Йĕс

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Йĕс — 60,5—97 % пăхăртан тата 3—39,5 % цинкран шăратса тунă хутăш шăранчăк.

Тачăлăхĕ — 8450—8700 кг/м³, шăрану температури — 900—1050 °C. Йĕсĕн чылай таврашсенче тутăхлăха хирĕç çирĕп тăрать.

Йĕсĕн тĕрлĕ тĕсĕсене прибор тата машинă тăвасси промăçлăра, теплотехникăра, радиатор тата конденсатор пăрăхĕсене, йĕсмесене, лентăсене хурçăна плакиламалли чух (плакирование), ылтăн ылмаштăрăвĕ вырăнĕнче уйăру паллисене тата ӳнерлĕ япаласене тунă чух, автомобиль тата сехет тăвас промăçлăра, çаплах сантехника хатĕресене тăвас ĕçре усă кураççĕ.