Иллюминатсем

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Иллюмина́тсем (ним. Illuminatenorden, лат. illuminati — «çутта тухнисем») — çак палăртупа тĕрлĕ вăхăтра оккульт-философи майлă тĕрлĕ пĕрлешӳсем пулнă[1]. Тăтăшах çак терминпа 1776 çулта Адам Вейсгаупт профессор йĕркеленĕ нимĕçсен вăрттăн пĕрлĕхне асăнаççĕ. Хальхи вăхăта «иллюминатсем» тесе хальхи тата тахçан чăнах та пулнă, çаплах шутласа кăларнă ушкăнсене калаççĕ; терминпа тăтăшах каварсен теорисенче усă кураççĕ.

Адам Вейсгауптăн «Бавар иллюминачĕсен пĕрлĕхĕ»[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Кун-çулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Бавар иллюминачĕсен пĕрлĕхне 1776 çулхи çавăн 1-мĕшĕнче Ингольштадт университетĕнче юриспруденци профессорĕ Адам Вейсгаупт йĕркеленĕ, малтан пиллĕк çын кĕнĕ. Вейсгаупт хăйĕн йĕркелĕвне масон йăлин йĕркипе тума шутланă, анчах та каярах массонсен «вăрттăнĕсем» ытларах сарăлнă та тимлĕ ăшлăхсăр тесе хăйĕн шухăшне улăштарнă[2].

Адам Вейсгаупт

Ордена никĕслевçи Вейсгаупт хăй кăмăлланă деизма, çаплах Çутĕçĕн шухăшĕсене ирĕклĕ шухăшĕсене хăйĕн йĕркелĕвĕ витĕр халăх хушшинче сарма ĕмĕтленнĕ. Официаллă иллюминатсен тĕллевне «çĕнĕ Иерусалим туса» этемлĕхе лайăхлатассипе ырра кăларасси тесе пĕлтернĕ[3]. Вейсгаупт каланипе, çутçанталăкри çынна хăйне май япăх теме çук — ăна унăн таврашĕ, сăмахран, тĕн, патшалăх, тулашри сĕмсем, ухмахлатать. Çапла вара, этеме социаллă институтсен пусăмĕнчен уйăрсан вăл хăйĕн шухăш-кăмăлĕпе тата ăс-тăнĕпе пурăнма тытăнать те мораль ыйтăвĕсем хăйсемех сирĕлеççĕ.

Малтанхи тапхăрĕнче пĕрлĕхе Ингольштадт университечĕн профессорĕсене йыхравланă, унăн йыше аран ӳссе пынă. Хăйне майлă çынсене тупас тĕллевпе, Вейсгаупт 1777 çулăн пуçламăшĕнче Мюнхенри масон саккине кĕрет[4].



Вейсгаупт тата фон Книгге орденри влаçшăн кĕрешнине пула 1784 çулхи утăн 1-иĕшĕнче йĕркеленӳ пайланса кайнă. Фон Книгге тата унăн майлисем пĕрлĕхрен туса каяççĕ те иллюминатсем пирки памфлетсем çутта кăлараççĕ.

Бавар влаçĕсем иллюминатсен ĕçĕ-хĕлĕ хăрушлă тесе 1784—1787 çуленче вĕсене хирĕçле тăваттă хутай кăларнă. Рим паппи Пий VI те иллюминатсене хурланă[4]. 1786 çулта влаçсем йĕркеленĕвĕн чи сĕмлĕ элчисенчен пĕррин — Ксаверий фон Цвак — килĕнче ухтарнă, чылай кĕнеке тата документ, çав шутра орденăн вăрттăн ĕç-пуçĕ пирки, илсе кайнă[2]. 1787 çул тĕлне Бавар Иллюминачĕсен Пĕрлĕхĕнче тăни киревсĕр ĕç тенĕ, уншăн айăпласа вилĕме янă. Орден саккун тулашĕнче тăрса юлать, çапла ĕнтĕ, саланнă теме те юрать. Адам Вейсгаупт Баварирен тухса тарнă та мĕн виличченех (1830 çулта) ют çĕрте пурăнма тивнĕ.

Орден тытăмлăхĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Иллюминатсем массăллă культурăра[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Илемлĕ литературăра[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Иллюминатсем пирки Александр Дюман «Жозеф Бальзамо» романĕнче çырса кăтартнă.

Фильмсенче тата компьютер вăййисенче[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Мусăкра[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Çавăн пекех пăхăр[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Die Korrespondenz des Illuminatenordens. Bd. 1, 1776-81, Herausgegeben von Reinhard Markner, Monika Neugebauer-Wölk und Hermann Schüttler. — Tübingen, Max Niemeyer, 2005. — ISBN 3-484-10881-9

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]