Каçпи тĕсĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Каçпи раси — европа расин пайĕ, вĕсем лутра çӳллĕ, тĕксĕм тирлĕ, хĕсĕқ питлĕ, миндаль евĕр хура куçлă, кăштах мăкăрăлчăк сăмсаллă хура пигментлă çӳçлĕ. Чылай тĕслехĕпе ватаçĕр расипе пĕр пекех. Çакна пула каçпи тĕсĕ, яланхилле, вăтаçĕр расинче шутланать. Талышсем, татсем тата курдсем каçпи расин элчисем пулаççĕ. Тухăç Грузин чылай çĕрĕ, Азербайджанăн кăнтăр тата вар çĕрĕсем, Арменин çурçĕр, тухăç тата кăнтăр-тухăç пайĕсем, Иранăн çурçĕрпе анăç çĕрне, çаплах Ардебиль, Зенджан, Казвин, Курдистан, Хамадан, Гилян иран провинцисене, Çурçĕр Хурасан, Меркези, тата Карс, Игдыр тата Эрзурум турккă провинцисене каçпи раси ретне кĕртеççĕ.

Каçпи расине туркмен тата узбек халахĕн хăш пайне хушаççĕ.

Вуламалли[тӳрлет]

  • Алексеев В. П. География человеческих рас // Избранное в 5 т. — М.: «Наука», 2007. — Т. 2. Антропогеография. — ISBN 978-5-02-035544-6
  • Алексеев В. П. Избранное в 5 т. — М.: «Наука», 2009. — Т. 5. Происхождение народов Кавказа. — ISBN 978-5-02-035547-7

Каçăсем[тӳрлет]


Кавказ расисем

Эрменоидсем | Кавкасионсем | Каçписем | Понтидсем