкар пульницинче вăхăтсăр вилсе кайнă.
Ӗçĕсем [тӳрлет]
Пурĕ 10 кĕнеке кăларнă:
- «Колчак» (1919; 1935),
- «Калавсемпе сăвăсем» (1930),
- «Шехулла» (1936),
- «Калавсем» (1955),
- «Суйласа илнисем» (1960),
- «Поэзи, проза, публицистика» (1979).
Вуламалли [тӳрлет]
- «Чăваш литературин антологийĕ», ред.: Д. В. Гордеев, Ю. А. Силэм. Шупашкар, 2003. ISBN 5-7670-1279-2 .
- Кириллова И. Ю., "Своебразие художественного мира Илле Тăхти", ЧПУ, Шупашкар, 2006.
