Каверин Вениамин Александрович

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Серапион пиччĕшĕ-шăллĕсем. Сулахайран сылтăма: К. А. Федин, М. Л. Слонимский, Н. С. Тихонов, Е. Г. Полонская, М. М. Зощенко, Н. Н. Никитин, И. А. Груздев, В. А. Каверин

Каверин Вениамин Александрович (чăн хушамачĕ Зильбер), — вырăс совет çыравçи. 1902 çулхи ака уйăхĕн 19 Псков хулинче çуралнă. 1989 çулхи çу уйăхĕн 2 Мускавра çĕре кĕнĕ.

Пурнăçĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1923 çулта Хĕвелтухăç чĕлхисен институтне, 1924 çулта Ленинград патшалăх университетăн историпе филологи факультетне пĕтернĕ.

1920 çулсен пуçламăшĕнче «Серапион пиччĕшĕ-шăллĕсем» литература ушкăнне кĕнĕ. 1929 çулта «Барон Брамбеус. Осип Сенковский историĕ» диссертацине хӳтĕленĕ.

Ӗçĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Хăйĕн пĕрремĕш «18... çулхи Лейпциг хулин хроники» калавне 1922 çулта пичетлесе кăларнă.

Вăл çырнă ĕçсем:

  • «Кĕвеçекен, е Васильевски уравĕ çинчи Каçсем» (Скандалист, или Вечера на Васильевском острове, роман, 1928).
  • «Ĕмĕтсем пурнăçланни» (Исполнение желаний, роман, 1-2 кĕнекесем, 1934—1936).
  • «Икĕ капитан» (Два капитана, (роман , 1-2 кĕнекесем, 1938—1944; Сталин премиĕ, 1946)
  • «Уçă кĕнеке» (Открытая книга, роман, 1949—1956).
  • «Çичĕ таса мар мăшар» (Семь пар нечистых, повесть, 1962)
  • «Косой дождь» (повесть, 1962)
  • «Шăпан Тăххăр вуннăмĕшĕ» (Девять десятых судьбы)
  • «Çăмăл утăмсем» (Легкие шаги)
  • «Лайăх çынсем нумай, пĕри ăмсанаканни» (Много хороших людей и один завистник)
  • «Митяпа Маша çинчен, Хаваслă трубочистпа Ылтăн алăллă ăста çинчен» (О Мите и Маше, о Веселом трубочисте и Мастере золотые руки)
  • «Пиллĕкмĕш çÿревçĕ»