Йĕпреç районĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Йĕпреç районĕн картти

Йĕпреç районĕ, — Чăваш Ен варринче вырнаçнă район. Ăна 1927 çулхи авăн уйăхĕн 5 туса хунă. Чăваш Ен варринче вырнаçнă. Лаптăкĕ — 1201,2 км² (пĕтĕм республикăран 6,5%). Хăйĕн лаптăкĕпе вăл Улатăр районĕнчен анчах пĕчĕк. Çӳрçĕр енче Вăрнарпа Канаш районĕ вырнаçнă, хĕвелтухăç енче — Комсомольски районĕ, кăнтăр енче — Улатăрпа Патăръел районĕсем, хĕвеланăç енче вара Пăрачкавпа Çĕмĕрле районĕсем.

Район администрациĕ Шупашкар хулинчен 114 çухрăмра тăракан Йĕпреç посёлокĕнче вырнаçнă. Район пуçлăхĕ — Петров Анатолий Иванович. Район хаçачĕ "Çĕнтерӳшĕн" ятлă.

Халăх[тӳрлет]

1991 çулăн кăрлачăн 1 районта 28, 5 пин çын пурăннă, вĕсенчен хула çыннисем — 11,5 пин (40%), ял çыннисем — 17,0 пин (60%). Хула çыннисем Пăвакассипе Йĕпреç поселокĕсенче пурăнаççĕ, ял çыннисем — 56 ялта, хăшĕсенче вăтамран 327 çын пурăнать. Халăх плотносĕ 1 тăваткал çухрăм çине 22,9 çын килеть. 83% — чăвашсем. Çынсем сарăлас енĕпе ку район сахал çынлисем шутне кĕреть.

Çутçанталăк[тӳрлет]

Йĕпреç районĕ Чăваш платойĕн тăрăхĕнче вырнаçнă. Çӳрçĕр енче 30-80 метрпа вылякан сăртлă плато. Юханшывсемпе çырмасем питĕ нумай. Ытти лаптăк — пăр кайнă хыççăн пулнă сăртлă тӳремлĕх. Йĕпреç районĕнче кирпĕч чĕр таварне кăлараççĕ, тата çунакан сланецсемпе фосфоритсене тупкалаççĕ.

Йĕпреç районĕнче вăтам континент климачĕ. Температура вăтамран кăрлач уйĕхĕнче -13°С, утă уйăхĕнче — 18,7 °C. Чи пĕчĕк палăртнă температура -42 °C, чи пысăкки — 37 °C. Вăтамран юр-çумăр 500 мм таран ӳкет, ытларах енĕпе çулла.

Район тăрăх пĕчĕк юханшывсем юхаççĕ: Хĕр (Сăрăн сылтăм юппи), Кушлавăш (Кĕçĕн Çавалăн сылтăм юппи), Кĕтне (Сĕвен сулахай юппи), Хум (Кĕтнен юппи). Çавăн пекех Пăлапа Вăрăм юханшывсем юхаççĕ, вĕсен район тăрăхĕнчи вăрăмĕшĕ кĕске. Кӳлĕсем районта сахал, пуррисем те пĕчĕк. Халăха ĕçмелли шывпа тивĕçтерме Хĕр юханшывĕ çинче шывпуххи тунă.

Пулăмсем[тӳрлет]

2008 çулта районта сывă йĕркепе пуранакансем валли спорт комплексне уçнă.

Администартивлă пайлану[тӳрлет]

Паллă çыннисем[тӳрлет]

Районри ялсем[тӳрлет]

Асăрхавсем[тӳрлет]

Вуламалли[тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет]