Инза
«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
И́нза — Раççей хули, Чĕмпĕр облаçĕн Инза районĕн административлă тĕпĕ.
Халăх йышĕ — 19,7 пин çын (2005).
Тупмалли |
[тӳрлет] Тавралăхĕ
Хула Вăтам Атăлçире, Инза шывĕ çинче, Чĕмпĕртен кăнтăр-анăçалла 167 çм вырнаçнă. Пысăк чукун çул çыххи шутланать.
[тӳрлет] Кун-çулĕ
Хулана 1897 çулта чукун çул çумĕнчи посёлок шайĕпе никĕсленĕ. Ятне Инза юханшывран туяннă. Ирçĕлле «инзеень» — «шупка хĕрлĕ».
1926 çулта Инза ĕç посёлокĕ, 1929 — район тĕпĕ, 1946 — хула.
[тӳрлет] Хуçалăхĕ
Инза — Чĕмпĕр облаçĕн промăçлăх тĕпĕсенчен пĕри. Тупăçлакан заводсем:
- Инза йывăç тăвакан завочĕ
- Диатом комбиначĕ (Раççейре чи пысăкки)
- Инза тĕртмен материалсен фабрики
[тӳрлет] Каçăсем
| Ку статьяна çырса пĕтермелле, е анлăрах ăнлантарса памалла. Эсир ăна тӳрлетсе, хыпара хушса çырса пулăшма пултаратăр. |
| Чĕмпĕр облаçĕн хулисем |
|---|
| Чĕмпĕр | Димитровград | Инза | Барыш | Çĕнĕ Кил |