Итал Википедийĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
{{{websitename}}}
Итал Википедин логотипĕ
URL:

it.wikipedia.org

Сайт тĕсĕ:

Эреш энциклопедийĕ

Регистраци:

Кирлех мар

Чĕлхе(сем):

Ошибка скрипта: Нет такого модуля, как «Wikidata».

Харпăрçă:

Ошибка скрипта: Нет такого модуля, как «Wikidata».

Автор:

Ошибка скрипта: Нет такого модуля, как «Wikidata».

Ĕçе пуçланă:

2001 çулхи кăрлач, 15

[[commons:Category:Ошибка скрипта: Нет такого модуля, как «Wikidata».|Итал Википедийĕ ]] Викиампарта

Итал Википедийĕ (итал. Wikipedia italiana) — Википедин итал чĕлхиллĕ уйрăмĕ. Итал Википедине 2001 çулта никĕс хунă. Хальхи саманта статья шучĕпе пиллĕккĕмĕш вырăнта. 2010 çулхи кăрлач, 24 тĕлне 652.800 ытла статья пулнă.

Кун-çулĕ[тӳрлет]

Уйрăмра хастар ĕçлеме 2001 çулхи çĕртмен 11-мĕшĕнче пуçланă. Пĕрремĕш статьясене Данте Алигиери, Петрарка, Мандзони тата урăххисем пирки çырнă.

2005 çулхи çурла уйăхĕнче итал Википедийĕ испанпа португал уйрăмĕсенчен иртсе каять, 8-мĕш вырăна тухать. Испани муниципалитечĕсем пирки статьясене 8 пин стаб ботсем кĕртнипе 56 000 статьяран 64 000 çити çӳле хăвăрт сикет. 2005 çулхи авăн, 8 итал уйрăмĕ нидерландсен уйрăмне хуса çитет, тепĕр кунне 100 000 статья пусмине пусать. Авăнăн 11-мешĕнче шведсенчен иртсе каяççĕ. Çапла вара, Итал википедийĕ пиллĕккĕмĕш вырăна хăпарать. Хăвăрт ӳсме ботсем пулăшаççĕ. Тĕслĕхрен, бот Франци муниципаличĕсем çинчен 35 000 статья кĕртет. Анчах та 2005 çулхи авăн, 23 итал википедине поляксем, ботсене ĕçе ярса, каçса каяççĕ.

2006 çулăн варринелле итал чĕлхиллĕ Википеди Wapedia палăртупа Wi-Fi е Тетел-çыхăнуллă кĕсье телефонĕ валли тухать.

2007 çулхи нарăсра 250 пин статьяран иртнĕ.

2007 çулхи авăн уйăхĕнче Итал Википедийĕ DVD — версие кăларать, унта 300 000 статья. 2008 çулхи утăра иккĕмĕш кăларăм тухрĕ, унта 450 000 яхăн статья.

2008 çулхи кăрлач, 22 400 000-мĕш статьяна çырнă. 2008 çулхи нарăсра тĕп страницăн питне, виççĕмĕш хут, çĕнетнĕ, хутшăнакансен йышĕ 250.000 çитет. Çав çулăн юпа, 3 итал чĕлхин уйрăмĕ 500 000 статья шайĕнчен иртет.

2009 çулхи çĕртмен 28-мĕшĕнче хутшăнакансен шучĕ 400 000 иртнĕ, çурлан 28-мĕшĕнче 600 000-мĕш статьяна хайланă. Раштав, 17 итал википедийĕ япунсенне статья шучĕпе кая хăварать.

2009 çулта Итал Википедине журналистикăн чи хисеплĕ Premiolino парнине тивĕçнĕ.

Парнесем[тӳрлет]

Итал Википедийĕ тивĕçнĕ парнесем:

  • Il Sole 24 Ore йĕркеленĕ 3 Premio WWW парни;
  • икĕ парне, çутĕçпе ĕç категоринчи чи лайăх сайтшăн (2005 ç.);
  • Çутĕçпе технологи министерствипе пĕрле тетел-парне.

Каçăсем[тӳрлет]