Кăнтăр-Урал чукун çулĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Кăнтăр-Урал чукун çулĕ
Тулли ячĕ: Кăнтăр-Урал чукун çулĕ
Ӗç çулĕсем: 1934 çултанпа
Патшалăх: Раççей
Управлени хули: Челепи
Статус: ĕçлекен
Пăхăнăвĕ: УАО «РЧÇ»
Хисеп кодĕ: 80

Кăнтăр-Урал чукун çулĕУАО «РЖД» филиалĕ, Ăренпур, Челепи, Курган тата Свердловск облаçĕсен, Пушкăртстанпа Казахстан çĕрĕсем витĕр пыракан чукун çул. Çул управленийĕ Челепире вырнаçнă.

Ертӳçлĕхĕ[тӳрлет]

Паянкуна Кăнтăр-Урал чукун çулĕн пуçлăхĕ — Владимир Ильич Молдавер

Çулăн тытăмĕ[тӳрлет]

Çул шутĕнче Златоуст, Челепи, Курган, Петропавловск, Картали, Орск, Ăренпур уйрăмесем. Çул тăсăлăвĕ 1991 çулĕ тĕлне 4934,9 км. Çулăн паллă çыхă чарăнăвĕсем: Челепи, Курган, Петропавловск, Троицк, Карталы, Магнитогорск, Орск, Ăренпур, Бердяуш.

Кăнтăр-Урал чукун çулĕ кăнтăрта Казахстан чукун çулĕсемпе, кăнтăр-анăçра Атăлçи, анăçра Куйбышев, çурçĕрте Свердловск, тухăçра Анăç-Çĕпĕр чукун çулĕсемпе чикĕ тытать.

Çулăн кун-çулĕ[тӳрлет]

Çула 1934 çулхи кăрлач уйăхĕнче Пермь чукун çулне пайласа, Кăнтăр Урал районĕсен çĕрĕсемпе пыракан çул йĕрĕсене пĕрлештерсе йĕркеленĕ. Çул шутне халĕ ватă XIX ĕмĕрĕн 60-80-меш çулсенче хывнă чукун çул йĕрĕсем кĕреççĕ. 1877 çулта Ăренпур — Самар йĕрне ĕçе кĕртнĕ, 1892 çулта Самар-Златоуст чукун çулне туса пĕтернĕ, 1891 çулта кăнтăр çулне хывма пуçланă, вăл каярах Трансçĕпĕр магистралĕн пайĕ пулса тăрать. 1882 çулта Челепирен Кургана (Транссибăн анăç вырăнĕ) çити — тума тытăннă. 1895 çулта Челепи — Екатеринбург йĕрне ĕçе янă.

Çул XX ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенче хăвăрт аталанса пынă. Ун чухне Челепи — Каменск-Уральский, Карталы — Акмолинск йĕрсене хута янă. Челепи — Макушино йĕрне иккĕмĕш çул хунă, автоблокировка лартнă. Çул çине хăватлă ФД, СО, ИС пăравуссене кăларнă. Çул реконструкцине 1940 çулта вĕçленĕ, çакна пула 2,4 хутчен япала турттарасси ӳснĕ.

Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи çулĕсенче çул ĕçтĕшĕсем броньăпуйăссем, пуйăс-мунчасем, санитари пуйăсĕсене туса хатĕрленĕ.

1945 çулта тӳрĕ юхăмпа Челепи — Златоуст, 1949 çулта Златоуст — Кропачево, 1957 çулта Курган — Макушино тата Челепи — Курган, 1961 çулта Макушкино — Исилькуль пайĕсене электрофициленĕ. Челепи — Свердловск, Челепи — Троицк — Карталы — Магнитогорск пайĕсенче XX ĕмĕрĕн 70-мĕш çулсен пуçламăшĕнче тепловуссене ĕçе кĕртнĕ.

1980 çулта эксплуатацие СакмарскаяМурапталово йĕрне, 1981 çулта КрасногвардеецНовоперелюбская йĕрне ĕçе янă.

Локомотив хуçалăхĕ[тӳрлет]

Çулăн локомотив паркĕнче магистраль 2ТЭ10В, 2ТЭ10М тепловуссем, ЧМЭ3 маневр тепловусĕсем, ВЛ10, ЧС7 тӳрĕ юхăм электровусĕсем, ВЛ80С улшăну юхăм электровусĕсем, ЭР2, ЭР9П, ЭР9Е электропуйăссем.

Кăнтăр-Урал çулĕн локомотив деповĕсем: Златоуст, Челепи, Троицк, Петропавловск, Орск, Ăренпур, Бузулук.

Каçăсем[тӳрлет]