Йыт çĕмĕрчĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Йыт çĕмĕрчĕ , (лат. Frangula alnus), (Rhamnus frangula) — йывăç евĕр тĕм е лутра йывăç, 7 м таран.

  • Латинла ячĕ frangere — хуç глаголпа çыхăннă. Ăна йывăç çăмăллăн хуçăлнипе çавăн пек ят панă. ,
Йыт çĕмĕрчĕ. Köhler's Medizinal-Pflanzen, 1887 кĕнекери Ботаника ӳкерчĕкĕ

Йывăç вуллипе турачĕсем тĕттĕм хăмăр. Хупă айĕнче хĕрлĕ тĕслĕ слой пур. Çулçисем елипс формиллĕ, 4-10 см тăршшĕ. Чечекĕсем 2-3,5 мм тăршшĕ, хитре мар. Чечек формули: \ast K_{(5)} \; C_5 \; A_5 \;  G_{(\underline3)} [1].
Çимĕçĕ — 8—10 мм диаметрлă шар евĕрле. Ăшĕнче 3 сарă симĕс çаврака-виçкĕтеслĕ шăмăллă. Пиçсен тĕттĕм кăвак хура тĕслĕ. Çырлисем наркăмăшлă, анчах кайăксем вĕсене тăрăшсах çиеççĕ.

Тупмалли

[тӳрлет] Состав

Хуппинче, папкисенче, çулçисенче, çырлисенче антрахинонсем (глюкофрангулин, эмодин тата изоэмодин) пур. Хуппинче 8 % таран. Унсăр пуçне йывăç хуппинче гликозидсем, хризофан йӳçĕкĕ, антранолсем, сухăрсем, тата эфир çăвĕсен йĕрĕсем пур[2].

[тӳрлет] Сарăлни

Европăн вăрманпа вăрманлă хир зонисенче, Хĕвеланăç Çепĕрте, Кĕçĕн Аçин çурçĕр пайĕнче, Крымра, Кавказра, Вăтам Аçин çурçĕр пайĕнче ӳсет. [3].

[тӳрлет] Усă курни

[тӳрлет] Медицина

Халăх медицининче хуппипе çырлисене усă кураççĕ. Официаллă медицина (Cortex Frangulae) хуппине усă курать, анчах малтан е 1 çулталăк упрамалла, е 1 сехет 100 °C хĕртмелле.

[тӳрлет] Капăрлату

Капăрлатмалли тĕм евĕр ĕрчетеççĕ.

Çемçе йывăçĕ çăмăлăн çурăлать, касакансем усă кураççĕ. Танăçлăхĕ пĕчĕк пулнипе унтан хура е тĕтĕмлĕ тар валли йывăç кăмрăкĕ тăваççĕ [4]. Вĕлле хурчĕсем йыт çĕмĕрчĕ çинче нектарпа пыльца пуçтараççĕ. Гектартан 35 ег таран. Хăшпĕр вăрмансенче тĕп пыл ӳсентранĕ пулса тăрать.[5].

[тӳрлет] Асăрхавсем

  1. ^ Шаблон:Книга
  2. ^ Атлас лекарственных растений СССР. — М.: Изд-во мед. лит., 1962.
  3. ^ Атлас ареалов и ресурсов лекарственных растений СССР (Сборник)
  4. ^ Статья из Технической Энциклопедии 1927-34 гг.. Дымный порох
  5. ^ Абрикосов Х. Н. и др. {{{пуçелĕк}}}. — Сельхозгиз.

[тӳрлет] Вуламалли

[тӳрлет] Каçăсем

Ман хатĕрсем
Пространства имён

Варианты
Пурĕ пăхнă
Действия
Меню
Хутшăнасси
Ĕç хатĕрĕсем
Урăх чĕлхесем