Кăртăш
| Кăртăш | ||||||||||||||||
|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|
| Ăслăлăх классификацийĕ | ||||||||||||||||
|
||||||||||||||||
| Латин ячĕ | ||||||||||||||||
| Gymnocephalus cernuus (Linnaeus, 1758) | ||||||||||||||||
|
Кăртăш (лат. Gymnocephalus cernuus) — уланкăсен йышне кĕрекен пулă. Кĕлетки 20 сантиметртан иртмест, нумай чух 8-12 сантиметр вăрăмăш пулать. Йывăрăшĕ 150 грамран ытла пулмасть.
Тупмалли |
[тӳрлет] Пурăнакан вырăнĕсем
Кăртăш 10 çул таран пурăнма пултарать. Кирек мĕнле шывра та тĕл пулать, çапах та сивĕ çăлкуçлă шывсене кăмăлларах парать. Хĕвел çуттине тухмасть, сулхăн тĕлте апатланать. Кăртăш нумай çĕрте ытти пулăсем япăх ĕрчеççĕ, мĕншĕн тесен вăл кĕлеткине кура мар нумай çиет, нимле чĕрĕ апат та тиркемест.
[тӳрлет] Ӗрчевĕ
Çу уйăхĕн вĕçĕнче вăлча сапма тытăнать. Вăлчара 65 пин тĕвĕ таран пулать.
[тӳрлет] Пурнăç йĕрки
Ку пулă вырăнтан вырăна куçса çӳремест, хĕл енне кăна тарăнрах вырăна кайса вырнаçать. Кăртăш вăлча сапнă хыççăн лайăх туртать. Кайран вара кăртăша каçсерен тытма аван. Ку пулă уйрăмах хĕрлĕ ăман патне пырать. Вăлта йĕппи çине çаклансан вĕçерĕнсе кайни сайра пулать.
[тӳрлет] Вуламалли
[тӳрлет] Каçăсем
- Раççейри çурăм шăммиллĕ чĕрчунсем: кăртăш
- Кăртăш — floranimal.ru сайт çинче
- Кăтртăш пирки — fish-news.teia.org сайт çинче