Иммануил Кант ячĕллĕ Раççей патшалăх университечĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
И. Кант ячĕллĕ Раççей патшалăх университечĕн Университетская урамĕнчи корпус. Кунта çулçанталăк ăслăлăхĕсене вĕрентеççĕ, тĕпчеççĕ.

Иммануил Кант ячĕллĕ Раççей патшалăх университечĕ, - Калининградри университет. Малтан Калинининград патшалăх университечĕ ятлă пулнă. Хальхи ректор Андрей Павлович Клемешев.


Кунçулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • 1544 çулта Хĕвел анăç Пруссин тĕп хули Кёнигсбергра университет уçалнă. Никĕслекен герцог Альбрехт пулнă. "Альбрехт ячĕллĕ университет" латтинла йăласем тăрăх та кĕскĕн Альбертина пулать. Çапла университета Альбертина чĕннĕ. Халĕ те тăтăшах Альбертина ятне усă курни курăнать. Çавăнтан 2006 çулчченхи официаллă сайчĕн адресĕ www. albertina .ru пулнă (хальхи адресĕ: kantiana.ru).
  • 1945 çулта Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи пирки ĕçлеме вĕçлерĕ.
  • 1948 çулта кивĕ Альбертина çурчĕсенче каллех вĕрентме пуçларĕç. Калининград патшалăх педагогика институчĕ никĕсленнĕ.
  • 1967 çулта Калининград патшалăх университечĕ пулса тăнă.
  • 2005 çулта ятне улшăтнă. Унтанпа ялан университечĕн чи пысăк, чи паллă вĕрентекене те тĕпчевçĕне, философа Иммануил Канта аса илтерет.

Пайланăвĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Университетра 13 факультет пур:

  • Биоэкологи факультечĕ
  • Географипе геоэкологи факультечĕ
  • Истори факультечĕ
  • Математика факультечĕ
  • Педагогикапа Психологи факультечĕ
  • Лингвистикапа тĕрлĕ культурасем хушшинчи коммуникаци факультечĕ
  • Славян филологийĕпе журналистика факультечĕ
  • Физика факультечĕ
  • Физкультурапа спорт факультечĕ
  • Хими факультечĕ
  • Экономика факультечĕ
  • Юрист факультечĕ
  • Сервис факультечĕ

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Университечĕн сайчĕ 2019 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 10-мӗшӗнче архивланӑ.