Итали эрехĕсем
Итали 2010 çулта эрех туса илнин калапăшĕпе тĕнчере пĕрремĕш вырăна йышăннă. Çапах та иçĕм лартнă çĕр лаптăкĕ чакса пырать:
- 1985 çул - 1 227 пин га;
- 2002 çул - яхăн 800 пин га;
- 2010 çул - яхăн 700 пин га.
Тупмалли |
[тӳрлет] Итали эрех туни кун-çулĕ
Италире авалхи самантсенченех эрех тума тытăннă. Авалхи грексем Италие "Энотри" ( "эрех çĕрĕ" ) ячĕпе палăртнă.
[тӳрлет] Классификаци
Италире тăвакан мĕнпур эрехе тăваттă класа пайланă:
- DOCG ( Denominazione di Origina Controllata e Garantita ) - чи паллă, чи паха эрехсем ;
- DOC ( Denominazione di Origina Controllata ) - паха эрехсем ;
- IGT ( Indicazione Gepgrafica Tipica ) - вырăнти эрехсем ;
- Vino di Tavola - апатлану эрехĕсем.
[тӳрлет] Эрехтăвакан облаçĕсем
Италире кашни 20 облаçре эрех тăваççĕ (пин гл):
| Вырăн | Облаç | 2000 çул | 2010 çул |
|---|---|---|---|
| 1 | Венето | 7 800 | 8 174 |
| 2 | Эмилия-Романья | 6 800 | 6 952 |
| 3 | Сицили | 9 500 | 6 175 |
| 4 | Апули | 9 500 | 5 920 |
| 5 | Абруццио | 4 000 | 3 054 |
| 6 | Пьемонт | 3 100 | 2 858 |
| 7 | Тоскана | 2 800 | 2 772 |
| 8 | Кампани | 2 100 | 1 830 |
| 9 | Лацио | 3 300 | 1 797 |
| 10 | Ломбарди | 1 500 | 1 277 |
| 11 | Умбри | 900 | 987 |
| 12 | Марке | 1 900 | 870 |
| 13 | Фриули-Венеци-Джули | 1 100 | 752 |
| 14 | Трентино-Альто-Адидже | 1 100 | 550 |
| 15 | Сардини | 1 000 | 550 |
| 16 | Базиликата | 500 | 500 |
| 17 | Калабри | 800 | 392 |
| 18 | Лигури | 200 | 120 |
| 19 | Молизе | 400 | 57 |
| 20 | Валле д'Аоста | 30 | 40 |
[тӳрлет] Пысăк эрехтăвакан енĕсем
Италире чи пысăк паха эрехтăвакан енĕсем ( DOC тата DOCG ) :
| Ен | Облаç | Эрех | Иçĕм сорчĕсем | |
|---|---|---|---|---|
| Chianti DOC | Кьянти | Тоскана | Пылаксăр хĕрлĕ эрех | Санджовезе, Канайоло, Треббьяно |
| Asti DOCG | Асти | Пьемонт | Чашкăракан пылак шурă эрех | Мускат |
| Soave DOC | Соаве | Венето | Пылаксăр шурă эрех | Гарганега |
| Gavi DOC | Гави | Пьемонт | Пылаксăр шурă эрех | Кортезе |
| Barolo DOCG | Бароло | Пьемонт | Пылаксăр хĕрлĕ эрех | Неббиоло |
| Barbaresco DOCG | Барбареско | Пьемонт | Пылаксăр хĕрлĕ эрех | Неббиоло |
| Brunello di Montalciano DOCG | Брунелло ди Монтальчино | Тоскана | Пылаксăр хĕрлĕ эрех | Санджовезе |
| Vino Nobile di Montepulciano DOCG | Вино Нобиле ди Монтепульчано | Тоскана | Пылаксăр хĕрлĕ эрех | Санджовезе |
| Prosecco di Valdobbiadene DOCG | Просекко ди Вальдоббядене | Венето | Пылаксăр, çурма пылак чашкăракан шурă эрех | Просекко |
[тӳрлет] Иçĕм сорчĕсем
Италире 500 яхăн иçĕм сортне ӳстереççĕ. Чи анлă сарăлнă иçĕм сорчĕсем (га) {2004 çул}:
- Треббьяно ( 96 000 ), Санджовезе ( 86 000 ), Катаратто (74 000), Барбера (47 000), Италия - апатлану иçĕм сорчĕ (37 000), Мерло (32 000), Монтепульчано (31 000), Мальвазия (30 000), Негроамаро (30 000), Регина - апатлану иçĕм сорчĕ (19 000).
- Италире вырăнти иçĕм сорчĕ питĕ нумай:
- шурă: Арнеис, Инзоли, Веспайоло, Верментино, Грекетто т.ыт. ;
- хĕрлĕ: Корвина, Молинара, Неро д'Авола, Примитиво т.ыт.
[тӳрлет] Вырăнти иçĕм сорчĕсем
Паян Италире 1 500 иçĕм сорчĕ шутланать. Чылайăшĕ авалхи вырăнти паллăсăр сортсем. 1709 çулта питĕ хаяр, сивĕ хĕл пулнипе нумай иçĕм сорчĕ шăнса пĕтрĕ. Вĕсен вырăнне çĕр ĕçтешĕсем сивве тӳсекен, пысăк тухăçлă сортсене лартрĕç. Ку вăхăтран чăн итал иçĕм сорчĕсен шучĕ чакса пырать. 1970-мĕш çулсенчен пуçласа Италире тăван иçĕм сорчĕсене чĕрĕлетес ĕçе пырать :
- Иçĕм сорчĕсем аталану хуçалăхсем ( итал. Vitiarium ) никĕсленĕ : Azienda Agricola San Felice ( Тоскана ), Librandi ( Калабри ) ;
- Пĕчĕк эрехтăвакансем вырăнти иçĕм сорчĕсемчен тĕлĕнтерес паха эрехсем кăларма тытăннă ;
- Авалхи итальян сорчĕсем тĕнчĕре паллăрах пулаççĕ :
[тӳрлет] Паллă эрехтăвакансем
- Antinori, Gaja, Frescobaldi, Querciabella, Vietti.