Кăвак пĕсехе
Википедири материал
Кăвак пĕсехе - çерçирен пĕчĕкрех кайăк. Çăмартисем (4-7) сăрă симĕс тĕслĕ, хăмăр пăнчăсемлĕ. Шыв хĕрринчи хăвалăхсене килĕштерет. Йăвине çĕр тĕмески çинче тăвать. Амине йăвара ларнă чухне алла та илме пулать. Аçи ами йăвара ларнă чухне çеç юрлать. Ку икĕ эрне пырать. Апата çĕр çинче сиксе пуçтарать. Апачĕ хурт-кăпшанкăран тăрать. Çырласем пиçсен вĕсемпе те апатланать. Çу уйăхĕн пуçламăшĕнче вĕçсе килеççĕ, авăн уйăхĕн пуçламăшĕнче кăнтăра вĕçеççĕ. Йышĕ вĕсен çителĕклĕ.